«Шанăç сăпки» çинчен Раççейĕпех пĕлĕç
Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă центрĕнче «Шанăç сăпки» /Колыбель надежды/ проект пурнăçланса пырать. Тĕп хулари 3 çула çитичченхи ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшать вăл. Садике çÿремен пепкесене йышăнаççĕ унта. Пĕчĕккисемпе центр специалисчĕсем тÿлевсĕр ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне амăшĕсен çакăнтах тĕрлĕ ыйту хуравне тупма май пур.