Ват тутиллĕ çамрăклăх
«Ачалăх çулĕсем йывăр килчĕç, — терĕ Малти Карăкра пурăнакан Феодосия Егорова. — Шкулта вĕреннĕ чухне хут та çукчĕ, кăранташ та. Чернилпа усă курнă, кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Ун чухне хĕл кунĕсем питĕ сивĕччĕ. Класра чернил шăнса ларатчĕ. Çиелти тумтире хывса курман».
Феодосия тăватă класс пĕтернĕ çĕре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи алхаснă. Хĕрĕн малалла вĕренме май килмен. Вăй питтисем — фронтра. Ялти мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем çине тиеннĕ. Хĕветуç ыттисем пекех суха тунă, тырă акнă-вырнă. Кĕр çитсен алăра çурла вылянă. Каçхине авăн çапнă. Çĕнĕ тырра лавпа Çĕрпĕве, Шупашкара леçнĕ.
«Пилĕк, ал-ура сыпписем ыратнине те туйман, çамрăк пулнă çав, — малалла сăмахларĕ ватă. — Ураран çăпата кайма пĕлмен. Хĕл кунĕсем çитсен вара Вăрнарпа Йĕпреç вăрманĕсенче вутă хатĕрленĕ. Ун чухне налуксем мăйран пăвнă тейĕн. Çитменнине, хĕрсенчен те хусах укçи шăйăрнă. Укçа тума йывăрччĕ. Районтисем килсен тарса пытанни те сахал мар пулнă. Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи çырмасенче чул кăларнине епле манăн тата? Ялти кашни çыннăн ăна пĕрер тăваткал метр хатĕрлемеллеччĕ. Ĕçĕ калама çук йывăрччĕ, çимелли çукчĕ. Вутлан уйне çĕрĕк çĕр улми пуçтарма кайнине манаймастăп. Унран хатĕрленĕ икерчĕ çăкăра улăштарнă. Пĕр çулхине çав хиртен икĕ юлан утпа хăваларĕç, аран-аран тарса пытантăмăр.
Вăрçă хыççăнхи пурнăç та çăмăл пулман. Пĕр вăхăт коксагыз тăна илчĕ. Кашнине хăвăл тимĕр валеçсе панăччĕ. Ун витĕр вăрра варăнтармалла. Çăвĕпех хирте тăрăшнă: çум çумланă, кăпкалатнă. Кĕр енне ÿсен-тăрана кĕреçепе кăларнă, çÿлти пайне каснă, тымарне вара резина промышленноçĕ валли патшалăха ăсатнă. Каярахпа кантăр çитĕнтерме тытăнтăмăр. Ăна та алăпа вырнă. Типĕтсе сÿс тума завода леçнĕ. Хăмла ани çинче те тар тăкнă ачасемпе. Пирĕн çемьене тăватшар йĕр валеçсе панăччĕ. Çĕр улмине те кĕреçепе кăларнă эпир. Пĕр çулхине бригадăра кашни ĕçчене 25-шер кас тивĕçрĕ вăл, мана вара 90 лекрĕ. Пĕчченех эпĕ, ачасем пĕчĕк. Макăрас-ши е юрлас-ши тесе тăтăм пĕр кана. Мĕн тетĕр? Çав лаптăка пĕчченех кăларса пĕтертĕм. Никамран та пулăшу кĕтмен».
Феодосия Егоровна иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен варринче тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те мĕн вăй çитнĕ таран бригада ĕçне хутшăннă вăл.
«Хушнине чăннипех тивĕçлипе пурнăçланă эпир. Хамăр ята ярас темен, нихăçан та çăмăл ĕç шыраса çÿремен. Хĕрсене вара яланах ырă кăмăллă, вашават, юратакан мăшăр суйламалли çинчен калаттăм. Лева кĕрÿ шăпах çавăн пекки пулчĕ», — терĕ кăмăллăн Хĕветуç аппа. Малалла вулас...