Комментари хушас

13 Çĕртме, 2017

Хыркассисен тĕслĕхĕ Раççей Правительствине те кăсăклантарнă

Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи Ваттисен çурчĕн хапха алăкне уçмашкăн алла тăссанах «Ыйтмасăр кĕме юрамасть» тесе çырнине асăрхарăм. Те хăна килнине сиссе, канăçсăр чунлă Валентина Сидорова шăпах хирĕç тухрĕ. 1993 çултанпа, ватă çынсене йышăнакан çурт уçăлнăранпах, пуçлăхра тăрăшаканскерĕн аллинче, чăнах, хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылять. Мăшăрĕпе, социаллă ĕçчене вырнаçнă Геннадий Ивановичпа, пĕрле люцерна та çулать, йăран та тăвать, çав вăхăтрах ваттисене те йăпатать вăл. Чирлисемпе больницăна çÿрет. Сăнатăп та: унăн ăшши пурин валли те çитет.

Президент сăмах панă

Халĕ çакăнта 10-ăн канлĕх тупнă, вĕсенчен 8-шĕ — тĕрлĕ ушкăн инваличĕ. Хăрах алăсăр Петр Иванов мунча хутма вутă туртать. Ăна, паллах, никам та ĕç хушман. Вăл хăй пушă вăхăта усăллă ирттересшĕн. Унсăр пуçне утă та хатĕрлет, çĕр улми те кăларать вăл.

Сăмах май, 24 çул хушшинче 101 çыншăн тăван киле çаврăннă çак çурт. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 5 ветеранĕ пурăннă çакăнта. «Икĕ урасăр Петр Егоров пахчана çĕр чавма тухнине курсан хам та тĕлĕнтĕм. «Ыттисем ĕçлеççĕ. Манăн вĕсене пăхса лармалла-и?» — тет», — аса илет Валентина Ивановна. Вăрçă ветеранĕсене хисеп туса тăшмана çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине пысăк йышпа паллă тунă. Уява Шупашкар районĕнчи 4 администраци çыннисене пуçтарнă вăр-варскер. Халĕ çапăçу хирĕнчен тăван тăрăха сывă таврăннисенчен никам та юлман.

Апат-çимĕç çителĕклĕ пулин те хăяр, помидор, купăста та лартса çитĕнтереççĕ пĕр çемьери пек пурăнакансем. Вырăнĕ çителĕклех вĕсен — 1 гектар. Ял çынни çĕр ĕçĕнчен киленÿ илнипе çыхăннă çакă. Геннадипе Валентина Сидоровсем агронома вĕреннине те палăртса хăварас килет. Вĕсем диплом иличченех, патшалăх экзаменĕ тытнă вăхăтра, çемье çавăрнă. Çавăнтанпах пĕр-пĕрне упраса, пулăшса пурăнаççĕ. Геннадий Иванович чечек юратнине пурте пĕлеççĕ. Вăл тавралăха тем тĕрлĕ ÿсен-тăранпа илемлетет.

 Хăй вăхăтĕнче ĕне, вăкăр, сысна, сурăх, кайăк-кĕшĕк усранă, пыл хурчĕ тытнă çакăнта. Выльăх апатне йышпа хатĕрленĕ. Çаранта курăк çулнă вăхăтрах пулă тытса шÿрпе пĕçернĕ.

Хыркассисем «Республикăри Ваттисен чи лайăх çурчĕ» ята 12 хут тивĕçнĕ. Йĕркелÿçĕсем конкурс ятне те улăштарса пăхнă. Çапах вĕсене çитекен пулман. Мала тухнăшăн шăнтмăш, çемçе сĕтел-пукан, çĕвĕ машини, музыка центрĕ... парнеленĕ. Çакăнти çĕнĕлĕхсемпе паллашмашкăн республика Пуçлăхĕпе министрсем кăна мар, çĕршыв Правительствинчен те хăнасем çитнĕ.

2004 çулта Валентина Сидоровăна Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа Шăмăршăра йĕр-келенĕ тĕл пулăва чĕннĕ. Владимир Владимировичпа юнашар лартнă хастар хĕрарăма. Çĕршыв ертÿçи ăна хăй сăмах панă. Кирек хăш ыйтăва та вăхăтра татса пама хăнăхнăскерне сумлă хăна тимлĕ итлени сăн ÿкерчĕксенчен паллă. Кăтартуллă ĕçленĕшĕн Раççей Президенчĕ те, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ те тав тунă ăна.

Уяв тути

Пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшаççĕ кунта. Пĕри, тĕслĕхрен, чие татать, тепри ăна вăрринчен тасатать, виççĕмĕшĕ компот банкисене вырнаçтарма пулăшать. Чей, эмел курăкĕ пуçтарма та ÿркенмеççĕ вĕсем.

Пĕлтĕр Валентина Ивановна отпуска кайнине пăхмасăр çакăнта пурăнакансене кăмпана илсе кайнă. 15 минутра пурте пĕрер витре хыр кăрăçĕ татнă. «Хам ĕмĕрте кунашкал нумай кăмпа курман», — савăннă ватă çынсем. Чашлама çинĕ хыççăн юрласах таврăннă вĕсем Хыркассине.

Çĕрпÿ ярмăрккине те сиктермеççĕ Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем. Уяв тутине ас тивме кашни çулах шашлăк илсе çиеççĕ.

Пурнăç уттинчен юлас мар тесе Шупашкара театра килеççĕ вĕсем. Кафере тăкакланасран вырăнти столовăйра кукăль пĕçерсе чикеççĕ. Валентина Ивановна хулара хăех экскурси йĕркелет.

Анчах чире пула çула пурте тухаймаççĕ. Çакна шута илсе Валентина Ивановна спектакльсене флешкăна çыртарнă. Артистсем вылянине куç илмесĕр пăхаççĕ ватăсем.

Патшалăх, тĕн уявĕсене пĕрле паллă тăваççĕ. Кăшарнире, Мăнкунра Шĕмшерти чиркÿре ĕçлекен Илья пачăшкă парнепе килнине хăнăхнă кунта.

Çуралнă куна юрласа-ташласа уявлаççĕ. Саламламашкăн тăванĕсем килни те паха. Çапах манманни, тимлĕх уйăрни — ватăсемшĕн чи пĕлтерĕшли.

Пуйăсран сиксе юлнă

Тĕрлĕ шăпаллă çын килсе тĕпленет çак çурта. Вĕсене пурне те тăван вырăннех йышăнать Валентина Ивановна. Ку таврашри Анатолий Алексеев, сăмахран, 22 çул пурăннă çакăнта. Вăл çамрăк чухне арăмне пăрахса Саратов облаçне тухса кайнă. Мăшăрĕ пур пĕрех шыраса тупнă, каялла таврăнма ÿкĕтленĕ ăна. Çула тухнă арçын тапраннă пуйăсран сиксе юлнă. Çапла хăтланнăшăн ватлăхра ÿкĕннĕ ĕнтĕ вăл, анчах вăхăт кустăрмине каялла çавăрма çук. Сывлăхĕ хавшама пуçласан тăван ялах таврăннă хайхискер. Никам та кĕртменрен çăва пÿртне вырнаçнă. Виле пытаракансем апат парса хăварнă килсĕр-çуртсăр çынна. Çакна пĕлсен Шупашкар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕсем ун валли Хыркассинчи Ваттисен çуртĕнче вырăн хатĕрленĕ.

«Больницăна вырттарсан та пăрахса хăварасран хăратчĕ», — пытармасть ертÿçĕ. Пĕрре чир аптăратнине пула вилнĕ пекех выртнă вăл. «Васкавлă пулăшу» машини те илсе каясшăнах пулман арçына. Валентина Ивановна куççульпе ыйтнине кура шурă халатлисем хăйсенчен хăварман. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.