Урам вăййисем, е Сармантейĕн сар чăххи...

13 Çĕртме, 2017

Чăваш халăхĕн культурине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕллевпе Хĕрлĕ Чутайри культура керменĕнче шкул çулне çитменнисен «Урам вăййисем» фольклор фестивалĕ иртнĕ. Унта пĕчĕк артистсем юрласа-ташласа вăйă вылянă. Конкурсра «Пилеш» ача садĕнчи «Çерçисем» ушкăн çĕнтернĕ. Пултаруллă ачасем çинчен вĕсен воспитателĕпе Елена Сармандейкинăпа калаçрăмăр.

— Сармантейĕн сар чăххи сар çăмарта тунă тет... Çак юмахри сăнарпа çыхăннă-и сирĕн хушамат?

— Пулĕ те. Хам та сарă çын. Пулас упăшкапа юнашар урамра çитĕннĕ. Качча тухсан унăн хушаматне илтĕм. Çапах вĕçне-хĕрне тупмашкăн тĕпчес пулать, — тет Елена Семеновна.

Хăйне евĕрлĕ хушамат тÿрех асра юлни иккĕлентермест. «Сармантей студи» ÿкернĕ фильмсен авторне палăртма ансат. Çак ĕçсенче Елена Семеновна ача садĕнчи кулленхи пурнăçпа паллаштарать.

Акă ачасем «Çăпаталла» выляççĕ. Пĕри ăна кантринчен тытса çавăрать, теприсем сиксе каçаççĕ. Çăпатана ăçтан тупнă вĕсем? «Кашни ушкăнрах пĕчĕк музей пур. Унта чăваш культурине кăна мар, вырăс, тутар, пушкăрт халăхĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартнă», — ăнлантарать воспитатель. Музей пуянлансах пырать. Унсăр пуçне тĕрлĕ халăх юмахĕпе паллаштараççĕ кунта шăпăрлансене.

«Хĕвелле» вăййа та хаваспах хутшăнаççĕ ачасем. Пĕри — сар хĕвел — варрине вырнаçать, теприсем ун йĕри-тавра пуçтарăнаççĕ. Хĕвел патнелле утнăçемĕн ăшша пиçнĕ ачасем тарма пуçлаççĕ. Тавралăха хăйĕн пайăркисене сапалаканни ыттисене хăвалама пуçлать.

«Урам вăййисем» фестивале тĕплĕ хатĕрленнĕ «Çерçи» ушкăн. Пĕлтĕр Елена Семеновнăн ачисем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унтанпа çитĕнсе тĕрекленнĕскерсене кăçал никам та çĕнеймен. Уявра телейлĕ ачалăха сăнлаканскерсем уçланкăна пуçтарăннă. Эх, юрă юрласа, сăвă каласа кăмăл туличчен савăннă вĕсем. Çав вăхăтрах ыттисене «Пулăçла» выляма вĕрентсе хăварнă.

«Ку — каять,

Ку — утать,

Ку — чупать,

Ку — тытаканни пулать...» — сиксе тăнă вăйă йĕркипе паллаштармашкăн чи хастарри.

Çав самантрах пулăçа çаврăнни шултра «пулăсене» хăваласа тытма хăтланнă. Лара-тăра пĕлменскерсене вăлтана çаклатма вара çăмăл пулман.

«Тăван ачасем пекех вĕсем маншăн. Çак ĕç киленÿ кÿрет», — чунне уçать хĕрарăм. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.