Archive - 18 Юпа, 2019

18 Юпа, 2019

Тимĕр вăййи вăйлисем валли

Ыран, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир старт илет.

18 Юпа, 2019

Çыравçăсем те Хĕвел анăçран килнĕ трендран юласшăн мар

Вуннăмĕш çул ĕнтĕ Раççейре ача-пăча валли çырнă чи лайăх хайлавсене палăртмашкăн «Книгуру» конкурс ирттереççĕ. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ: жюри членĕсем — ачасем. Вĕсем чи лайăх калав-повеçе суйлаççĕ, çĕнтерÿçе палăртаççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн республикăра «Книгуру Чăваш Енре» фестиваль иртрĕ.

18 Юпа, 2019

Пахча çимĕçе мĕнле тата ăçта сутмалла?

«Хыпар» Издательство çурчĕ юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче кил хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче туса илнĕ пахча çимĕçе, çав шутра çĕр улмине, суту-илÿ организацийĕсене, продукцие йышăнакан предприятисене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусемпе «тÿрĕ лини» ирттерчĕ.

Фонд пулăшать

18 Юпа, 2019

Пурăнас килет: "Хыпар" хаçатри рубрика

Усал шыçăпа çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ-и?

Çырăр (адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13,

Пичет çурчĕ; электрон адрес: hypar1@mail.ru),

шăнкăравлăр (тел. 89674706535) .

«Пурăнас килет» проект ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пулăшнипе пурнăçланать.