Archive - 6 Jun, 2017

Чăнах, Эльдар Рязановăн мыскараллă «Ирония судьбы» фильмĕнчи пекех. Анчах фильмра çын хăйĕн хваттерне арпаштарнипе çыхăннă истори вĕçĕ телейлĕ, ку тĕслĕхре вара — хăрушă преступлени, вилĕм...

Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи пайĕ тĕп хулари пĕр кафере поварта ĕçлекен 21 çулти çамрăк çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, УК 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе /сывлăхне пĕлсе тăрсах йывăр сиенленĕ май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ айăплав тăратнă.

ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма пĕлÿ паракан «Шкул тулашĕнчи ĕç-хĕлĕн «Эткер» центрĕ» Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă пултарулăх конкурсĕн «Çемье йăли-йĕрки манăн пурнăçăмра: иртнĕ тапхăрта тата малашлăхра» номинацийĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Даниил Макаров лауреат ятне тивĕçнĕ.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе, тĕрĕс апатланассипе çыхăннă ыйту пирĕн обществăра çулран-çул çивĕчленсе пырать. Тĕнчери пысăк университетсен çумĕнчи ятарлă лабораторисенче ирттернĕ тĕпчевсем акă мĕн çирĕплетеççĕ: таса апат-çимĕç йăлана кĕнĕ кулленхи ĕçме-çимерен усăллăрах та сиплĕрех. Йăлана кĕнĕ çимĕç шутне вара кирек хăш лавккара туянма май пурри кĕрет.

 Ăна Экологи çулталăкĕнче туса хуни пушшех те вырăнлă пулĕччĕ

 «Атăлти хĕрессем» повеçре манăн тĕп герой çапларах каланă йĕркесем пур:

«Çакă çутă тĕнчере этем тем пек вăйлă пултăр, Атăла та парăнтартăр, анчах та вăл пĕр «япалана» нихăçан та çĕнтереймĕ, çăварлăхлаймĕ — Вăхăта!»

Дормаген хулинче тĕрлĕ ушкăнри хĕр-хĕрарăм хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Гран-при турнирĕ иртнĕ.

2000-2002 çулсенче çуралнă кадеткăсен хушшинче Шупашкарти Олимп резервĕсен В. Краснов ячĕллĕ училищин тата республикăри Олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕсем Екатерина Михайловăпа /46 килограма çитичченхи виçе категорире/ Алена Тимофеева /70 кг/ ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Грецире тĕнчере мала тухассишĕн ăмăрту иртет.

Тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрти форума епле кайса килни, унта ĕçлĕ килĕшÿсем туни, тĕрлĕ компани ертÿçисемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерни, тĕрлĕ сессипе ларусене хутшăнни пирки каласа кăтартрĕ. «Питĕ пĕлтерĕшлĕ форум. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли, çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартмалли мероприяти», — терĕ Михаил Васильевич.

Хушма пĕлÿ илеççĕ