60 çул каялла...
Çак кунсенче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Çÿлтикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан 1956-1958 çулсенче вĕренсе тухнисем шкула тĕлпулăва килчĕç. 166 çула çитекен шкулăн историйĕнчи паллă тапхăр — 1954 çулта ăна вăтам шкулсен ретне кĕртни. Тĕлпулăва чи хаклă хăнапа — 87 çул тултаракан Игорь Крысин вĕрентекенпе — пĕрле 16 выпускник пухăнчĕç. Игорь Гаврилович 1951-1961 çулсенче шкулта химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Унтан Муркаш районĕнчи Оринин тата Атапай шкулĕсенче тăрăшнă. Вĕрентÿри пĕтĕмĕшле стажĕ — 30 çула яхăн. Мăшăрĕ Анна Семеновна Муркаш шкулĕнче 38 çул математикăна вĕрентнĕ.
Выпускниксем тĕлпулăва шкул çулĕсене, иртнĕ тĕлпулусене сăнласа паракан сăнÿкерчĕксен стендне хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕринче, 60 çул каялла сăнланнинче, Игорь Гаврилович хими урокĕ ирттернине курма пулать. 1957 çулхи выпускник, Вăрманкассинчи Анисим Ерманов сăнÿкерчĕкри ачасен хушшинче хăйне уйăрса илчĕ.
1956 çулта вăтам шкул пĕтернисенчен тĕлпулăва пиллĕкĕн килнĕ. Вĕсен шутĕнче — Кипечкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Кировра 50 çул пурăнакан техника наукисен кандидачĕ Валерий Смирнов /мăшăрĕ Роза Михайловна та, медицина наукисен кандидачĕ, унпа пĕр класра вĕреннĕ/, Кипечкассинчи Вера Смирнова, Курак Чурачăкри Людмила Сумкова, Çÿлтикассинчи Лидия Мочалова, Анатри Тăмлайри Геннадий Васильев пулчĕç.
Çÿлтикасси шкулĕн ачисем савăнăçлă линейкăна пухăнса хăнасене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Тĕлпулăва пухăннисене Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Ермановпа Çÿлтикасси шкул директорĕ Татьяна Майорова ăшшăн саламларĕç, кашни ачашăнах аслисем тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç. Галина Александрова педагог, малтанхи выпускниксенчен пĕри, шкул историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Виталий Станъял — таврапĕлÿçĕ, халăх академикĕ, поэт, филологи наукисен кандидачĕ — Çÿлтикассинчи вăтам шкултан 1957 çулта вĕренсе тухнă. «Эпир те сирĕн пекех яш пулнă. Тĕпĕртетсе, тусан вĕçтерсе чупнă. Пирĕн класра 43 ачаччĕ. Пĕтĕмпе 2 класчĕ», — аса илчĕ вăл. Хăйĕн вĕрентекенне Игорь Гавриловича «Малый Сундырь» кĕнекине парнелерĕ. Татьяна Майорова Станъял ялĕнче çуралнă, 1956 çулта шкул пĕтернĕ, халĕ Саранскра пурăнакан Вениамин Пигачев тĕлпулăва хутшăнакансен ячĕпе янă çырăва вуласа пачĕ.
Пухăннисем Игорь Крысин педагог сăмахне кăмăлтан итлерĕç. «Пăхатăп та сирĕн çине — речĕпех паллă, аслă пĕлÿллĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем. Малтан «11 лет Чувашии» ятлă колхозчĕ ку тăрăхра. Агрохими кружокĕнче ачасемпе колхоз тăприне тĕпчерĕмĕр. Унтан вĕсемпе тăпра йÿçĕклĕхне кăтартакан карта хатĕрленĕччĕ», — аса илчĕ вăл вĕренекенсене ăслăлăх ĕçне явăçтарнине. Шкул столовăйĕнче ĕçлекен Наталья Ильинапа Раиса Разумова поварсем пурне те пулă шÿрпипе хăналарĕç. Сĕтел хушшинчи ăшă калаçу çамрăк чухнехи юрăсене пĕрле шăрантарнипе вĕçленчĕ. Выпускниксем хăйсен юратнă учителĕпе Игорь Крысинпа пĕрле шкул умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Николай СМИРНОВ.
Шупашкар районĕ,
Атăльял