Хăш поселокра тетĕр-и? Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейри паллă юрăç Акула Етĕрне районĕнчи Совхозный поселокне килĕ. Унта юланутçăсен «Атăлçи кубокĕ» иртĕ.
Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн пресс-службипе информаци уйрăмĕн корреспонденчĕ Екатерина Юрусова Китайран таврăннă. Вăл унта çур çул ытла пурăннă. Мĕн хистенĕ-ши çамрăк журналиста инçе çула парăнтарма?
Ачасем мĕнле преступлени тăваççĕ тата уншăн мĕнле явап тыттараççĕ? Йăнăш çулçине тăн çамрăксем пирки ЧР ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе, полици полковникĕпе Наталья Чапуринăпа калаçăпăр.
Р е с п у б л и к ă р и вĕренÿ организацийĕсенчен 85 ача «Хĕвел» Çуллахи предпринимательство шкулне хутшăннă. Ку проект Чăваш Ен территорийĕнче пĕрремĕш хут пурнăçланать, «Эсĕ — предприниматель» программа пайĕ пулса тăрать.
Комсомольски районĕнчи Асанкасси шкулĕн ачисем спортра сахал мар çитĕнÿ тăваççĕ. Унсăр епле-ха? Вĕсен учителĕ — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геннадий Петухов. Спортăн пур тĕсне те юратма хăнăхтарать вăл ачасене.
«Ачалăх çулĕсем йывăр килчĕç, — терĕ Малти Карăкра пурăнакан Феодосия Егорова. — Шкулта вĕреннĕ чухне хут та çукчĕ, кăранташ та. Чернилпа усă курнă, кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Ун чухне хĕл кунĕсем питĕ сивĕччĕ. Класра чернил шăнса ларатчĕ. Çиелти тумтире хывса курман».