Archive - Утă 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

июля 31st

31 Утă, 2017

Кĕтме пăрахсан... хваттерлĕ пулнă

Вунă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Ризида Зейнетдинова. 2005 çулта амăшĕ, çулталăкран ашшĕ вилсен çичĕ ывăлпа виçĕ хĕр тăлăха юлнă. Юрать-ха тăванĕсене пытарнă тĕле аслисем хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренсе çитнĕ, çул çитменнисем виççĕн пулнă.

31 Утă, 2017

Таркăна тупаççĕ

 «Кутăн ашака хулă юсать» теççĕ халăхра. Çынна вара мĕн йĕркене кĕртет-ши? Мĕнле майпа ăса вĕрентмелле ăна? Чылай чухне чăннипех пĕлтерĕшлине те — хамăр хăрушсăрлăха пырса тивекеннине — йышăнмастпăр-çке.

Акă каçхине ваттин те, вĕттин те урамра çутатакан япаласăр çÿреме юраманнине пурте пĕлетпĕр пек, анчах ку йĕркене пăхăнмастпăр. Çакна вăйă шайĕнче хаклатпăр курăнать. ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ Управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов та çакнах калать. Ялта пĕр çын çинче те кураймăн ăна.

июля 24th

24 Утă, 2017

Çыруллă поэзин малтанхи палăкĕ

Кам-ха вăл Чăваш Хвети? Çапла, авалхи чăваш юрăçи. Унăн 15 юрри-такмакне Дмитрий Ознобишин çырса илнĕ те 1833 çулта вырăсла куçарнă. Вĕсенчен хăшне- пĕрне «Чăваш юрри» ярăмпа «Заволжский муравейник» журналта пичетленĕ. Тен, шăпах çакăнпа Хветин ячĕ чăвашсен пĕрремĕш сăвăç-юрăçисен хушшинче сыхланса юлнă та. Анчах унăн кун-çулĕ тĕпĕ-йĕрĕпе паллă мар.

24 Утă, 2017

Тыркассене шутланă

Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕччен республикăри тыркассене шутланă. Федераци шайĕнчи уйрăмах сыхламалли вырăнта пурăнакансене кĕртмесĕр 1145 чĕр чуна шута илнĕ. Вĕсем республикăн 11 районĕнче тĕпленнĕ. Çĕрпÿри тыркас усравлăхĕнче, "Канаш" сунар хуçалăхĕнче, Етĕрне районĕнче çак чĕр чунăн йышĕ хушăннине палăртнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе тыркассене 2019 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тытма чарнă.

 

24 Утă, 2017

Чăвашăн хура пÿртне килĕштермен

«Явăшран качча килнĕренпе Пархикассинче 60 çул пурăнатăп, — тет Зинаида Кудряшова ĕç ветеранĕ. — Тем те куртăм хамăн ĕмĕрте, чи çывăх çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине чăтса ирттертĕм».

Зинаида Васильевна пулас мăшăрĕпе Владимир Григорьевич Кудряшовпа, кÿршисен туйĕнче паллашнă. Ас тăвăмĕ вăйлă унăн: аякри тата çывăхри тăванĕсен кун-çулне аван пĕлсе тăрать. Акă кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕнче хăйĕн амăшĕ Анна Охотина вăрçăра пуçне хунă мăшăрне асăнса юрланă юрра аса илчĕ:

Pages