Хапхаран кĕртмесен те...

Республикăри фельдшерпа акушер пункчĕн чи лайăх ĕçченĕпе Алина Николаевăпа паллашмашкăн Шупашкар районĕнчи Хыркассине вĕçтерсе çитрĕм. Вăл чирлисене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахĕпе те 27 çул сиплет. "Ача ÿсĕрме пуçларĕ. Больницăна каяс килмест. Килсе пăхмăн-ши?" — канмалли кунсенче пĕлĕшĕсем яла пырсан шăнкăравласа чĕннине те хăнăхнă Алина Геннадьевна. Пушă вăхăт пуррипе çуккине пăхса тăмасть хĕрарăм — уншăн чирлĕ çынна вăхăтра пулăшасси нимрен пĕлтерĕшлĕ.

Хыркассинчи фельдшерпа акушер пункчĕ тахçанхи интернат шкул вырăнĕнче вырнаçнă. Çуртăн тепĕр пайĕнче Петровсем пурăнаççĕ. Шăпах Муркаш районне качча тухнă Наташа хăйĕн ачисемпе амăшĕ патĕнче хăналанатчĕ. Çанталăк улшăннине пула пĕчĕк хĕрсем чирленĕ. Тÿрех фельдшер патне чупса каçнă вĕсем. "Упăшка килĕнчен те шăнкăравласах тăратăп. Алина Николаева яланах сĕнÿ-канашпа пулăшать", — ăнлантарать çамрăк амăшĕ.

Çын килсех тăрать кунта. Акă чĕре чирĕсемпе нушаланакан тивĕçлĕ канури Валентина Сергеевăпа, Ваттисен çуртĕнче ĕçлекен Людмила Львовăпа, диспансеризаци иртекен Ирина Осиповăпа паллашма тÿр килчĕ. Вĕсемшĕн чи çывăх юлташ вырăнĕнче Алина Геннадьевна.

Сăмах май, ФАП Ваттисен çурчĕпе юнашар вырнаçни мĕнешкел меллĕ. Çавăнпах фельдшер тивĕçлĕ канурисем патне кашни кунах кĕрсе тухма тăрăшать.

Мĕншĕн кÿрентернĕ?

«Сывлăх сыхлавçи отпуск вăхăтĕнче те, çĕрле те, ир енне те чирлисемшĕн яваплă. «Арăмна кирек хăш вăхăтра чĕнсе илнине хăнăхас пулать», — çемье çавăрсанах ман майлă калаçнăччĕ хуняма. Эпĕ хам çакнашкал ĕç суйласа илнĕ», — чунне уçать «Чи лайăх фельдшер». Çынна пулăшакана кам ÿпкелетĕр?

«Ывăлăм тахçантанпах тухтăра вĕрентесшĕн мана. Халь кăна лăпланчĕ, çакăн пирки калаçма пăрахрĕ», — ĕмĕчĕ тавра сăмах хускатсан пытармарĕ вăл. Майĕ те, кăмăлĕ те пулнă, анчах укçи-тенки çитсе пыман.

Ăна кукамăшĕ пăхса çитĕнтернĕ. «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», — ăс панă мăнукне пурнăç тути-масине ас тивнĕскер. Çывăх çыннине аса илсен çаплипех куçĕ шывланать хĕрарăмăн. Вăл ĕç йĕркине вĕрентсе пынă, унăн кашни çитĕнĕвĕпе мăнаçланнă.

Унсăр пуçне кÿршĕре пурăнакан Зоя Михайлова медсестран ăшă кăмăлĕпе сăпайлăхне, çынсене пулăшас туртăмне курса-туйса çитĕннĕ вăл. Çакă вăр-варскерне сывлăх сыхлав тытăмĕнче хăйĕн вырăнне тупма май панă.

Шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищине çул тытнă çамрăк. Анчах вĕренÿре ĕлкĕрсе пынăскерне каялла çавăрса янă. Аттестат илнисемпе йĕркеленĕ калаçура хулара мар, шăпах ялта ĕçлеме ĕмĕтленни çинчен пĕлтернĕ вăл. Хут çине вара темшĕн урăхла çырса хунă. Хулана юлма тĕллев тытнисем ытла нумай пулнăран училищĕне вĕренме илмен Хыркасси хĕрне. Кÿренмелле мар-и-ха çакăншăн?

Шупашкарта мар тăк Киров облаçĕнче медицина енĕпе пĕлÿ илме май пуррине шкултах ăнлантарнă ăна. Çавăнпах пĕр иккĕленмесĕр инçе çула тухнă çамрăк. Котельничри медицина училищине çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ вăл. Вăрттăн ĕмĕчĕ пирки те аса илчĕ Алина Геннадьевна. Чă-ваш Республикинчи Сывлăх сыхлав министерствинче ĕçлекен тăванĕ пулăшнипе çуралнă тăрăха таврăнас килнĕ унăн. Анчах лайăх вĕренекене пĕр училищĕрен теприне куçарасшăн пулман. Кайран дипломлă специалиста Киров облаçĕнчех ĕç тупса панă. Хулара мар, ялта тĕпленме палăртнăскер ниме пăхмасăр кукамăшĕ патне куçса килнĕ.

Тупнă, больницăна леçнĕ

Хыркассинчи фельдшер пунктне вырнаçсанах юнланса пĕтнĕ виççĕри ачана илсе пынă ун патне. Пуçĕнчи сурана Алина Геннадьевна хăех çĕленĕ. «Инфекци лекесрен те хăрама пĕлмен», — халĕ хăйĕнчен тĕлĕнсе каласа кăтартать хĕрарăм. Çакăн хыççăн суран хăвăртах ÿт илнĕ.

Чун чирĕпе аптăракан арçын ăна хирĕç пуртăпа тухни те асĕнче юлнă. Киле хăйне пулăшма пынине те ăнланса илеймен вăл. Юрать унпа пĕр чĕлхе тупма май килнĕ фельдшерăн. Малалла вулас...

 

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.