Archive - Раштав 2016
декабрь 27th
«Хыпар» 202 (27112) №, 27.12.2016
Владимир ПУТИН: Пĕрлехи тĕллевĕмĕр – Раççее аталантарасси!
Раççей Президенчĕ Владимир Путин эрнекун çĕршыври тата чикĕ леш енчи журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Шучĕпе вăл 12-мĕш пулчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă тĕлпулура Владимир Владимирович массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен пилĕк теçеткене яхăн ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. «Хыпар» паян Президент хуравĕсен уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать.
Çĕнĕлĕхсем пирки - тĕплĕнрех
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак кунсенче алă пуснă çĕнĕ указсем, ЧР Правительствин йышăнăвĕсем пирки халăха тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе республикăри министерство-ведомство ертÿçисем, влаç органĕсен ытти представителĕ Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче брифинг ирттерчĕç, журналистсене комментарисем пачĕç.
Килес ăрусем валли кăçал мĕн турăмăр?
«Телейлĕ, пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни çыннăн хăй ыттисене кирлине туйса тăмалла, унăн хăтлă кил-çурт, тивĕçлĕ ĕç укçи пулмалла, лайăх медицина пулăшăвĕпе усă курмалла, пахалăхлă пĕлÿ илме пултармалла тата хăйĕн ачисен малашлăхĕ ырă пулассине шанмалла», — çак йĕркесем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран. Çавăнпа пĕрлех ачасене кăмăл-сипет мĕнне пĕлсе ăс- хакăл тĕлĕшĕнчен пуян çитĕнтерме, вĕсен пултарулăхне аталантарма тăрăшмалла. Тăван çĕршыва, çуралнă кĕтесе юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Çак тĕллевсемпе пурăнатпăр та, ĕçлетпĕр те.
Ертÿçĕсен шанчăклă пулăшуçи
“Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра Раççей Президенчĕн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне анлăн сÿтсе яваççĕ. Унпа Владимир Путин раштавăн 1-мĕшĕнче — шăпах “Единая Россия” парти 15 çул тултарнă кун — паллаштарни хăйнеевĕрлĕ символ. Парти çак тапхăрта çĕршыври ертсе пыракан политика вăйĕ тата пирĕн наци лидерĕн Владимир Путинăн шанчăклă тĕрекĕ пулса тăчĕ”, — терĕ “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн XXV отчет-суйлав конференцийĕнче регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.
«Хула пурнăçне мар, ялтинех килĕштертĕм»
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланине республика çыннисем ырласа йышăнчĕç. Çитĕнекен ăру 10- 15 çулран пурнăçра мĕнле вырăн йышăнасси, халăх хуçалăхне епле аталантарасси ашшĕ-амăшĕ паян общество умĕнче пĕтĕм яваплăха туйса ырă витĕм кÿнинчен, ăс-тăнпа воспитани панинчен, пурнăç йĕркине хăнăхтарнинчен нумай килет. Ача-пăча çемьере аслисенчен ырă тĕслĕх илсе çитĕннине асра тытса пирĕн те лайăх енсемпе çеç палăрма тăрăшмалла.
«Фанфурик» сиенĕ тавра
Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Общество палатин конференц-залĕнче спирт хутăшĕллĕ продукцирен халăха пистерессипе çыхăннă ыйтусемпе брифинг иртрĕ.
МЧС ветеранĕсем яланах стройра
Раштавăн 27-мĕшĕнче Раççейре Çăлавçă кунне паллă тăваççĕ. Ăна РФ Президенчĕн 1995 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Çак куна ăнсăртран суйласа илмен. 1990 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче РСФСР Министрсен Канашĕн йышăнăвне тĕпе хурса Раççей çăлавçăсен корпусне туса хунă. Техногенлă, çут çанталăк тата эпидемиологи синкерĕсен шучĕ ÿссех пыни пирĕн çĕршывра МЧС тытăмне йĕркелеме хистенĕ.
Паян та хастар
Владимир НАГОРНОВ: Тепĕр тивĕçĕм пур манăн
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей тата Пушкăртстан тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Владимир Нагорнов скульпторăн ĕçĕсен куравĕ хупăнчĕ. Çав кун Атăлпа Урал тăрăхĕнчи паллă ÿнерçĕ-монументалист музейĕн хăтлă та илемлĕ залĕнче çыравçăсемпе искусствăна юратакансене, художниксемпе ăсчахсене «çавра сĕтел» тавра пухрĕ.