Йăнăш утăм пурнăçа хуçать

27 Утă, 2017

Ачасем мĕнле преступлени тăваççĕ тата уншăн мĕнле явап тыттараççĕ? Йăнăш çулçине тăн çамрăксем пирки ЧР ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе, полици полковникĕпе Наталья Чапуринăпа калаçăпăр.

Лавккаран эрех вăрланă

— Наталья Альбертовна, юлашки вăхăтра çул çитмен çамрăксем мĕнле преступлени ытларах тăваççĕ?

— Ачасем кашни кунах мĕн те пулин вăрлаççĕ. Лавккасенчен вак-тĕвек япала илсе тухасси чакмасть. Çĕнĕ Шупашкарта арçын ачасен пĕр ушкăнĕпе кĕрешме чарăнмастпăр. Вĕсенчен пĕрне ятарлă шкула вырнаçтарнăччĕ ĕнтĕ. Пĕрешкел шухăшлă ачасене хăй тавра пуçтарса лавккасенчен япаласем илсе тухнă. Эрнере виçĕ хутчен çакланчĕç. Çĕнĕ шая куçрĕç: 2 хутчен ырă кăмăллăх шучĕпе пуçтаракан укçа ещĕкĕсене илсе тухма тăнă. Тепĕр тĕслĕх: Шупашкарти 3 тус, 10-мĕш класра вĕренекенскерсем, лавккасенчен эрех вăрланă. Пĕринче 1 кĕленче виски илнĕ. Çакна видеокамера ÿкернĕ. Вĕсене 3-мĕш лавккара тытса чарнă. Арçын ачасем хăйсем пурăнакан микро-районти лавккасене çÿренĕ. Вăрланă хыççăн тепĕр кунхине пĕри каллех унта килнĕ. Хуралçăсем ăна палласа илнĕ. Арçын ачасем виççĕшĕ те йĕркеллĕ çемьерен. Пĕрин ашшĕ-амăшĕ хытă ку-лянчĕ, ывăлĕ çар училищине кайма тĕв тытнă-мĕн. Мана, полици сотрудникне, вĕсем алкоголь вăрлани тĕлĕнтерчĕ. «Эсир ĕçетĕр-им? Ăçта хуратăр эрехе?» — тесе ыйтсан эрех-сăрапа айкашманнине пĕлтерчĕç. Пĕри, пуçаруçи, хаклă йышши эрехе Интернетра йÿнĕпе сутасшăн пулнă. Ахальтен мар унта вăл «трофейĕпе» мухтаннă. Хĕрсем те лавккаран вак япаласем — ытларах чухне косметика, гигиена хатĕрĕсем, шăккалат, канфет — вăрласа тухма именмеççĕ. Пĕчĕк ача йăтса тухнине ăнланма, каçарма пулĕччĕ, анчах 14- 16-ри хĕрсем пĕлеççех: ку — вăрлани, уншăн явап тыттараççĕ. «Мĕншĕн вăрларăн?» — тесен вĕсем пурте тенĕ пекех «Интереслĕ пулчĕ» теççĕ.

— Куншăн вĕсене мĕнле айăплав кĕтет?

— Вăрланă япаласен хакĕ 2,5 пин тенкĕрен иртмен чухне административлă явап тыттараççĕ. Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхри 3 арçын ача тĕлĕшпе вара уголовлă ĕç пуçарчĕç, мĕншĕн тесен ушкăнпа тухни хăех преступлени составĕ пулнине палăртать, вĕсене çирĕпрех статьяпа айăплаççĕ. Çар училищине çав яша вĕренме илмĕç. Пурнăçне вăл хăйĕн аллипех хуçрĕ. Халĕ вăл мĕн тери пысăк йăнăш тунине ăнланнă.

15-ри «гастролер»

— Криминал сводкисенче çул çитмен çамрăксем наркотикăн саккунлă мар çаврăнăшне явăçни те курăнкалать.

— Ун пек преступленисен шучĕ ÿснĕ. Вĕсене 16-17-ри çамрăксем тунă. Вĕсем наркомансем мар, аслисем укçа ĕçлесе илессипе илĕртсе хура ĕçе явăçтарнă. Интернет урлă çыхăнса наркотик пакечĕсене каланă вырăна кайса хунă. Кăçал 4 çамрăк йĕрке хуралçисен аллине çакланнă, вĕсем пурĕ 35 преступлени тунă, кашниех — 10-ран ытла. Ĕçсене следстви комитечĕ тĕпченĕ, суда ярса панă. Пĕр тĕслĕхпе паллаштаратăп. Ял хĕр ачи хулана вĕренме килнĕ, пĕр каччăпа паллашнă. Савнийĕ ăна парнесем, кивçен укçа панă. Парăм пысăклансах пынă, 30-40 пин тенке яхăн çитнĕ. Каччă кивçене çăмăл майпа ĕçлесе татма сĕннĕ. Çав хĕр 12 çĕре наркотик кайса хунă. Халĕ суд пырать. Ку уйрăмах йывăр преступлени шутланать, пикене колоние яма пултарççĕ.

— Ултавçăсен йышĕнче те çул çитменнисем пур-и?

— Паллах. Çул çитменнисем çын шанăçне кĕме пĕлеççĕ. Пирĕн йĕрке хуралçисен тĕлне 15 çулти пĕр арçын ача пулчĕ. Вăл Ульяновскран. Пĕрмаях килĕнчен тухса каять те хăй тĕллĕн тĕрлĕ республикăра, хулара пурăнать. Автостоп мелĕпе çÿрет пулас вăл. Ульяновскра ăна условлă майпа айăпланă. Шупашкара çитнĕ хайхискер. Сăнран пăхсан та ăна ÿссе çитнĕ каччă теме çук. Çутă сăнлăскер, илемлĕскер хăй. Хваттер тара илет те унти пурлăха — микрохумлă кăмакана, холодильнике, ытти япалана — сутать, кайран çухалать. Е çынсемпе паллашса шанăçа кĕрет, çĕр каçма хăварма ыйтать. Кайран хваттерти япаласене вăрласа тарать. Вăл пирĕн алла ака уйăхĕнче çакланчĕ, ун чухне вăрланă 4 факт палăрчĕ. Арçын ачана вăхăтлăх тытса чарнисен центрне вырнаçтартăмăр. Кайран килне леçсех ятăмăр, мĕншĕн тесен амăшĕ ăна илме килместĕп терĕ. Вăл унпа йăлăхса çитнĕ. Ывăлĕ çапла майпа Тутарстанра, Удмуртире айкашса çÿренĕ. Тепĕр икĕ уйăхран татах çав ача Шупашкарта тупăнчĕ. Ăна арестлерĕç. Халĕ суд пырать. Йĕрке хуралçисем автомобильтен пурлăх çаратакан ачасене те тытса чарнă. 4 тус каçхине «сунара» тухнă. Машина алăкне уçма вĕренсе çитнĕ вĕсем. Форд машинăран авто регистратор, антирадар, борт компьютерĕ /пурĕ 25 пин тенкĕлĕх/ çаратнă. Çул çитмен çамрăксенчен пĕрне — унччен маларах та аккумулятор вăрланăшăн, теприне лавккаран вак-тĕвек япала илсе тухнăшăн шута илнĕ, унсăр пуçне ăна ÿсĕрпе те урамра тытнă. Тÿрĕ çул çине тăма шухăшламаншăн, саккуна çине-çине пăснăшăн вĕсене çирĕпрех айăплав кĕтĕ.

— Ачасем пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ-и?

— Кăçал укçа, телефон тапăнса илнĕ 2 тĕслĕх шута илнĕ. Ку Шупашкарти çурçĕр хĕвел анăç районĕнче пулса иртнĕ. Аслăрах ÿсĕмри арçын ачасем кĕçĕнреххисене хăратнă. Лешсем икĕ хутчен пĕршер пин тенкĕ панă. Кайран ачасем ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Малалла вулас...

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.