Комментари хушас

27 Раштав, 2016

МЧС ветеранĕсем яланах стройра

Раштавăн 27-мĕшĕнче Раççейре Çăлавçă кунне паллă тăваççĕ. Ăна РФ Президенчĕн 1995 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Çак куна ăнсăртран суйласа илмен. 1990 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче РСФСР Министрсен Канашĕн йышăнăвне тĕпе хурса Раççей çăлавçăсен корпусне туса хунă. Техногенлă, çут çанталăк тата эпидемиологи синкерĕсен шучĕ ÿссех пыни пирĕн çĕршывра МЧС тытăмне йĕркелеме хистенĕ.

Паян та хастар

Çак кун Раççей МЧСĕн ветеранĕсен Чăваш Республикинчи организацийĕн хастарĕсемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, «Бывших пожарных не бывает», — теççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пирĕн республикăра асăннă тытăмăн ветеранĕсен юхăмĕ шăпах 1984 çулта раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ветерансем хăйсен пĕлĕвĕпе опытне тĕпе хурса тата пушар хуралĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса шкулсенче, ытти учрежденире профилактика- ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Çак канашăн пуçарăвĕпе 6-мĕш çул ĕнтĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсен «Ăрусен тĕлпулăвне» йĕркелеççĕ, унта вут-çулăмпа кĕрешекенсен пилĕк ăрăвĕ хутшăнать. Пушар хуралĕн кунне тата Аслă Çĕнтерĕве халалласа, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн, Олимп вăййисене икĕ хут хутшăннă, шалти служба майорĕн Светлана Захаровăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика кросĕ ирттересси те йăлана кĕнĕ. Фашизма çĕнтернине халалласа 1418 утăм /Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи миçе кун пынине шута илсе/ утса тухасси те — хăнăхнă мероприяти.

МЧС ветеранĕсем ĕçре те, общество пурнăçĕнче те, спортра та хастар. Йĕлтĕрпе чупас е пăр айĕнчен пулă тытас енĕпе ăмăрту иртет-и, волейболла вылямалла-и е тата ытти енĕпе тупăшмалла-и — вĕсен команди яланах пуçарулăхпа палăрать. Ветерансем çамрăксене пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, кирлĕ пулсан яланах сĕнÿ- канашпа пулăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак организаци федерацин Атăлçи округĕнче яланах лайăххисен шутĕнче. Унăн йышĕнчи хастарсен вĕренекенсене те, пушар хуралĕнче тин çеç ĕçлеме пуçланисене те каласа памалли сахал мар.

Вилĕмпе куçа- куçăн тăрсан та…

Акă Раççей МЧСĕн ветеранĕсен Чăваш Енри канашĕн председателĕн заместительне, шалти службăн отставкăри полковникне Василий Нягинах илер. Пушар хуралĕнче 40 çул тăрăшнă вăл, калама çук пысăк синкерсене çĕнтерме пултарнăскере Паттăрлăх орденĕпе — икĕ хут, II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, «Пушарти паттăрлăхшăн» тата ытти медальпе чысланă. Çав наградăсене ăшă пÿлĕмре ларса мар, калама çук йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăну туса синкерсене сирнĕшĕн, вилĕмпе куçа-куçăн тăма тивсен те парăнманшăн, инкеке лекнисене çăлнăшăн тивĕçнĕ Василий Николаевич. СССР ШĔМĕн Ленинградри пушар-техника учи-лищине тата Аслă инженери пушар-техника шкулне пĕтерсе тĕрлĕ должноçра — ЧАССР ШĔМĕн пушар хуралĕн уйрăмĕн инспекторĕ, аслă инженерĕ, 6-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ, патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ, пушарпа кĕрешекен патшалăх службин управленийĕн пуçлăхĕ, республикăн пушар надзорĕн патшалăх тĕп инспекторĕ… — вăй хунăскер регионти пысăк инкексене — катастрофăна çаврăнас хăрушлăх пуррисене — сирме пултарнă.

«Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пысăк пушарсем çине- çинех пулчĕç. Вĕсенчен пĕри Канашра полимерстройматериалсен предприятийĕнче тухрĕ. Унта юсав ĕçĕсем пуçласа модернизаци тума тытăннă, анчах хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем пирки шухăшламан. Хими япалисем, хăвăрт çунаканскерсем, питĕ сиенлĕ хутăшсем кăларнăран пирĕн ĕçтешсенчен нумайăшĕн сывлăхĕ палăрмаллах хавшарĕ», — каласа кăтартать Василий Нягин. Ун чухне, 1991 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче, асăннă предприятин полимер цехĕнче взрыв пулнă. Чукун çул вакунĕ, хатĕр продукципе тултарнăскер, çурта пек çунма пуçланă, мастика тултарнă пичкесем сирпĕнме тытăннă. Юрать-ха, шăпах çав кун ЧР ШĔМĕн пушарпа кĕрешекен патшалăх службин управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Василий Нягин Канашра офицерсемпе канашлу ирттернĕ. Пушара сÿнтерес ĕçе ертсе пырассине шăпах хăй çине илнĕ вăл. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем 4 рабочие «тамăкран» туртса кăларнă, çав шутран 2-шне — Василий Николаевич.

Тепĕр синкер те Канаш хулипех çыхăннă. Çав хулара пурăнакансем 1993 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕрле пĕр сехетре взрыв сассипе шартах сиксе вăраннă. Пушар чаçне нефтебаза çунни пирки хыпар çитнĕ. Нефть уçласа тултаракан станцире взрыв пулнă, çулăм базăн пысăк лаптăкне ярса илнĕ. Шупашкарти пушарнăйсем çитнĕ çĕре хула «хĕрлĕ автан» çутипе çуталса тăнă, тÿпе хура тĕтĕмпе хупланнă. В.Нягина 3-мĕш участокăн пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Питех те тĕрĕс йышăнусемпе ĕçсемшĕн Василий Николаевича /тĕслĕхрен, бульдозер пăрăха сиенленĕрен хăвăрт хыпса илекен хутăш çунакан резервуар еннелле пĕрĕхме пуçланă, çакна пула тата пысă-крах инкек ан тухтăр тата çынсем ан вилччĕр тесе вăл пăрăх çине выртса çав юхăма хăйĕн кĕлеткипе хупланă/ Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчи республика историйĕнчи чи пысăк техногенлă аварисенчен пĕри — Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнчи чукун çул разъездĕнчи инкек — пирки вулакансем илтнех ĕнтĕ. Ун чухне тиев составĕ рельссенчен тухса кайнă: вакунсенче дизель топливи тата фенол пулнă. Экологи катастрофине çаврăнма пултарнă çак инкеке сирес ĕçре те пысăк ăсталăх кăтартнă ун чухнехи подполковник. Мисчĕ çывăхĕнчи калама çук пысăк хушăва пурнăçланă май 106 пушарнăй суранланнă тата наркăмăшланнă, çав шутрах — Василий Нягин та. Сăмах май, вутпа кĕрешнĕ чухне пиçсе кайнă тата аманнă тĕслĕх пĕрре кăна мар пулнă унăн.

Иртнине аса илнĕ май саппасри полковник хăйĕн паттăрла ĕçĕсем пирки питех калаçма тăрăшмасть, вăхăтĕнче пĕтĕм çынна пулăшса ĕлкĕрейменшĕн пăшăрханнине çеç палăртать: «Хĕрлĕ автан» алхасакан вырăна çитетпĕр те — унта йăлтах çунать. Шалта çын пуррине пĕлнĕрен пушарнăй хăй те хăрушлăха лекессине пăхмасăрах çурта кĕрет. Пĕрре çапла Шупашкарти Кадыков урамĕнчи çуртăн иккĕмĕш хутĕнчен арçын ачана илсе тухрăмăр. Шел, вăл урамра вилсе кайрĕ. Кĕçех ашшĕпе амăшĕ çитрĕç, вилĕ ывăлне курсан ниçта кайса кĕреймеççĕ. Пĕр çулхине чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче 5 ача çунса вилнĕ. Вĕсене илсе тухса шурă простынь çине хунă. Ашшĕпе амăшĕ мĕнле макăрнине аса илсен паян та куççуль тухать. Паллах, кунта пушарнăйсен айăпĕ çук: вĕсене инкек пирки ытла кая юлса пĕлтернĕ. Темшĕн чи малтан çакнашкал самантсем аса килеççĕ».

Энĕшпуç хăйнеевĕрлĕхĕ

Тивĕçлĕ канура пулин те Василий Нягин пĕр вырăнта ларма пултараймасть. Çăлавçăсемпе вут-çулăмпа кĕрешекенсен хăюлăхĕпе пархатарлă ĕçĕ пирки халăх пĕлтĕр тата вĕсене хисеплетĕр тесе нумай ĕç пурнăçлать.

Акă унăн пуçарăвĕпе тата хăй хатĕрленĕ проект тăрăх 2008 çулта Вăрмар поселокĕнче саккунлăха, хăрушсăрлăхпа йĕркене сыхланă чухне пуç хунисене асăнса палăк лартнă. Василий Николаевич строительство-монтаж ĕçĕсене хăй те хутшăннă. Çавăн пекехвăл çине тăнипе тĕрлĕ çулта Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн П.Порфирьевăн, 39-мĕш пушар чаçĕн пушар депоне хăпартнă чухне сарăмсăр вилнĕ Ю.Васильев строителĕн, СССР спорт мастерĕсен тата пушар хуралĕн офицерĕсен пĕртăван Ивановсен Астăвăм хăмисене уçнă. Кăçал акă, Раççей МЧСĕн тытăмĕнчи Пушар хуралĕн çулталăкĕнче, унăн тăван ялĕнче — Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра — пушарнăйсен палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ырă çак ĕçĕн пуçаруçи те — шăпах Василий Нягин.

Ку палăка асăннă ялта лартни ăнсăртран мар. Энĕшпуçран 56 офицер /çав шутран 5-шĕ — пол-ковник, 8-шĕ — подполковник, 4-шĕ Паттăрлăх орденне илнĕ/, пушар хуралĕн 78 сотрудникĕпе ĕçченĕ тухнă. Ун пекки пирĕн республикăра урăх çук. Ку ялта 87 çул каялла пушар посчĕ туса хунă. Çак хурала йĕркелекенĕ — шăпах В.Нягинăн аслашшĕ Константин Крдыков. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннăскер артиллерире конюх пулнă, çавна май лашасене командăна пăхăнма çăмăллăнах вĕрентнĕ. Константин Петрович Крдыковсен-Нягинсен пушарнăйсен ĕç династине пуçарнă. Унăн ывăлĕ Николай Константинович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата çарта пулнă хыççăн Энĕшпуçпа юнашар вырнаçнă çар объекчĕн пушар хуралне ĕçлеме кĕнĕ. «Унта ЗИС-5» машина пурччĕ, вăл пушар сÿнтерме кайсан эпир, ачасем, ун çине ăмсанса пăхаттăмăр. Пире унăн кабинине ларса пăхасси, сиренăна кăшкăртасси илĕртетчĕ. Паллах, эпĕ атте ирĕк панипе унăн рулĕ умне ларса курнă, çавăнпа çывăх çыннăм пушар хуралĕнче ĕçленĕшĕн питĕ са-вăнаттăм», — иртнине куçĕ умне кăларать Василий Николаевич. Вăл та пушар хуралĕн деповĕнчи лашасене пĕчĕкренех юратнă. «Мана ача çуртĕнчен шăпах пушар лашисенчен пĕринпе — Сынок ятлипе — асаттепе Михаил Семенов пушарнăй илсе килнĕ. Çакăн пирки мана пĕрре мар каласа кăтартнă. Çавăнпа эпĕ Сынока, шурă ăйăра, тăтăшах сахăрпа сăйлаттăм, командăсене лайăх ăнланаканскерне хам курсант чухне те яла килсен курмасăр каймастăм», — каласа кăтартать Энĕшпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Сăмах май, Энĕшпуçра ниме мелĕпе пушар деповĕн çуртне хăпартнă, 2009 çултанпа унта икĕ пушар машини тата «Subaru» мотопомпа пур. Василий Нягин тăван ялĕпе çыхăну татмасть: вăл Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи вут-çулăмпа кĕрешекенсен пĕрлĕхĕн канашĕн председателĕн заместителĕ-çке. «Ку организаци ытларах хамăр ялта, шкулта ĕçлет. Эпир хамăрăн çамрăксем МЧС вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайччăр тесе тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра икĕ каччă ку енĕпе пĕлĕвне тарăнлатать. Кăçал та вĕренме каяс текенсем пур», — лару-тăрупа паллаштарать ÿркенменскер.

Вăл ялти тата Вăрмар районĕнчи çеç мар, республика шайĕнчи мероприятисене йĕркелесе ирттерес ĕçе те хастар хутшăнать. Пурнăçа кĕртес текен ĕмĕт-шухăшĕ нумай унăн. Василий Нягин пек хастар ветерансем татах пур организацире. «Сирĕн пурнăç опычĕ пире питех те кирлĕ. Уйрăмах — çамрăксене патриотизм тата професси воспитанийĕ парас ĕçре. Сире яланах пирĕн стройра пулма сунатăп», — тет вĕсемпе тĕл пулсан Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал- майор. Çапла пултăрччĕ!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.