Archive - 13 Jun, 2017

Date

Çакăн йышши учрежденисене ытларах ача-пăчаллă хĕрарăмсемпе аслă çÿлтисем çÿреççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен хушшинче арçынсем те сахал мар. Пурнăçри кăткăс ыйтусене, укçа-тенкĕпе çыхăннисене — пушшех те, татса пама çăмăл мар.

Чăваш халăхĕн культурине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕллевпе Хĕрлĕ Чутайри культура керменĕнче шкул çулне çитменнисен «Урам вăййисем» фольклор фестивалĕ иртнĕ. Унта пĕчĕк артистсем юрласа-ташласа вăйă вылянă. Конкурсра «Пилеш» ача садĕнчи «Çерçисем» ушкăн çĕнтернĕ. Пултаруллă ачасем çинчен вĕсен воспитателĕпе Елена Сармандейкинăпа калаçрăмăр.

Атте, анне — кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Вĕсем ачисене мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ÿстереççĕ, вĕрентсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăлараççĕ.

Шăмалак ялĕнчи Александр Семеновичпа Вера Андреевна Красновсем пĕр-пĕрне 55 çул хи-сеплесе, упраса пурăнаççĕ.