«Эп ăнлантăм тинех чечексен пурнăçне...»
Çул çÿреме юратакан Валентина Карпова çурăм хыçне кутамкка çакса Эльбрус, Пальмир çине хăпарнă. СССР йышне кĕрекен республикăсене çитсе курнă. Спортпа туслăскер байдаркăпа ăмăртусене хутшăннă. Ун чухне çамрăк хăйне çунат сарса вĕçнĕ пекех туйнă-тăр. "Анчах пурнăç хамăр шухăшланă пек çаврăнса килмест", — иртнине куç умне кăларать Муркаш районĕнчи Ярославкăри Валентина Степановна. Ашшĕпе амăшĕ сĕрĕм тивнине пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлсан тăван киле çăрапа питĕрсе хăварман кĕçĕн хĕрĕ. Çĕнĕ Шупашкартан çуралнă кĕтесе куçса килнĕ. Наука çулне суйласа илнĕскер ялта ĕç çуккишĕн те питех пăшăрханман. Нискасси шкулĕнче педагог вырăнĕ пулманран лаборанта вырнаçнă. Каярах ачасене хими вĕрентнĕ, ал ĕç кружокĕсенче çекĕлпе, йĕппе çыхма хăнăхтарнă. Валентина Степановна яланах хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăнине палăртмалла. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсен ĕçĕсене Пĕтĕм Раççейри конкурссенче асăрханă. Халĕ те ыттисенчен уйрăлса тăракан жилет, кофта е çÿçеллĕ тутăр çыхать хĕрарăм. Çав вăхăтрах наци эрешĕсем ăсталать.
Валентина Карпова тăван киле чечек тĕнчине çавăрнипе паллă çак тăрăхра. Ун патне ял-йыш хальччен курман ÿсен-тăранпа киленме, сĕнÿ-канаш ыйтма ятарласах пырать. Сăмах май, урамра та, çырма-çатра таврашĕнче те чечек вăрри сапать илем юратаканскер. Хăйсен килĕнчен инçех мар кедр, каштан лартнă вăл.
Пурнăç çулĕпе шухăшсăр утман Валентина Степановна: çамрăклах упăшкинчен уйрăлнă, иккĕмĕш пепки сусăр çуралнă. Юрать Питĕрти аппăшĕ Римма яланах пулăшса пырать ăна. Пĕр тăвансем куллен тенĕ пекех телефонпа çыхăнаççĕ, вăл е ку лару-тăрăва пĕрле сÿтсе яваççĕ. Ют çĕршыва каякан Риммăн юлташĕсĕне те чечек вăрри илсе килме ыйтать Ярославка хĕрарăмĕ. Ара, Чăваш Республикинче те хĕм сапса ларччăр вĕсем. Сăмахран, Тайваньра адениум урамрах çеçке çурать — вăррине пуçтарма никам та чармĕ. Ку чечеке ятарласах туяннă вăл. Сусăр Аня амăшне евĕрлесе ÿсен-тăрана шывпа мар, лосьонпа сирпĕтнĕ. Адениума çăлса хăвармашкăн тем пекех тăрăшнă хĕрарăм, анчах чечек çĕнĕрен вăй илеймен. Çакăн хыççăн чылай шырасан тин ун тĕлне пулнă ĕмĕтри ÿсен-тăран. Чÿлмекри гранат та кунран-кун пысăкланса пырать. Çав вăхăтрах вăрмантан кăкласа килнĕ лантăш та парка çитĕнет ку хуçалăхра. Çĕр çумĕнчисем те, явăнса ÿсекеннисем те пур.
Валентина Степановна ывăлĕ парнеленĕ хризантемăна тымар яма шыва лартнă. Каярах çак ÿсен- тăран картишĕнче хăйĕн вырăнне тупĕ. "Хризантема кун кĕскелсен çеçке çурать. Кăçал ытти чух-нехинчен маларах чечеке ларчĕ", — тет илеме туйма пĕлекенскер. Çумăрлă çанталăка пула хăш-пĕр чечек вара кая юлса çурăлнине сăнанă хĕрарăм.
"Кăшт тăхтасан ятарласах тепре килĕр. Ачасем пĕчĕк чухне чечек вăррипе тымарне туянма укçа-тенкĕ çитсе пыман. Пĕр вунă çул каялла, ывăлăм Дима ĕçлеме вырнаçсан тин, ал çавăрса ятăмăр", — калаçăва тăсать ăш пиллĕскер.
Çĕр ытла чечек ытамĕнче пурăнаççĕ Карповсем. Дмитрий амăшне пулăшмашкăн тăван тăрăха туххăмрах вĕçтерсе çитет. Малалла вулас...