Комментари хушас

15 Юпа, 2019

Чунĕ Чăваш Енех туртăнать

«Кашни çынрах хĕвел пур, ăна çуталма парăр кăна», — тенĕ авалхи Греци философĕ Сократ. Шăпа ăна тăван тăрăхран чылай аякка илсе кайнă пулсан та унăн хĕвелĕ çуталнă. Пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă. Сăмахăм Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Тюменьте ĕçлесе пурăнакан йăхташăмăр, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Архипов çинчен. Анатолий Иванович — Çĕпĕрти чăвашсен «Тăван» ассоциацине йĕркелекенĕсенчен пĕри.
Анатолий пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ. «Атте Иван Архипович çав тери ĕçчен, ырă кăмăллă та тăрăшуллă çынччĕ. Уй-хир бригадирĕнче 17 çул ĕçлерĕ. Каярахпа пĕр хушă пилорамăра вăй хучĕ. Вăл ял-йыш, тăван колхоз валли сахал мар строительство материалĕ хатĕрленĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕччĕ, сакăр теçетке çул тултарсан çĕре кĕчĕ. Аннепе Федора Васильевнăпа пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнчĕç. Анне Пайсупинри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕмĕр тăршшĕпех акушеркăра вăй хучĕ. «Пирĕн Федора Васильевна», — тетчĕç ăна ял çыннисем. Вĕсен хуйхи-суйхине чĕре çумне илсе пĕрле пайлакан çын пулнипе асран ямаççĕ ăна ялти ватăсем. Ача кĕтекен хĕрарăмсене чипер çăмăллантарассишĕн, сывă пепкене кун-çул парнелессишĕн ăс-тăнĕпе вăй-халне шеллемен вăл», — çыхăнтарчĕ калаçăва Анатолий Иванович кун-çулне аса илме ыйтсан.
Анатолий Архипов Упири вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти электромеханика техникумне кĕнĕ. Диплом илнĕ çамрăк специалиста Тюмень облаçне ĕçлеме янă. «Çамрăк пулнă, Çĕпĕр илĕртнĕ. Тюмень облаçĕнче тăвансем йышлăн пурăнатчĕç. Тюмень облаçĕнче нефтьпе газ комплексне тунă çĕрте ĕçлерĕм», — каласа кăтартрĕ ентешĕм.
Каярахпа вăл Тюменьти индустри институтне, Мускаври ĕçпе социаллă хутшăнусен академине пĕтернĕ. Анатолий Иванович Тюмень тăрăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче аслă инженерта, пай ертÿçинче, облаçри отрасльти профсоюзсен организацийĕнче, «Тюменьгорэлектросеть» предприятире, Çĕпĕр-Урал энергетика компанийĕнче тăрăшнă. Халĕ асăннă компанин ĕç хăрушсăрлăхĕн службин ертÿçинче вăй хурать.
1991 çулта Анатолий Архиповăн пуçарăвĕпе Çĕпĕрте пурăнакан чăвашсен «Тăван» ассоциацине йĕркеленĕ. Унăн ятне те вăл хăех тупнă. 1992-1995 çулсенче Анатолий Архипов — ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ. Каярахпа — ассоциаци президенчĕ. «Тăван» ассоциаци пысăк ĕçсем тунă. Çулленех Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем валли Акатуй йĕркеленĕ. Ку ĕçре маттур чăваш арне Анат Тавда, Ярково районĕсен ертÿçисем пулăшса пынă. Анатолий Архиповăн пуçарăвĕпе Тюмень облаçĕпе Чăваш Республики туслă çыхăну тытнă, «Сибирь-Волга» пĕрлехи предприяти йĕркеленĕ. «Тăван» ассоциаци ертÿçи тăван районне те социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса пама нумай пулăшнă. Тăван тăрăхран аякра пулсан та Анатолий Архипов чăваш йăли-йĕркине, культурине аталантарассишĕн çунать. Анат Тавда районне кĕрекен Канаш ялĕнче ачасене чăвашла вĕрентме майсем туса парать. Çĕпĕрти пĕрремĕш чăваш ялĕсем йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнине халалласа 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Аромашево районне кĕрекен Северное ялĕнче мероприяти ирттернĕ. «Тăван» ассоциацие ертсе пынă тапхăрта Чăваш Енрен облаçри мероприятисене хутшăнма 30 ытла пултарулăх коллективне йышăннă. Анатолий Ивановичăн ырă чылай ĕçне асăнма пулать. 1994 çулта Тюменьтен килнĕ йышлă делегаци /ертÿçи В.Мухамедьярова/ Трак енре пулса курнă. Каярахпа Красноармейскисен 24 çынран тăракан ушкăнĕ Çĕпĕр çĕрĕпе паллашнă. Вĕсен йышĕнче учительсем, шкул ачисем пулнă. Вĕсене Анатолий Архипов йышăннă. Трак тăрăхĕнчи делегаци йышĕнчи педагогсем вырăнти шкулсенче уçă уроксем ирттернĕ, чăваш йăли-йĕркипе тĕплĕн паллаштарнă, Н.Филимонов ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă. Каярахпа Анат Тавда районĕнчи Канаш ялĕнчи «Тантăш» фольклор ушкăнĕ Трак тăрăхĕнчи Акатуя хутшăннă. 1997 çулта Пикшикри Н.Карлин ертсе пыракан юрăпа ташă ансамблĕ Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсене хăйсен пултарулăхĕпе пĕр эрне паллаштарнă. Анатолий Архиповăн ĕçĕ-хĕлне «Тюменьская правда», «Тюменьский курьер», «Тюменьские вести» тата ытти хаçатра тăтăшах çутатса тăраççĕ.
Анатолий Архипов паянхи кунчченех спортпа туслă. Вăл Шупашкарта вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусенче тупăшнă, йĕлтĕр спортне килĕштернĕ. Хăйĕн тренерне, Яманакра çуралса ÿснĕ спорт мастерне В.Иванова, халĕ те ăш пиллĕн аса илет. Анатолий Иванович çăмăл атлетика енĕпе облаç, хула ăмăртăвĕсенче вăрăм дистанцисене чупса пĕр хутчен кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. 2004 çулта вăл хатĕрленĕ команда Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ.
Çавăн пек çын вăл Тюменьре тĕпленнĕ Анатолий Архипов. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн ăна нумай-нумай Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе, медальсемпе чысланă.
Анатолий Иванович мăшăрĕпе Ирина Алексеевнăпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Ольга Тюменьти медицина академийĕнче пĕлÿ илет. «Икĕ чĕлхе — икĕ ăс» тенине шута илсе тăван чĕлхене хисеплесе ашшĕ ăна чăвашла калаçма вĕрентнĕ. «Çулсем иртнине туймастăп. Чунăм халĕ те 25-ри пекех. Çичĕ теçетке çул чăваш арçынĕшĕн нумай мар. Вăй-хăват пур-ха. Хĕрĕме ура çине çирĕп тăма пулăшасчĕ, тепĕр 20-30 çул пурăнасчĕ тетĕп», — чунне уçрĕ йăхташăмăр. Аякра тымар янă пулин те вăл тăван ялне манмасть, çулсеренех Чăваш Ене килет, Пайсупина васкать. «Хăй вăхăтĕнче çулталăкне 5-6 хутчен килни те пулнă. «Толя, эсĕ ăçта пурăнатăн: Тюменьте-и е Шупашкарта-и?» — тетчĕç пĕлĕшĕмсем. «Аттепе анне пурăннă чухне тăван яла тăтăш çÿремелле», — хурав параттăм вара. Халĕ, çулсем иртнĕçемĕн, тăван тăрăх, савнă тăван ялăм Пайсупин, Матьшу пусси ытларах та ытларах аса килет. Чунăм Чăваш Ене тата ытларах туртăнать», — пытармарĕ çак кунсенче çитмĕл çулхи юбилейне паллă тăвакан Анатолий Иванович. Малашлăхра тăван тăрăха куçса килме палăртнине пытармарĕ вăл. Хальлĕхе вара 1970 çултанпа Çĕпĕр çĕрĕнче пурăнакан йăхташăмăр чăваш кĕнекисене вуласа, ĕçтешĕсемпе чăвашла калаçса йăпанать.
Роза ВЛАСОВА.
Архиповсен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.