Archive - 28 Авăн, 2016

28 Авăн, 2016

Çĕрулмине хирте хăварас марччĕ!

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне çĕрулмин 42,3 процентне кăларнă, 71665 тонна пухса кĕртнĕ. Çулталăк каяллахи кăтартусем 92,4 процент тата 197503 тонна пулнă. Тухăç чылай пысăкрах /сăлтавĕ пĕлтĕр культура çитĕннĕ тапхăрта нÿрĕк ытларах ÿкнинче/. Çумăрлă çанталăк хресчене каллех тĕрĕслерĕ.

28 Авăн, 2016

Кадастр хакне – паян, налука – çулталăк пуçламăшĕнче

Кăçал граждансен тата организацисен куçман пурлăхăн 67 объекчĕ тăрăх кадастр хакне коррекцилеме май килнĕ. 

28 Авăн, 2016

Пĕрлĕхпе туслăх: хурçăран та çирĕп, ылтăнран та пахарах

Чăваш Енри халăхсен Аслă Пухăвĕ /вăл авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ/ республикăра тĕпленсе пурăнакан 120 ытла халăх представителĕпе сакăр этника ушкăнĕшĕн, иккĕленÿ çук, ахаль мероприяти çеç пулмарĕ. Ăна ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăну кăларса питĕ тĕрĕс турĕ. Çĕршыв экономикинчи çăмăлах мар лару-тăру, унпа пĕрлех санкцисем чун, кăмăл-сипет, туслăх, халăхсен хутшăнăвĕсем çинчен мантарма хăтланаççĕ. Телее, халăхсен хутшăнăвĕ енĕпе Чăваш Енре ĕç-пуç начарах мар.

28 Авăн, 2016

Арăм хамăн та...

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Тăвай районĕнчи муниципалитетăн культура учрежденийĕн директорĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.

Ăна служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенкĕ тăкакласа пĕтернĕшĕн тата службăри ултавшăн айăплаççĕ. Пĕрлех асăннă район администрацийĕн

социаллă аталану пайĕн экс-сотрудникĕ те суд умне тăрĕ.

28 Авăн, 2016

Прокат Грознăя та илсе çитерет

Ултавçăсем прокатран автомобиль вăрласси çăп-çăмăл теççĕ пуль. Анчах пирĕн предпринимательсем айвансем мар: хăйсен машинисене тепĕр сыщикран та çине тăрарах шыраççĕ.

28 Авăн, 2016

«Кĕркунне çынна хăйпе хăй пулма

Петр Яковлевич Яковлев — поэт, чĕлхеçĕ, куçаруçă, филологи наукисен кандидачĕ /1989/, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ /1986/. 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă.

Pages