Çыравçăсем те Хĕвел анăçран килнĕ трендран юласшăн мар

Вуннăмĕш çул ĕнтĕ Раççейре ача-пăча валли çырнă чи лайăх хайлавсене палăртмашкăн «Книгуру» конкурс ирттереççĕ. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ: жюри членĕсем — ачасем. Вĕсем чи лайăх калав-повеçе суйлаççĕ, çĕнтерÿçе палăртаççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн республикăра «Книгуру Чăваш Енре» фестиваль иртрĕ. Çÿлерех асăннă конкурсра тĕрлĕ çулта çĕнтернĕ Лилия Волкова Мускав, Евгения Басова Шупашкар çыравçăсем тата конкурс эксперчĕ Кирилл Захаров республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче вулавăш ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Кирилл Алексеевич литературăри йывăрлăхсем пирки каласа кăтартрĕ пулсан ача-пăча çыравçисем — писатель çулĕ çине епле тăни, çĕнĕ Толстойсене мĕнле ÿстермелли çинчен.

Çĕнĕ ят сахал

Раççейре ача-пăча валли çыракан авторсем пур-и?
Пирĕн республикăра, сăмахран, çамрăк çыравçăсене
палăртас тĕллевпе «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс йĕркеле-
нет. Анчах унта пĕр çынсемех хутшăнаççĕ. «Книгуру» кон-
курсра та çавнашкалах ÿкерчĕк. Кирилл Захаров эксперт
каланă тăрăх, çĕнĕ ят сайра хутра тупăнать. Мĕнпе çыхăн-
нă ку? Калама хĕн. Тен, чылай çул йĕркеленекен «Книгуру»
конкурс пирки Раççейре нумайăшĕ пĕлменнипе? Е ятарлă
премисем çуккипе? «Çĕнĕ, конкурентлă хайлавсем курас
килет. Çырмалла çеç. Пурте пултараяççĕ», — терĕ Кирилл
Алексеевич.
Эксперта хайлавсенче хускатакан темăсем те
шухăшлаттараççĕ: «Пурте тенĕ пек Хĕвел анăçран килнĕ-
скерсем. Халĕ аталану енчен хавшак ачасем пирки нумай
çырма тытăнчĕç. Ку та Хĕвел анăçран килнĕ тренд. Пирĕ-
ннисем тÿрех ярса илеççĕ, манăн вара çĕнĕ шухăшсем ку-
рас килет». Кирилл Захаров каланă тăрăх, паянхи ача-пăча
литератури, унчченхипе танлаштарсан, урăхларах. Хайлав-
сем лăпкăрах, çыравçăсем асăрханса çыраççĕ. Анчах ку пур-
нăç йывăрлăхĕсем пирки уççăн çырмалла маррине пĕлтер-
мест. Çак меслете пăхăнса ĕçлекен авторсене те палăртрĕ.
Вĕсенчен пĕри — Евгения Басова çыравçă.

Пурте писатель пулаймаççĕ

Лилия Волковăпа Евгения Басова ача-пăча литерату-
ринче çĕнĕ ятсем мар. Иккĕшĕ те «Книгуру» конкурса
пĕрре мар хутшăннă. Лилия Волкова унта 2017 çулта «Под
созвездием Бродячих псов» повеçпе çĕнтернĕ. Тĕп сăнар-
сем, паллах, çул çитмен ачасем. Малтанах çыравçă ăна ка-
лав пек çырнă, ячĕ те урăхла пулнă. Кайран шухăшĕ ул-
шăннă та повеç çуралнă. Тĕрĕссипе, вăл хайлава конкурсăн
юлашки кунĕсенче çеç тăратнă. Анчах ăна пĕчĕк вулакансем
пысăк хак парасса шухăшлама та пултарайман.
Лилия литература тĕнчин алăкне нумаях пулмасть çеç
уçнă. Чылай çул телекуравра сценаристра тата редакторта
ĕçлекенскер тÿлевсĕр курссене лекнĕ. Марина Степновăн
литература лаççинче ăсталăх туптанă вăл, онлайн-шкулта
та вĕреннĕ. Пĕрремĕш хайлавĕнче çыравçă ачасемпе йы-
тăсем çинчен çырма шутланă. Вĕсене юратни, вĕсемшĕн
пăшăрханни пирки. Кун хыççăн унăн шалти пурнăçĕ тĕпрен
улшăннă. «Кам валли çыратăн эсĕ: ача-и вăл, аслăрах
çын-и — чи малтан хăвна мĕн канăçсăрлантарнине хут çине
куçармалла. Ку сана пăшăрхантарать пулсан пĕр вулакан та
пулин тупăнĕ», — çапла шухăшлать Лилия Волкова. Вăл ка-
ланă тăрăх, юлашки 5 çулта хут кĕнекесене пачах вуламасть.
Тавралахшăн пăшăрханать. «Паян пурăнакан çынсене ăннă:
вĕсем çĕнĕ технологисемпе усă кураяççĕ. Кирлĕ тĕк элек-
трон кĕнеке вулама пулать. Эпĕ чылай çынна пĕлетĕп: уна-
шкал меслете кăмăлламаççĕ. Эпĕ хăнăхрăм. Хут кĕнеке-и
вăл, электронли-и — хăйĕн вулаканне тупатех», — палăртрĕ
çыравçă. Пуласлăх библиотеки те, унăн шухăшĕпе, хăйне
евĕр пулмалла. Вулавăшра кĕнеке çук, ятарлă пускăча пуса-
тăн та кирлĕ кĕнекене саккас паратăн. Е хутлине суйлатăн,
е хайлава тÿрех гаджета уçласа илетĕн. «Веçех çĕнĕ тех-
нологисем мĕнле аталаннинчен килет», — шухăшлать вăл.
Евгения Басовăна вулакансем ытларах Илга Понор-
ницкая хушма ятпа пĕлеççĕ. Красноярск хулинче çуралнă,
халĕ Шупашкарта пурăнакан çыравçă çак псевдонима сту-
дент çулĕсенчех шыраса тупнă. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Му-
скав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче
вĕреннĕскер иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех калав-повеç
çырма тытăннă. Писатель хайлавĕсенче чи малтанах хăй-
не интереслентерекен темăсене çутатма тăрăшать. Унăн
шухăшĕпе, çынсем хăйсен шалти пурнăçĕ çинчен сахал
пĕлеççĕ. Мĕншĕн çыннăн пултарулăхра аталанас килет?
Мĕншĕн шăпах çав хĕр е каччă килĕшет? Пĕлтерĕшлĕ ый-
тусене хускатниех ăна «Книгуру» конкурсра çĕнтерме пу-
лăшнă. Евгения Басова пурнăçри тĕрĕсмарлăх, усалпа ырă
çинчен уççăн çырать. Çавăнпах-тăр пĕчĕк вулакансем унăн
калавĕсене кăмăлласа вулаççĕ. Конкурсра çĕнтернĕ «Изо»
калавĕнче те вăл пурнăç пирки пĕр пытармасăр çырнă.
Евгения каланă тăрăх, унăн хайлав çырмашкăн вăхăт са-
хал: ĕçлет, çемье пур. Хавхалану килсен вара тÿрех блок-
нота алла тытать, шухăшсене хут çине куçарать. Автор пы-
тармасть: çырнă чухне вăл питĕ ывăнать, ун хыççăн хырăмĕ
вăйлă выçать. «Кашниех писатель пулаймасть паллах. Çын
мĕн те пулин çырать пулсан та. Анчах ку ĕç ăна савăнăç
кÿретех. Тĕрĕссипе, çыракан ачана хавхалантармалла. Чи
кирли — хурласа тăкма юрамасть, кулмалла мар. Çапах ыт-
лашши мухтани те вырăнсăр. Хамăн тĕслĕхпе çирĕплететĕп,
шкулта пĕрле вĕренекенсем хайлавсемпе интересленетчĕç.
Пултарулăх çулĕ çине тăнă çамрăка çывăх çынсем пулăшни
питĕ пĕлтерĕшлĕ», — палăртрĕ Евгения Басова. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Ирина КОШКИНА. Vk.com сайтри сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.