Комментари хушас

15 Юпа, 2019

Шан, анчах тĕрĕсле

Лавккара тавар туянмалла-и, общество транспортĕнче билет илмелле-и, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли-и — çак ĕç-хĕле банк карттипе пурнăçлакансем йышлансах пыраççĕ. Хальхи самана çĕнĕлĕхĕ пирки Раççей Банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Наци банкĕн управляющийĕпе Александр ЛОГВИНОВПА калаçрăмăр.
— Александр Николаевич, республикăри чĕрĕ укçасăр тÿлевсемпе çыхăннă лару-тăру пирки каласа кăтартăр-ха.
— Чăваш Енре банк карттисен ят-сумĕ çулсерен ÿссех пырать. Статистика кăтартнă тăрăх — çынсем таварсемшĕн тата пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне карттăсемпе ытларах усă кураççĕ. Çавăн пекех карттă çинчен укçа илекенсен йышĕ те чаксах пырать. Акă кăçалхи пĕрремĕш çур çулта чĕрĕ укçасăр тÿлевсен шучĕ 34 процента çитнĕ. Çулталăк каярах ку кăтарту 29 процентпа танлашнăччĕ. Сăмах май, кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 2 миллиона яхăн карттă, çак шутран 400 пин ытла «Мир» тÿлев системин — кăларнă.
— Чĕрĕ укçасăр тÿлевсем ÿсни мĕнпе çыхăннă?
— Банк карттисемпе хамăр çĕршывра та, чикĕ леш енче те усă курма пулать. Чĕрĕ укçасăр операцисен шучĕ ÿснине чи малтанах тÿлев инфратытăмĕ лайăх аталаннипе çыхăнтармалла. Банк карттисемпе паян республикăри нумай суту-илÿпе сервис организацийĕсенче таваршăн, пулăшу ĕçĕсемшĕн татăлма пулать. Сăмах май,Чăваш Енре 20,6 пин электрон терминал тата 1,4 пин банкомат вырнаçтарнă. Çавăн пекех банк карттисемпе онлайн-таварсемшĕн, налуксене, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, карас çыхăнăвĕшĕн тÿлеме ансат. Ку ĕç-хĕле килтен тухмасăрах пурнăçлама пулать. Кредит организацийĕсем тÿлев сервисĕсене аталантарассишĕн вĕçĕмсĕр ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра контактсăр тÿлев тытăмĕллĕ карттăсене ĕçе кĕртеççĕ. Тавар туяннă чухне ПИН-кодсăрах тÿлеме май пуртан вĕсемпе усă курма чăннипех те меллĕ.
Чăваш Енре «Безналичная Чувашия» проект ăнăçлă пурнăçланнине палăртса хăварас килет. Унпа килĕшÿллĕн чĕрĕ укçасăр тÿлев системи пурнăçăн тĕрлĕ сферинче тымар ярать: бюджет сферинче ĕçлекенсене шалу тÿлеççĕ, пенси, социаллă ытти тÿлевсене параççĕ, транспортпа çÿренĕшĕн тÿлеççĕ. Çакă пĕтĕмпех республикăра пурăнакансене чĕрĕ укçапа сахалрах усă курма майсем туса парать.
— Банк карттипе усă курма ансат тата меллĕ пулни те, ахăртнех, чĕрĕ укçа çаврăнăшне пĕчĕклетет?
— Паллах, карттăн сумĕ çултан-çул ÿссе кăна пырать. Камшăн унпа шалу илме меллĕ, камшăн — стипенди, пенси, пособи. Банк карттисем паян чĕрĕ укçапа танах пирĕн пурнăçа таччăн кĕрсе вырнаçрĕç. Банксем вара çынсене илĕртес тĕллевпе тĕрлĕ çăмăллăхлă программăсем шухăшласа кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр банксем тата тÿлев системисем тавар хакĕн пĕр пайне укçан /кэшбэк/ е балсемпе тавăрса параççĕ. Вĕсемпе кайран вăл е ку тавара туянма пулать. Камшăн мĕнле тÿлев меслечĕ меллĕреххине кашни çын хăй палăртать. Хăшĕ, тен, чĕрĕ укçана ытларах килĕштерет. Анчах пурин те ултавçăсен серепине лекесрен асăрханмалла, енчĕке те, карттăна та ют çынсене шанса пама юраманнине асра тытмалла.
— Цифра технологийĕсем вăй илсе пынă саманара чылайăшне финанс пулăшăвĕн ĕçĕсемпе дистанци мелĕпе тивĕçтерни те илĕртет ĕнтĕ?
— Карттă хуçисем хăйсен счечĕпе дистанци мелĕпе усă курса компьютер, планшет е карас телефонĕ урлă укçа куçарма, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме, ытти операцие пурнăçлама пултараççĕ. Çав вăхăтрах СМСпа усă курса тĕрлĕ операци пурнăçласси те халăхра вăй илсе пырать.
— Банк карттисем ултавçăсене те кăсăклантараççĕ. Вĕсем çынсен укçине çавăрса илмелли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ…
— Ултавçăсем чи малтанах граждансен тимсĕрлĕхне шанаççĕ. Вĕсем карттăн номерне, унăн хуçин ятне, хушаматне, хăçанччен унпа усă курма юранине, карттă чăннине çирĕплетекен кода /тÿнтер енчи виçĕ цифра/, ПИН-кода пĕлме тăрăшаççĕ. Чылай чухне тÿлеве çирĕплетме СМСри кода ыйтаççĕ. Çавăнпа çак информацие нихăçан та никама та калама юраманнине асра тытмалла. Гражданин çак сведенисене ултавçăсене хăй пĕлтерсен банк урлă укçана ниепле те каялла илме çук. Шел те, юлашки вăхăтра киберпреступниксем хăйсен номерне банксен номерĕсем пек кăтартма вĕренсе çитрĕç.
— Çакнашкал киревсĕр лару-тăрăва лексен мĕн тумалла-ха?
— Сирĕн пата кредит организацийĕнчен шăнкăравларĕç тĕк чи малтан банк ĕçченĕн ятне, хушаматне, вăл хăш подразделенире ĕçленине ыйтса пĕлмелле, ун патне каярахпа шăнкăравласа ярассине пĕлтермелле. Унтан телефон кĕпçине хумалла, банкăн официаллă номерĕпе шăнкăравламалла, хăвăрпа калаçнă сотрудникпе çыхăнтарма ыйтмалла. Çак ĕç-хĕле сирĕн телефон çинче шăнкăравлаканăн номерĕ курăнсан та пурнăçламалла. Нихăçан та унпа каялла шăнкăравламалла мар. Банкăн хĕрÿ линийĕн номерне хăвăрăн çырмалла. Ăна банк карттин тÿнтер енче е кредит организацийĕн официаллă сайтĕнче тупма пулать.
— Специалистсем мĕншĕн телефон кĕпçине хума тата банкăн официаллă номерĕпе граждансене хăйсене шăнкăравлама сĕнеççĕ?
— Кунашкал тимлĕх ытлашширех пек те туйăнма пултарать. Анчах юлашки вăхăтра киберпреступниксем ятарлă программăсемпе усă курса шăнкăравлаканăн чăн номерне пытарма вĕренсе çитрĕç. Ултавçă гражданина ятран чĕнме, хушаматне, карттă номерне калама пултарать. Ку даннăйсене вĕсем социаллă сетьсенчен тата фишинг пулăшнипе тупаççĕ. Вăрттăн пулма тивĕç япаласене пĕлтерни, паллах, çыннăн сыхăлăхне пусарать, вăл хăйне улталанине ăнланса юлмасан та пултарать. Çавăнпа банка хăвăн хирĕç шăнкăравламалли йĕркене йăлана кĕртмелле.
— Çапах та, Александр Николаевич, ултавçăсен серепине лекнĕ граждансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Карттă хуçин ирĕкĕсĕр укçана илнĕ тĕк тÿрех карттăна кăларнă банка шăнкăравламалла, унăн ĕçне чарса лартмалла, улталани çинчен пĕлтермелле. Унтан счет выпискине илмелле, операципе килĕшменни çинчен заявлени çырмалла. Ыйтăва банк 30 кун хушшинче, чикĕ леш енчи операцисемпе çыхăннисене 60 кунччен пăхса тухать. Çавăн пекех право хуралĕн органĕсене укçа вăрлани çинчен пĕлтермелле.
Валентина БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.