Archive - Утă 2016

июля 20th

20 Утă, 2016

ПĔЧĔК ХĔВЕЛЕ АСА ИЛТЕРЕТ

Кашни пахчарах тенĕ пек ÿстерекен хĕвелçаврăнăшăн тăван çĕршывĕ Мексика иккен. Çак çĕршывра пурăнакансем ăна сăваплă ÿсен-тăран вырăнне хунă. Унăн янкăр сарă чечекĕсем вĕсене çĕр çине аннă пĕчĕк хĕвеле аса илтернĕ. Çавăнпа "хĕвел чечекĕ" ят панă.

Шел те, чылайăшĕ хĕвел-çаврăнăшăн сиплĕ енĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлмест. Ытларах чухне вăррине кăна ăшаласа çиме хăнăхнă. Тĕрĕссипе, хĕвелçаврăнăша чăн-чăн аптека тесен те йăнăш пулас çук.

20 Утă, 2016

ÇУЛЛАХИ ШĂРĂХРА

Çуллахи шăрăх кунсене йĕркеллĕ, сывлăха сиен кÿмесĕр, тÿссе ирттерме хăш-пĕр йĕркене шута илни, пăхăнни пулăшĕ.

Шăрăх кун

Пĕтнĕк /мята перечная/ шывĕ ÿт-пĕве ырă шăршă кĕртет, лайăх уçăлтарать. Вĕтетнĕ чĕрĕ 4-5 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе шăрăхра тата ывăнсан кунне икĕ хут ÿт-пĕве чÿхемелле.

Вăй кĕртме

20 Утă, 2016

Енĕш Нăрвашра — Асăну хăми

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче Чăваш АССРĕн Пушар хуралĕн управленийĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров çуралса ÿснĕ çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

20 Утă, 2016

«Хыпар» 113 (27023) №. 20.07.2016

20 Утă, 2016

Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе ĕнер Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлт

20 Утă, 2016

Хамăрăн тавара туянăр!

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, çак министерствăн экономика тишкерĕвĕн пайĕн тата Экономика аталанăвĕн министерствин сектор ертÿçисем Алексей Александровпа Имма Иванова, «Агро-Инновацисем» ХУП директорĕ Николай Васильев, Шупашкар хула администрацийĕн потребительсен

20 Утă, 2016

Вăйăран вăкăр ан тухтăр

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ачасен вăйă тата спорт площадкисене тĕрĕсленĕ. Çĕрпÿре, Кÿкеçре, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хăрушлăх кÿрекен ача-пăча комплексĕсем пуррине палăртнă.

Pages