Комментари хушас

28 Авăн, 2016

«Кĕркунне çынна хăйпе хăй пулма

Петр Яковлевич Яковлев — поэт, чĕлхеçĕ, куçаруçă, филологи наукисен кандидачĕ /1989/, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ /1986/. 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. 1975 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ялти шкулта вĕрентекенре, директор заместителĕнче, 1983-2000 çулсенче ЧПУ преподавателĕнче, доцентра ĕçленĕ. 2000-2007 çулсенче — Мускаври куçару институчĕн сотрудникĕ. Пĕр тапхăр Чăваш патшалăх культура институчĕн культура факультечĕн деканĕнче вăй хунă. 1967 çултанпа пичетленет. Паллăрах кĕнекисем: «Тăм тăвайкки вăййисем» /1985/, «Юман чĕлхи» /1990/, «Кĕмĕл кимĕ» /2010/, «Кумаляк» /1984/, «Эснереш» /2007/ тата ыттисем. Библие, Ача-пăча библине чăвашла куçарнă.май парать»

Пур çĕрте те виçе кирлĕ

— Петр Яковлевич, калаçăва паян кĕркуннерен пуçлас килет. Калăр-ха: кĕрхи çанталăк, çумăр йăлăхтармарĕ-и сире?

— Пачах урăхла. Манăн сăвăсенче кĕре юратни питĕ палăрать. Çамрăк чухне кĕркуннене чылай сăвă халалланă эпĕ. Кĕркунне çынна хăйпе хăй пулма май парать. Урăхла каласан, йĕри-тавра питĕ хитре чухне çын тулаш тĕнчере пурăнать, илемпе киленет. Начар çанталăкра хăйĕн ăшне-чунне ытларах тинкерме пуçлать. Лирика — хăвăн чунна, ăшрине сăнама пултарни. Çавăн пек сăнар та пурччĕ-ха. «Эпĕ хама йывăç пек туятăп. Тураттисем тулалла мар, шалалла, вулă ăшнелле ÿсеççĕ», — çырнăччĕ пĕр лирик. Вăт çавăнпа килĕшнĕ пулмалла ĕнтĕ эпĕ. Кĕркунне, паллах, тунсăхлă, салхуллă. Çакна хăйнеевĕрлĕ философи теме те пулать. Шел те, халĕ культурăра, уйрăмах массăллă культурăра, шоу-бизнесра хаваслантармаллисем кăна. Тĕрĕссипе, этемĕн чун-чĕре туйăмĕсем питĕ анлă. Унта салхулăхĕ те, тунсăхĕ те пур. Этемлĕх миллион-миллион çул çавăн пек аталанса пынă. Вĕсене хамăр ăшран кăларса пăрахма тăрăшни пустуй ĕç пек туйăнать. Çавăнпа литература хитре сăмах купи кăна мар, çав туйăмсене упраса хăварма пулăшакан та. Савăнни, паллах, лайăх. «Мĕн кунĕн-çĕрĕн кулса, ихĕрсе çÿретĕн, ухмах мар-и эсĕ?» — тенĕ чăваш ĕлĕкех. Пур çĕрте те виçе кирлĕ. Анлă, тарăн кулянма, тунсăхлама пĕлесси, салхулăх туйăмĕсем çынра пин-пин çул пулнă, пулмалла та. Вăл енĕпе илсен кĕркунне çыравçа хăйĕн тĕнчине, ăшне, туйăмĕсене шĕкĕлчеме пулăшать.

— Мана пĕрех кĕркунне пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт пек туйăнать. Лайăххи иртсе кайнă, умра начарри кăна пек...

— Туйăнать çеç, мĕншĕн тесен кĕркунне – вилĕм мар, цикл вĕçленĕвĕ кăна. Çавăнпа чăвашсен те, ытти халăхăн та хальхи пек малалла чĕнекен философи кăна пулман. Пачах урăхла, цикллă философи пулнă. Пĕр çаврăм вĕçленет те тепри пуçланать. Халĕ ăна философире линейлă цикл теççĕ. Çакă ытларах Христос тĕнĕпе килнĕ. Тĕрĕссипе, вăл çут çанталăк пекех аталанса пырать. Кашни уйрăм çыннăн та хăйĕн çуркунни, хăйĕн çăвĕ, хăйĕн кĕрĕ пур. Çавăнпа кĕркунне пурнăç вĕçленет тесе пĕтĕмлетмелле мар. Чăвашсен философийĕ питĕ интереслĕ. Чĕлхере те упранса юлнă çакă. Талăк, çулталăк, çанталăк... Пĕтĕмпех вĕсем циклпа çыхăннă. Талăк — цикл. Çавăнпа тĕпрен илсен кĕркунне вилĕм мар, çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ. Уйрăм çынна илес тĕк ашшĕ-амăшĕн пурнăçне ачи-пăчи тăсать. Ку саманара урăхла пропаганда, агитаци пырать. Халĕ çынна паянхи кунпа кăна пурăнма вĕрентеççĕ. Çакă тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çын уйрăм пурăнмасть. Пирĕнте сĕм авалтан килекен юн çаврăнать. Урăхла каласан, мăн асаттесен, ваттисен пурнăçне çамрăксем тăсаççĕ. Вĕсен хăйсен ачисен малашлăхĕ пирки шухăшламалла.

— Петр Яковлевич, эсир халĕ ялта тĕпленсех пурăнатăр-и?

— Пуçĕпех ялта пурăнасси пулаймарĕ-ха, мĕншĕн тесен ватăлсах çитмен хальлĕхе. Эпĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче çур ставкăпа ĕçлетĕп. Пĕр вăхăтра хулара та, ялта та пурăнатăп. Ĕмĕр тăршшĕпех çавăн пек. Эпĕ студент чухнех авланнă та арăмпа Светлана Зиновьевнăпа канмалли кунсене, отпусксене ялта ирттернĕ. Чăвашсемшĕн чи пысăк трагеди çын вилни мар, вучах сÿнни, кил хупăнни пулнă. Хăшпĕр поэт ашшĕн килне мухтаса мĕн чухлĕ сăвă çырать. Анчах çыннăн, поэтăн, хăй çырнă пек пурăнмалла. Тăван киле мухтаса çыракансемех ашшĕ çурчĕсене сутрĕç. «Киле çÿретĕн-и?» — ыйтрăм нумаях пулмасть пĕринчен. «Пĕр вунă çул кайса курман», — терĕ хайхи. Вăл Шупашкарта пурăнать, тăван килĕ хупăннă. Икĕпитлĕх мар-и çакă? Эпĕ тăван кил, çуралнă ял çинчен нумай çырнă. Пурнăçра та ялăмпа кăвапапах кăкарăннă темелле. Вунă ачаллă çемьере çитĕнтĕм. Чи кĕçĕнни эпĕ. Виççĕшĕ вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ. Атте фронта тухса кайнă. Телее, вăрçăран таврăннă вăл. Маншăн атте ĕмĕр тăршшĕпех ырă тĕслĕх пулчĕ. Атте Яков Иванович 1900 çулта çуралнă. Революци саманине курнă, граждан вăрçи витĕр тухнă. Лăпланса пурăнма тытăннă кăна — коллективизаци пуçланнă. Коллективизаци вăхăтĕнче хăрушши нумай пулнă. Анне ăраттине пĕтĕмпех Çĕпĕре янă. Çывăх çыннăм Элĕк районне кĕрекен Мартинкассинчен пулнă. Вăл качча кайнă та сылккăран тăрса юлнă. Унта та тăвансем çирĕп пурăнма пуçланă. Кунта халăх выçăпа вилнĕ. Вĕсем çыру ярса атте-аннене чĕнсе илнĕ. Пирĕн çемье вăрçăччен вĕсем патĕнче пурăннă. Пĕр пичче Çĕпĕртех çуралнă. Вăрçă умĕн вара каялла таврăннă. Çемйине, ачисене упраса хăварнă çапла майпа.

Атте 77-ре пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ унран усал, киревсĕр сăмах илтмен. Вăл, тĕнче касса курнăскер, хресчен пулсан та интеллигентлăччĕ. Кĕнеке вулама юрататчĕ. Çав юратăва мана та панă. Астăватăп-ха, шкула ашшĕ-амăшĕн пухăвне каятчĕ те кăкăрне каçăртса килетчĕ. «Каллех сана мухтарĕç. Эсĕ кăçал та отличник», — тетчĕ. Халĕ вара пĕчĕк чăрмав сиксе тухсанах усал сăмах калатпăр. Вĕсем пурнăç нушине чăнласах курнă. Эпир чылай чухне мăнтăрпа иртĕхетпĕр. Пули-пулмишĕн çĕтĕлетпĕр, вăрçăнатпăр, харкашатпăр. Вĕсем хĕн-хур курнă пулсан та сăпайлăччĕ. Атте мухтаннине, вĕçкĕнленнине юратмастчĕ. Çавна мана та парса хăварнă ĕнтĕ. Анне аттесĕр пĕчĕк ачисемпе выçăллă-тутăллă пурăннă. Вутти те пулман, хăй чирлесе кайнă. Ун пек кăмăллă, сăпайлă çын курман эпĕ. Вăл юлашки çăкăр татăкне ачисене çитерсе ÿстернĕ. Чирленĕрен ăна пиччесемпе аппасем хулана больницăна тăтăшах илсе каятчĕç. Питĕ тунсăхласа çитĕнтĕм аннешĕн. Кайран вырăнпах выртма тытăнчĕ. Эпĕ çуралнă чухне атте – 50-ра, анне 45-ре пулнă. Эпĕ ача чухне вĕсем çулланнă çынсемччĕ. Уншăн нимĕн чухлĕ те кулянмастăп. Ватăсем — хăйнеманерлă çынсем, пурнăç философине, опытне мана пĕчĕкренех парса хăварнă. Халĕ хамăр та ватă ĕнтĕ. Вунă ачаран виççĕн кăна тăрса юлтăмăр. Ман пек пуянни çĕр çинче сахал. Пиччемсемпе аппасен ачисем пурĕ вунтăххăрăн. Вĕсен ачисен шучĕ те çук. Питĕ килĕштерсе пурăнатпăр.

Упаçырминче университет çук

— Ялта та, хулара та хăçантанпа пурăнатăр терĕр-ха?

— Ĕмĕр тăршшĕпех. «Манăн пĕр хушăрах ялта та, хулара та пурăнас килет, мĕнле професси суйламалла-ши?», — ыйтнăччĕ эпĕ ача чухне Çемен пиччерен. Вăл шÿтлеме юратакан çынччĕ. «Красноармейски — Шупашкар» автобуса кондуктора кĕр. Е шофера кай. Пĕр сехетрех пĕрре унта, тепре кунта пулатăн», — тенĕччĕ хайхи. Вăт кондуктор пек хулапа ял хушшинче чупсах ĕмĕр иртрĕ.

— Ывăнтармарĕ-и çакă?

— Пĕрре те ывăнтармарĕ. Маншăн пÿлĕмре, пÿртре ларасси тамăк пекех. Арăм пенсие тухсан качака хунаттарса ячĕ. Халĕ килте картиш тулли качака. Çур кун качака кĕтсе уйра çÿретĕп. Сĕтĕнчен арăм тем тĕрлĕ сыр тума вĕренчĕ. Питĕ тутлă тăвать. Тĕрĕссипе, чăн-чăн сыра ĕне сĕтĕнчен мар, качаканнинчен янтăлаççĕ. Пахчаçимĕç ÿстеретпĕр, качакасем валли çăвĕпех утă хатĕрлетпĕр. Чăх-чĕп тытатпăр, йытă, кушак пур. Чĕрчунсемпе хутшăнни çынна лайăх витĕм кÿрет. Тĕрĕссипе, вăл эгоизмран та хăтарать. Кушак аçи манăн çав тери сĕмсĕр. Санăн хăвăн ĕçе тумалла, вăл вара ура айне пырса выртать. Тарăхас вырăнне йăл кулатăн, савăнатăн. Çут çанталăка, чĕрчунсене ачаранах юратнă та çав туйăмсем ватлăха çитичченех упранса юлчĕç. Паян ытларахăшĕ ĕç çуккипе хуланалла туртăнать. Ĕçпе кăна çыхăнман-ха ку. Хулара хăвна кăтартма та çăмăлрах. Тĕрлĕ специальноç алла илме пулать. «Упаçырминче университет çук та ирĕксĕрех хулана каятăн çав ĕнтĕ», — тесе çамрăксене тахçантанпах калатăп. Эпĕ Мускавра куçару институтĕнче 8 çул ĕçлерĕм. Унта чунăм пачах выртмасть. Хăть тем тесен те кăткă тĕммиех вăл. Питĕ пысăк хуласем çĕнĕ йывăрлăхсем илсе килеççĕ. Пĕррехинче наука академийĕ конференци йĕркеленĕ те çывăрма Мускав çывăхĕнчи пĕр пансионата илсе кайрĕç. Ялтăртатса ларать хайхи. Пĕтĕмпех ылтăнран, пальмăсем çитĕнеççĕ, аквариумсем... Хĕлле, тулта сивĕ. Шала кĕрен те — илем, хитрелĕх. Сăнарах пăхрăм та — аквариумри пулăсем пластмассăран иккен... Пальмисем те... Çакă пурнăç-и? Вăт этемлĕх çавăн патнелле пырать. Çавă чи хăрушши. Çын искусствăлла талккăшра пурăнма вĕренсе каять те çут çанталăкран уйрăлать.

— Упаçырминче университет çук çав...

— Ял историне тĕпчекенсем пулнă. Ваттисем ламран-лама каласа хăварнисем те пур. Хамăр ратăна ятарласа тĕпченĕ чухне те интересли авалтанпах нумай тухрĕ. Ку тăрăхри ялсем сахалран та 300-400 çул лараççĕ. Мăн Шетмĕ авалтанпах интеллигенциллĕ ял. Чиркÿ пулнă кунта, тĕн çыннисем пурăннă. Николай Архангельский священник питĕ тĕплĕ ученăй пулнă. Ял историне нумай çырса хăварнă вăл. Упаçырмине упа сăмахпа каярахпа кăна çыхăнтарма тытăннă. Çак яла пуçараканни Упаç ятлă пулнă иккен. Ял малтан Упаç çырми ятлă пулнă. Кунти халăх ял историне самаях тĕплĕн пĕлет. Çулла эпĕ те Ял кунĕнче историе каласа панăччĕ. Мăн Шетмĕ тăрăхне чăвашсем Атăл хĕрринчен куçса килнĕ. Пирĕн ял Анат Кĕнер вулăсне кĕнĕ. Виçĕ пĕртăван — Пусай, Пайраш, Тинсар /чăвашла Тăмсар тенĕ пуль-ха/ — çакăнта килсе вырнаçнă. Мăн Шетмĕне чиркÿ тусан тин шывпа çыхăнтарса çапла ят панă. Унччен Тăмсар пулнă.

— Чиркÿ пирки сăмах пуçартăмăр та, калăр-ха: эсир Турра ĕненетĕр-и? Е Библие Турра ĕненмесĕр куçарма çук-и?

— Ĕненмесĕр куçарма юрамасть пуль. Кашни кĕтесре кăкăр çапса Турра ĕненетĕп тесе çÿренине те йышăнмастăп. Кашни çыннăн — хăйĕн ирĕкĕ. Ăна кашни хăй татса парать. Çавăнпа çын умĕнче кăтартмалла, мухтанмалла тунă ĕçсем, сăмахсем мана питĕ килĕшмеççĕ. Эпĕ Мускавра Библие çĕнĕрен куçарса 4 кĕнеке кăлартăм. И.Я.Яковлев хăй вăхăтĕнче тĕлĕнмелле пархатарлă ĕç тунă. 1911 çултах Çĕнĕ Халал пичетленсе тухнă. Чиркÿсенче чăвашла службăсем ирттерме пуçланă. Паянхи кунчченех Раççейре чăвашсем чиркÿре хăйсен чĕлхипе усă курма ирĕк панă пĕртен-пĕр халăх. Вырăссен те вырăсла кĕлĕ тума юрамасть. Чиркÿре славян чĕлхипе кăна кĕлĕ иртет. Раççейре вара халĕ икĕ чĕлхепе служба иртет. Чиркÿре славян чĕлхипе тата чăвашла. Шел те, чылай чиркÿ славян чĕлхине куçрĕ. Анчах И.Я.Яковлев çав ирĕке туса хăварма пултарнă. Пирĕн чиркÿ таврашĕнче кăна мар, вĕренÿпе, культура тытăмĕсенче те наци политики çукки вăйлă сисĕнет. Территори политики кăна...

— Хушма ят пирки вулакана тепре аса илтерер-ха... Мĕншĕн Яккусен тесе çыратăр?

— Поэтсен, писательсен хушшинче псевдоним илесси йăлара. Мĕн чухлĕ хитререх сăмах шыраса тупаççĕ, çавăн чухлĕ янăравлăрах ят. Манăн псевдоним мар ĕнтĕ вăл, ятăма чăвашлатса калани кăна. Ялта кам ачи теççĕ? «Йăвансен ачи», сăмахран. Пире Яккусен ачи тенĕ. Çавăнпа вăл псевдонимах та мар вăл. Хушма ят теме пулать. Тĕрĕссипе, маларах эпĕ псевдонима хирĕçчĕ. Петр Яковлев тесех çыраттăм. Малтанхи кĕнекесем çавăн пекех тухнăччĕ. Виççĕмĕш кĕнекерен-и — Яккусен теме пуçларăм.

Сăмах сăвăрнипех нимĕн те тăваймăн

— Сăвăсем халĕ те çырăнаççĕ пуль-ха.

— Ватăлтăм пулмалла. Туйăмсем мăкалаççĕ. Çамрăк чухнехи пек мар. Çавăнпа çырманпа пĕрех. Тĕп сăлтавĕ — наукăра туса пĕтермен ĕç питĕ нумай. Вăхăт çителĕксĕр. Сăвă çырасси, çырмасси çынран килмест. Сăвă килме пăрахать тĕк нимĕн те тăваймăн. Ятарласа сăмах купи тăвас тесе çырса курман эпĕ, пĕлместĕп... Манăн çамрăк чухне çырнă сăвă пур: «Юх, юррăм, уй-хире савса, епле пуçланнă çавăн евĕр пĕр ÿкĕнÿсĕр çухалса»... Ун чухнех пĕлсе тăнă вăл çухаласса. Вăт иртрĕ... Эпĕ уншăн кулянмастăп. Савăнатăп кăна. Вăйпа пусахласа хăвна çыртарса лартни, паллах, поэзи мар. Пирĕн ун пек поэт питĕ нумай. Илемлĕ литературăра сăмах купаланипех нимĕн те тăваймастăн. Эсĕ хăвăн тĕнчÿне кăна сăмахсемпе çырса кăтартма пултаратăн. Тантăшсене сăнасах пыратăп. Малтан комсомол çинчен çырса пурăнчĕç, кайран парти çинчен шăрçаларĕç. Кайран сарă пресса НЛО çинчен çырма пуçларĕ те çавăн çинчен сăвă хайлама тытăнчĕç. Çын сăмахпа та шашкăлла вылянă пекех выляса пурăнма пултарать. Анчах поэзи, манăн шухăшпа, урăхларах. Чи малти вырăнта — питĕ вичкĕн туйăм тата хăвăн тĕнчÿ пулни. Çав туйăм пулмасан алла ручка тытни усăсăр. Сăмахран тĕнче тума çук.

— Наукăра ĕç нумай терĕр...

— Халĕ питĕ пысăк монографи хатĕрлетĕп. Вăл вырăсла «Строй чувашского языка» ятпа тухмалла. Эпĕ хамăн наука ĕçĕсене чăвашла çырнă та вĕсем наукăна кĕрсе каяймаççĕ, мĕншĕн тесен Мускаври тата ют çĕршывсенчи ученăйсем ăна вулаймаççĕ, усă кураймаççĕ. Çавăнпа тĕп шухăшсене вырăсла çырса парасшăн. Вăл самаях хулăн кĕнеке пулмалла. Çурри ытларах çырнă та ĕнтĕ. Паллах, вăл тыткăнласа илчĕ мана. Эпĕ яланах çавăн пек пулнă. Библи куçарнă чухне те вунă çул ниçта тухмасăр çавăнпа кăна пурăннă. Мĕнпе те пулин интересленсе кайсан пĕтĕмпех сирсе хуратăп... Паллах, хуçалăх ĕçĕсемсĕр пуçне. Атту шуралса кайса сĕтел хушшинче ларнипех вилсе каятăн. Яланах сĕтел хушшинче ларнине вăй-хал ĕçĕпе ылмаштарма тăрăшатăп. Мухтав Турра, ку таранчченех пурăнатăп-ха.

— Чун киленĕçĕ пур-и сирĕн?

— Шăпах çакăн пирки пĕррехинче питĕ пысăк ученăй мана çак ыйтăва пачĕ. «Телее, манăн хобби тĕп ĕçпе тÿр килет», — терĕм ăна. Çавăнпа пĕтĕмпех ăнăçлă пулса пырать. Урăхла каласан, эпĕ хама гуманитари, филологи, литература таврашĕнчен уйăраймастăп. Çавăнпа кăна пурăнатăп. Манăн ĕçĕ те, чун киленĕçĕ те пĕрех. Ал-ура ĕçĕнчен хăшĕ ытларах килĕшет тетĕр-и? Килĕшнипе кăна пурăнаймастăн, арăм мĕн хушать — çавна тăватăп. Ача чухне вăл килĕшет, ку килĕшмест тенисем пулаççĕ. Кайран çыннăн мĕн кирлине тумалла. Хулара пурăннă чухне те пахчаçимĕç ÿстернĕ. Тăван киле нихăçан та пăрахман. Халĕ ялсенче манашкал пурăнакан нумайланса кайрĕ. Ял пĕтет тесе мĕн чухлĕ куляннă, сăвăсем çырнă. Халĕ çуршар ял — дачник. Чи интересли кунта акă мĕн. Мускавра, Санкт-Петербургра çуртсене сутаççĕ те ют çынсем туянаççĕ. Кунта вара кил-çуртне ачин ачисем таврăнаççĕ. Çакă питĕ лайăх пулăм. Çыхăну татăлмасть. Ял пушанас хăрушлăх пурччĕ. Пирĕн кунта 5 килтен тăракан пĕчĕк урам кăна. Малти урам тетпĕр ăна. Пĕтме пуçланăччĕ, пурăнакан юлманччĕ. Эпир 15 çул каялла хуларан куçса килтĕмĕр те — газ кĕртрĕç, асфальт сарчĕç. Пире кура кÿршĕсем те килчĕç. Халĕ теприсем те куçса килчĕç. Çапла майпа пирĕн урам чĕрĕлсе кайрĕ.

— Эсир хăвăра ватăлса кайрăр терĕр. 66 çул... Икĕ улттă арçыншăн мĕн вăл?

— Мĕнле каламалла? Уйрăмах арăм умĕнче ватăлтăм тетĕп-ха ĕнтĕ. Çапах хама ватах тесе шутламастăп. Чунпа кăна мар ĕнтĕ. Ир тăрса хулана тухса каятăп. Кунĕпе ĕçре пулатăп, çывăрма ялах таврăнатăп. Телее, маршрутка аван çÿрет. Ĕçлемелли питĕ нумай. Нумайрах ĕç тума пултарнин тĕп сăлтавĕ, манăн шухăшпа, — чи кирлипе кирлех маррине уйăрма пултарни. Мĕн те пулин тумалла тăк пĕтĕм вăй-хала çавăнта яратăп. Иккĕмĕшле ĕçсемпе сапаланмастăп, çавăнпа нумайрах ĕçлеме май килет те.

— Калăр-ха, хăвăра ятарласа пăха­тăр-и?

— Эпĕ мăн хырăмлă арçынсене чăтма пултараймастăп, арçынсен хăйсене хăйсен уяса пурăнмалла. Эпĕ чăннипех уяса пурăнатăп. Пĕр машина вутă çурсан мăн хырăмлă çÿрейместĕн. Çак ĕçсене хамах туса пурăннă.

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Ĕçпе ытларах пурăнатăп. Монографие, самаях сумлă, пысăк ĕçе, туса пĕтерес тетĕп. Эпĕ питĕ инçе, катана кайса ĕмĕтленсе пурăнмастăп. Ĕмĕтленсе, сĕмленсе лариччен тытса мĕн те пулин ту— ĕç пулать. Çавă кăна.

— Петр Яковлевич, тавах интереслĕ калаçушăн.

 Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.