Комментари хушас

17 Ака, 2018

Çĕршыва хÿтĕленĕ – хисепе тивĕçмен

Пуш уйăхĕ Раççейшĕн 1918 çулта совет правительстви Германин, Австри-Венгрин, Болгарин, Осман империйĕн союзĕпе Брест-Литовскра контрибуциллĕ килĕшÿ çирĕплетсе Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен тухнипе палăрса юлчĕ.

Договор условийĕпе Раççей Польшăпа Литвасăр, Латвин, Беларуçăн, Кавказăн пĕр пайĕсĕр юлнă. Хăйĕн çар чаçĕсене Балтика тăрăхĕнчен, Финляндирен кăларма тивнĕ. Украина Германи протекторачĕ пулса тăнă. Карс тата Ардаган хулисем пирĕнтен Турцие куçнă, Раççейĕн Германие 6 млрд марка тÿлесе татмалла пулнă. Çĕршыв калама çук нумай çухатассине В.Ленин лайăх ăнланнă пулин
те Правительство членĕсене хистесех çак условие йышăнтарнă. Мĕншĕн тесен 1918 çул пуçламăшĕнче большевиксем влаçсăр, халăх патшалăхсăр юлас хăрушлăх тухса тăнă. Раççей çарĕ саланнă, рабочи-хресченĕн Хĕрлĕ Çарне тума çеç пуçланă. Германипе Австри-Венгрин чаçĕсем нарăс уйăхĕнче çĕршывăн тĕп хулине Петрограда талпăннă. Договор туса патшалăха катастрофăран çăлса хăварнă.
Хура халăхшăн ку документ чи малтанах çак енĕпе пĕлтерĕшлĕ: вăрçа чарса икĕ енчен те нумай çынна вилĕмрен çăлса хăварнă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçине Чăваш Енрен 100 пин çынна яхăн хутшăннă /Чăваш энциклопедийĕ, 385-мĕш стр./. 1920 çулхи
халăх çыравĕнче вăрçăн 47726 ветеранне шута илнĕ. Тăшман тыткăнне миçен лекни, фронтран уксах-чăлах мĕн чухлĕ таврăнни паллă мар.
Чăвашсенчен нумайăшĕ хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Ентешĕмĕрсем В.Чапаев, И.Николаев /Вăрмар районĕ, Эçпепе/, Ф.Тихонов /Çĕмĕрле/, Т.Хонюков /Канаш районĕ, Сиккасси/ Георгий хĕресĕн — тăватă, С.Рукавишников /Çĕмĕрле районĕ, Турхан/ виçĕ степеньне тивĕçнĕ. С.Иванова /Шупашкар районĕ, Чучукасси/, Г.Дядькина /Хĕрлĕ Чутай районĕ, Шулю/, С.Лбова /Штанаш/ IV тата III степеньсемпе наградăланă. <...>

Çак сăн ÿкерчĕкре — Георгий хĕресĕн IV степенĕн кавалерĕ Василий Макаров. Патăрьел районĕнчи Çĕньялта 1889 çулта çуралнă. Патша çарне ăна 1910 çулта илнĕ. 1914 çултанпа — 45-мĕш дивизин /Пензăра йĕркеленĕ/ 177-мĕш Изборск полкĕн ефрейторĕ. В.Макаров вăрçă пуçлансанах Кăнтăр-хĕвел анăç фронтне лекнĕ. Каярахпа — пехотăн 292-мĕш саппас полкĕн фельдфебелĕ /унтерофицер/. Василий Павлович Романовсен çурчĕ патшалăха ертсе пыма тытăннăранпа 300 çул çитнине халалласа кăларнă медале те тивĕçнĕ. 1918 çулхи утă уйăхĕнче В.Макарова Шурă çара мобилизациленĕ, Пăва хулинчен тарса килне таврăннă. Анчах çар комиссариачĕ ăна Хĕрлĕ Çара çырнă. 1919-1921 çулсенче Граждан вăрçине хутшăннă.

1937 çулта репрессиленĕ. 1989 çулта таса ятне тавăрнă.

Тулли верси...

Чăваш патшалăх истори архивĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.