Тимĕр вăййи вăйлисем валли

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн уçă турнир иртрĕ. Кăçал республика ăмăртăвне Комсомольскинчи “Кĕтне” спорт комплексĕ йышăнчĕ.

 Каçал тăрăхне Чăваш Енри тĕрлĕ районтан, çавăн пекех Ульяновск, Киров, Мускав тата Чулхула облаçĕсенчен, Мордва, Тутар тата Мари республикисенчен 300 ытла спортсмен килсе çитрĕ. Савăнăçлă парадра тимĕр вăййипе туслă атлетсене ăмăрту хуçи, РФ спорт мастерĕ Юрий Попов саламларĕ.

— Кире пуканĕн спорчĕпе вăйлисемпе патваррисем туслă. Тимĕр вăййи вĕсене хăюллă та çирĕп сывлăхлă пулма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, ĕçре, вĕренÿре тата пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Çитĕнекен ăрăвăн çак пăхаттирсенчен тĕслĕх илмелле, вĕсем пек пулма тăрăшмалла. Турнир спортсменсен тата регионсен туслăхне çирĕплетет, тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусем пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма май параççĕ. Çамрăксене спортпа туслашма лайăх услови туса парас тата спорт инфратытăмне тĕреклетес тĕллевпе малашне те вăй хурса ĕçлĕпĕр, — терĕ Юрий Алексеевич.

Спортсменсене çавăн пекех ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР экологи министрĕ Сергей Павлов, Комсомольски районĕн ертÿçисем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин, ЧР спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин, СССР спорт мастерĕ, тĕнче категориллĕ судья Сергей Бронников, ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн пуçлăхĕ Юрий Карпов, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионĕ Сергей Яковлев тата ыттисем ăнăçу сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан тупăшăва хĕрсемпе яшсем тухрĕç. 18 çултан кĕçĕнрех пикесен кĕрешĕвĕнче Йĕпреç тăрăхĕнчи Августина Павлова, Киров облаçĕнчи Наталья Сунцова тата Диана Глухова çĕнтерчĕç. Яшсем яланхи пекех йышлă пулчĕç. Ку ăмăртура Алексей Леонтьев, Леонид Ярдов, Иван Майоров, Вячеслав Христофоров, Ринат Сафин тата Михаил Бабич мала тухрĕç.

Хĕрарăмсен ушкăнĕнче И.Я.Яков­­­лев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Екатерина Ивановăпа Канашри Алевтина Евграфовăна çитекенни пулмарĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине Елчĕк тăрăхĕнчи Вера Николаевăпа Вăрнарти Галина Павлова хăпарчĕç.

Арçынсен тупăшăвĕ те хĕрÿ иртрĕ. Спикер кубокне 68 килограмлисен хушшинче икĕ енлĕ кĕрешÿ пĕтĕмлетĕвĕпе Дмитрий Курчин çĕнсе илчĕ. Тĕп парнене çавăн пекех Мари Эл пăхаттирĕ Вячеслав Яшкардин /85 кг/ тивĕçрĕ, вăл 104,5 очко пухрĕ. Ветерансен кĕрешĕвĕнче Сергей Калашникова, Михаил Симонова, Николай Судакова, Михаил Петрова, Владимир Рябова, Владимир Шурякова тата Владимир Понихидкина ытларах ăнчĕ.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе командăсенчен пĕрремĕш вырăна Ульяновск облаçĕн спортсменĕсем йышăнчĕç, Елчĕкпе Шупашкар районĕсен атлечĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасем çине çĕкленчĕç.

 Андрей ПЕТРОВ.n

О.КАРПОВА сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.