Комментари хушас

22 Чÿк, 2019

«Эпĕ çеç тутăрпаччĕ…»

«Шурса кайнă, вилетĕн пуль…» — тенĕ ăна ял çынни

Красноармейски районĕнчи Алина — 5 ача амăшĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлекен хĕрарăмăн больницăна кайма вăхăчĕ пулман. Усал шыçă иккенне пĕлсен ăнран кайнă, ачисене ыталаса макăрнă, кайран хăйне алла илнĕ. Пĕчĕкскерсене кам валли пăрахса хăварăн, ура çине амăшĕн ăшшисĕр епле тăрĕç?

— Кĕçĕнни çут тĕнчене килнĕ хыççăн вунă çул таран больницăна пачах кайман эпĕ. Нимĕн те ыратман, нимĕн те пăшăрхантарман. Пурăна киле сылтăм кăкăрта мăкăльсем асăрхарăм. Мастопати мĕнне те пĕлмен эпĕ. Пĕр эмел те ĕçсе курман. Сылтăм енчи кăкăр пысăкланса шыçăнчĕ. Хĕллехи куртка витĕр те палăрнăн туйăнатчĕ хама. Çынсемпе канашларăм, вĕсем те больницăна хăвăртрах кайма сĕнчĕç. Кăрлач уйăхĕччĕ, сивĕччĕ ун чухне. Пĕр кунхине Красноармейскинчи районĕн больницине кайрăм. «Мĕн туса пурăнтăн хальччен? Ыранах онкодиспасера кай», — терĕ те тухтăр направлени çырса пачĕ.
Тепĕр кунхине ир-ирех Шупашкара çул тытрăм. «Ыранах хими терапийĕ тăватпăр, санăн усал шыçăн 4-мĕш тапхăрĕ», — терĕç диспансерта. Йĕме тытăнтăм. Никам та мар, хамах айăплă. Ялти хĕрарăмăн нихăçан та ĕç пĕтес çук. Больницăна выртмашкăн хатĕр-хĕтĕр илсе килмен-çке тата, пĕр кунлăха киле ыйтса кайрăм. Хапха алăкĕнчен тухнă чухне куççуль шăпăртатса юхрĕ: «Тен, тек таврăнаймастăп та, ачасене те кураймастăп?» Ун пек чухне пуçа усал шухăш нумай пырса кĕрет. Малалла вулас...

ЭСИР ПĔЧЧЕН МАР

Усал шыçăпа çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ-и? Çырăр (адресĕ: Шупашкар, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ)
электрон адрес: hypar1@mail.ru,
шăнкăравлăр (тел. 89674706535).

www.hypar.ru

«Пурăнас килет» проект ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пулăшнипе пурнăçланать.

Авторĕ Татьяна ВАШУРКИНА, пурнăçлаканĕ Лена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.