Комментари хушас

27 Утă, 2017

Предприниматель пулма ĕмĕтленекенсене

Р е с п у б л и к ă р и вĕренÿ организацийĕсенчен 85 ача «Хĕвел» Çуллахи предпринимательство шкулне хутшăннă. Ку проект Чăваш Ен территорийĕнче пĕрремĕш хут пурнăçланать, «Эсĕ — предприниматель» программа пайĕ пулса тăрать.

Лагерьти ăсталăх класĕсенче уяв сĕтелĕ хатĕрлеме вĕрентеççĕ. Шкул ачисем тĕпчевçĕ паспорчĕ пулăшнипе республикăра турист маршручĕ йĕркелени ЧР Пуçлăхне те тĕлĕнтернĕ.

Хăвшăн тата предприятишĕн мĕнле сфера суйламалла? Ăна аталантармалли ăнăçлă юхăмсене мĕнле шухăшласа кăлармалла? Мĕн вăл бизнес планлани? Çак тата ытти ыйтусен хуравне ачасем ăсталăх класĕсенче пĕлĕç. Смена вĕçĕнче чи лайăх 50 ачана «Шкул предпринимательствин кĕркуннехи сессине» йыхравлĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.