Пĕрлĕхпе туслăх

28 Авăн, 2016

Пĕрлĕхпе туслăх: хурçăран та çирĕп, ылтăнран та пахарах

Чăваш Енри халăхсен Аслă Пухăвĕ /вăл авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ/ республикăра тĕпленсе пурăнакан 120 ытла халăх представителĕпе сакăр этника ушкăнĕшĕн, иккĕленÿ çук, ахаль мероприяти çеç пулмарĕ. Ăна ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăну кăларса питĕ тĕрĕс турĕ. Çĕршыв экономикинчи çăмăлах мар лару-тăру, унпа пĕрлех санкцисем чун, кăмăл-сипет, туслăх, халăхсен хутшăнăвĕсем çинчен мантарма хăтланаççĕ. Телее, халăхсен хутшăнăвĕ енĕпе Чăваш Енре ĕç-пуç начарах мар.