Archive - 19 Jun, 2017

Упăшкана юрас тесе паллă пĕр юрăç темĕн те туни çинчен шăрантарать. Эпĕ, паллах, каçхине ачашла-ачашлах вырттармастăп арçыннăма, çапах та пур ĕçе те вăл хăй шухăшласа пуçарнă пек çавăрса кăларма тăнăм çитетех. Калăпăр, вăл пĕр-пĕр çÿлĕке вырнаçтарасшăн мар. Эпĕ ăна “кахал”, “сÿтĕк” тата çакăн йышши кÿренмелли ытти сăмах каласа вĕчĕрхентерместĕп. Пачах тепĕр май, вăл мĕнле маттурри, алли мĕнле ылтăнни пирки калама ÿркенместĕп, çавна май унтан та кунтан сĕртĕнсе илме те манмастăп паллах. Маттур çын диван çинче выртма епле пултартăр- ха?

Чăваш Ен тĕп хулине кунсерен çĕр-çĕр çын килет: самолетпа, пăрахутпа, пуйăспа, автобуспа... Пĕччен те, ушкăнпа та. Пĕрисем — ĕçпе, теприсем — шурă Шупашкарăн илемĕпе киленме. Чăвашлăхпа, унăн йăли-йĕркипе, республика аталанăвĕпе кăсăкланакан та нумай. Алексей Романова та, Ташкентра çуралса ÿснĕ чăваша, несĕлсен тăрăхĕ канăç паман — хăй патнех туртнă. Аслашшĕн-ашшĕн тăван кĕтесĕн таса сывлăшĕпе сывлама темиçе хут килсе кайнă вăл, кайран вара урăх чăтайман: пуçĕпех таврăннă кунта, Шупашкарта тĕпленнĕ.

Çу кунĕсем хĕрсех, çанталăк ăшăтсах пынă май нумай çул каялла пулса иртни аса килет. Çимĕк каярах юлса килчĕ ун чухне. Эпир ача чухне пирĕн тăрăхра çăва çине питех çÿреместчĕç-ха. Юлашки вăхăтра вара çакă çирĕп йăлана кĕрсе кайрĕ. /Халăхра сăмахĕ те çÿрет вĕт.