«Кашни çынрах хĕвел пур, ăна çуталма парăр кăна», — тенĕ авалхи Греци философĕ Сократ. Шăпа ăна тăван тăрăхран чылай аякка илсе кайнă пулсан та унăн хĕвелĕ çуталнă. Пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă.
Пуш уйăхĕ Раççейшĕн 1918 çулта совет правительстви Германин, Австри-Венгрин, Болгарин, Осман империйĕн союзĕпе Брест-Литовскра контрибуциллĕ килĕшÿ çирĕплетсе Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен тухнипе палăрса юлчĕ.