Комментари хушас

24 Утă, 2017

Чăвашăн хура пÿртне килĕштермен

«Явăшран качча килнĕренпе Пархикассинче 60 çул пурăнатăп, — тет Зинаида Кудряшова ĕç ветеранĕ. — Тем те куртăм хамăн ĕмĕрте, чи çывăх çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине чăтса ирттертĕм».

Зинаида Васильевна пулас мăшăрĕпе Владимир Григорьевич Кудряшовпа, кÿршисен туйĕнче паллашнă. Ас тăвăмĕ вăйлă унăн: аякри тата çывăхри тăванĕсен кун-çулне аван пĕлсе тăрать. Акă кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕнче хăйĕн амăшĕ Анна Охотина вăрçăра пуçне хунă мăшăрне асăнса юрланă юрра аса илчĕ:

«Колхоз лаша памарĕ —
Хыт çÿресрен хăрарĕ пуль.
Гитлер старика памарĕ —
Ыр курасран хăрарĕ пуль».

Зинаида ултă çула çитсен, 1941 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ашшĕ Василий Охотин вăрçа тухса каять. Совет салтакĕсем понтон кĕперпе Орел патĕнчи шыв урлă каçма пуçласан, 1943 çулхи пуш уйăхĕнче, «теплушка» вакунĕсем тăшман бомби лекнипе шыва путаççĕ. Кун çинчен кайран Атăльял çынни каласа панă, вăл юлашки вакунра пулнă май тухса çăлăннă. Ваçлине 3 кун шыранă — тупайман.

Зинăн амăшĕ виçĕ ачапа пĕчченех юлать. Тăватă çулхи Захар чирлесе вилет. Георгий, ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 8 кунта пулнăскер, çитĕнсен, килтех тĕпленнĕ. 2010 çулта чире пула çĕре кĕнĕ.

Зинаида Васильевна хăйĕн кукамăшĕ Польша хĕрĕ пулни çинчен пĕлтерни кăсăклантарсах ячĕ.

Авал, патша саманинче, Шупашкар районĕнчи Лапсар каччи Кирула 25 çул Польшăра салтакра пулнă, унтах авланнă. Чĕрĕк ĕмĕртен мăшăрĕпе тата икĕ хĕрачипе Чăваш çĕрне килме тухнă. Лаша кÿлнĕ экипаж /«купе» тенĕ/ çул çÿревĕ çур çул ытла тăсăлнă. Çав хушăра Кируласем тăхăр хула витĕр тухнă. Вĕсен пĕр хĕрĕ чирлесе хĕне кайнă — сывалайман.

Лапсара çитсен Польша хĕрĕ хура пÿртре пурăнма килĕшмен, мăрьеллĕ кăмака тума саккас панă. Çапла вара шурă пÿрт лартнă Кируласем. Çакăнтан пуçласа таврари çынсем те вырăсла кăмака кăна тунă тесе шухăшлать Зинаида Васильевна.

Польша хĕрарăмĕпе Кирулан хĕрĕ Лапсартан Катраçа Иван Охотина качча тухнă. Охотинсен ывăлпа хĕр çуралнă. Хĕрĕ Саша /Александра/ çитĕнсен Явăша Унтри Кандюкова качча каять. Вĕсен хĕрĕ Анна /Анек, Зинаида Васильевнăн амăшĕ, Катраçри /халĕ Явăш ялне кĕрет/ çиччĕмĕш сыпăкри тăванĕпе, Ваçли Охотинпа пĕрлешет.

Зинаида Васильевна хăйне ача чухне тантăшĕсем «полячка» тесе витленине ас тăвать. Кÿршĕри мăн аппăшĕ ăна çапла вĕрентсе каланă: «Ан кÿрен çапла каласа кулнăшăн. Поляксем — пултаруллă çынсем. Вĕсем хитре те кăмăллă, юрлама-ташлама ăста. Эсĕ те лайăх юрлатăн, сăнран та кукаму пекех». /Зинаида Васильевнăн кукамăшĕ 38 çул çеç пурăннă/.

З.Кудряшова, чăн та, юрлама кăмăллать. 20 çул ытла Пархикассинчи культура çуртне хора юрлама çÿренĕ. Халĕ те хастарлăхĕпе палăрса тăрать: уявсенчен, пухусенчен юлмасть, библиотекăна çÿрет, çынсемпе хутшăнать. Вăл — колхозра, кайран чылай çул хулара ĕçленĕ. 82 çула çитсе те алла туя тытман. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.