Комментари хушас

19 Çĕртме, 2017

Упăшкана юрас тесе...

Упăшкана юрас тесе паллă пĕр юрăç темĕн те туни çинчен шăрантарать. Эпĕ, паллах, каçхине ачашла-ачашлах вырттармастăп арçыннăма, çапах та пур ĕçе те вăл хăй шухăшласа пуçарнă пек çавăрса кăларма тăнăм çитетех. Калăпăр, вăл пĕр-пĕр çÿлĕке вырнаçтарасшăн мар. Эпĕ ăна “кахал”, “сÿтĕк” тата çакăн йышши кÿренмелли ытти сăмах каласа вĕчĕрхентерместĕп. Пачах тепĕр май, вăл мĕнле маттурри, алли мĕнле ылтăнни пирки калама ÿркенместĕп, çавна май унтан та кунтан сĕртĕнсе илме те манмастăп паллах. Маттур çын диван çинче выртма епле пултартăр- ха? Тăрать хайхи, аллине мăлатук е дрель тытать, çав йăлăхтармăш çÿлĕке пур пĕр вырăнне çакса хуратех. “Эх, мĕнле аван пулчĕ! — упăшкана мухтама чарăнаймастăп эпĕ. — Епле илемленсе кайрĕ халĕ пушă стена”. Хам мăшăр куриччен чалăш тăракан çÿлĕке майлатăп. Чалăшшине тÿрлетме йывăр-им? Вăт дрель тытса кирпĕч стенана шăтарма вара мана ансатах мар. Юлашкинчен вăл хăй те аллипе пилĕ-кне тĕревлесе ман çума пырса тăрать. Мухтаççĕ-ха та, епле ĕçне хăй куçĕпе пахаламĕ? Вĕçĕмсĕр сăра ĕçнине пула ача кĕтекен хĕрарăмминчен ним чухлĕ те пĕчĕк мар хырăмне кăтăрт-кăтăрт хыçса тăра-а-ать вара, ĕçĕпе киленет. Кам-тăр çак тапхăрта хăнана килес-тăвас пулсан тÿрех çав çÿлĕк патне илсе каять, кăтартать, мухтанать, савăнать ĕçĕпе. Эпĕ тепĕр ĕç тупса паричченех çапла пурăнатпăр вара иксĕмĕр.

Пахчара та çаплах тăрмашатпăр эпир унпа. Вăрçăннинчен кама мĕн усси? Эпĕ кĕреçе тытса çĕр чаватăп, вăл алла мăлатук тытса уни-куни тĕккеленсе çÿрет. Унта çапкалать, кунта... Вăл вăйне шута илмесĕр тăрук хыттăн шаплаттарсан мана тахăш самантра тем пулать — тăрук пилĕкрен касса килме /чĕре чикме, пуç çаврăнма.../ пуçлать. Упăшкам çемçе кăмăллă çав. Мăлатукне тÿрех пă-рахать те ман пата чупса пырать, алăран çавăтсах сулхăн вырăна çитсе выртма пулăшать. Хăй хăвăртрах кĕреçе ярса илет, ял хуçалăхĕнче тин кăна нимĕн те ăнланманскер йăран та янтăласа хурать, калчасене те вырнаçтарать, асăрханса та тирпейлĕн шăварать. Эпĕ сулхăнран йăл кулса тинкерсе, хаклă сĕнÿсемпе пулăшса кăна выртатăп: калчисене пĕр-пĕринчен миçе сантиметрта лартмалла, мĕн чухлĕ шăвармалла, мĕнле им-çамламалла... Паллах, мухтама манмастăп. “Арçын алли çăмăл, — тетĕп. — Санăн вара — пушшех те. Ас тăватăн-и, пĕлтĕр те çапла эсĕ хăвах лартрăн та пахча çимĕç епле ăнса пулчĕ? Кăçал акă пĕлтĕрхинчен те тата вăйлăрах пулĕ — курса тăр”. Эх, мăшăрăма çапла мухтани килĕшет те! Тар юхтара-юхтара мăкăрлантарать кăна.

 

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.