Пурăнас килет

1 Чÿк, 2019

«Пурăнас килет» проект: «Эпĕ пĕрех вилместĕп»

Республикăри онкологи диспансерĕн медицина психологĕ Инна ВАСИЛЬЕВА:
- Чирлекенпе пĕрле пурăнакансем чылай чухне кăмăл-туйăм енчен ывăнса çитни пирки калаççĕ. Пытарма кирлĕ мар: хăшĕ-пĕрин тарăхупа курайманлăх туйăмĕ те çуралма пултарать, кайран вара ÿкĕнеççĕ, хăйсене айăплаççĕ. Унсăр пуçне чылайăшĕ çывăх çынни пурнăçран уйрăласран хăрать, ялан иккĕленет, йывăр шухăшсемпе айланать.

Pages