- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăç парнелени сахал...
Çу кунĕсем хĕрсех, çанталăк ăшăтсах пынă май нумай çул каялла пулса иртни аса килет. Çимĕк каярах юлса килчĕ ун чухне. Эпир ача чухне пирĕн тăрăхра çăва çине питех çÿреместчĕç-ха. Юлашки вăхăтра вара çакă çирĕп йăлана кĕрсе кайрĕ. /Халăхра сăмахĕ те çÿрет вĕт. Çулталăкра пĕрре ваттисем — леш тĕнчерисем — ял енне тĕмсĕлсе пăхаççĕ, тăванĕсем вĕсене аса илмешкĕн çăва çине пырасса чунтан кĕтеççĕ теççĕ.../ Эпир те çемьепе пухăнса пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă тăванăмăрсене асăнса пуç тайма анне вил тăприйĕ çине пухăннăччĕ — хаклă çыннăмăр ытла та ир куçрĕ леш тĕнчене. Йăли-йĕркине хамăр пĕлнĕ пек тусан — вĕрентсе пыракан çук ĕнтĕ текех — васкамасăр ял еннелле хускалтăмăр. Çитмешкĕн нумай та юлманччĕ, ял енчен питĕ вăйлă шăв-шав илтĕнчĕ. Арçынсем хĕрарăмсемпе ача-пăчана пăрахса хăварсах сасă илтĕннĕ еннелле ыткăнчĕç. Эпир урам хушшине çитсе кĕнĕ çĕре вĕсен пушмакĕсене кăна асăрхарăмăр. Чупма меллĕрех пултăр тесе хывса хăварнă иккен вĕсене. Анчах темĕн пек васкаса чупсан та ĕлкĕреймен вĕсем... Эпир çитнĕ çĕре ял варринчи пĕверен шкул ÿсĕмне çитнĕ арçын ачан кĕлеткине кăларма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Сывламасть... Тем пек тăрăшсан та пурнăç чĕмне вĕрсе кĕртеймерĕç ачана. Ытла та кая юлнă...
Çын çинчи ыратмасть теççĕ. Çын инкекĕ те чуна питех çурмасть-тĕр. Анчах та унран никам та сыхланман-çке, куçа курăнса килменскертен сыхланма майĕ те çук... Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун шăпах хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хускатнăччĕ хаçатра. Ара, шăпăрлансем текех шкула çÿремеççĕ. Аслисен куçĕнчен вĕçерĕнеççĕ. Çивĕч те йăрăскерсене кам асăрхаса çитерĕ? Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăйсене вĕрентнинчен- хăнăхтарнинчен ырри çуках. Çул-йĕр правилисене вĕрентнисĕр пуçне ашшĕ-амăшĕн хăйĕн те пăхăнмалла вĕсене. Ача çывăх çыннисене евĕрлет. Аслисем çул урлă каçма юракан вырăнтан кăна утаççĕ пулсан шăпăрлан та çаплах тăвасси иккĕлентермест. Малалла вулас...
Комментари хушас