Арăм хамăн та...
Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Тăвай районĕнчи муниципалитетăн культура учрежденийĕн директорĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.
Ăна служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенкĕ тăкакласа пĕтернĕшĕн тата службăри ултавшăн айăплаççĕ. Пĕрлех асăннă район администрацийĕн
социаллă аталану пайĕн экс-сотрудникĕ те суд умне тăрĕ.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн вĕсем ултав çулĕ çине тăнă. Пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче Тăвайри культура учрежденийĕн директорĕ райадминистрацин хайхи ĕçченĕ ыйтнипе унăн арăмне хăй ертсе пыракан организацие 0,5 ставкăпа библиотека должноçне ĕçе йышăннă. Хĕрарăм ача пăхмалли отпускра пулнине кура ĕçлеймессе пĕлсех çапла хăтланнă. Çапла вара «суя библиотекарь» пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче ĕçрен пăрахса кайичченех ĕç вăхăтне шута илмелли табельсене суя кăтартусем кĕртсе пынă — вăл хăйĕн тивĕçĕсене йĕркеллех пурнăçланă имĕш. Документсене бухгалтерие тăратнă май ĕç укçи тÿленĕ, çавăн пекех бюджет тулашĕнчи фондсене те тивĕçлĕ тÿлев хывнă. Бюджета кÿнĕ тăкак 50 пин тенкĕрен иртнĕ.
Сиене следстви вăхăтĕнчех саплаштарнă. Çапах следстви Тăвай районĕн администрацине преступление сăлтавланă условисене пĕтермелли пирки представлени панă. Ултавçăсен шăпине вара кĕçех суд татса парĕ.
Д.НИКОДИМОВ.
Комментари хушас