Комментари хушас

27 Раштав, 2016

Владимир ПУТИН: Пĕрлехи тĕллевĕмĕр – Раççее аталантарасси!


Раççей Президенчĕ Владимир Путин эрнекун çĕршыври тата чикĕ леш енчи журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Шучĕпе вăл 12-мĕш пулчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă тĕлпулура Владимир Владимирович массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен пилĕк теçеткене яхăн ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. «Хыпар» паян Президент хуравĕсен уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ

Паллах, эпир хамăрăн вĕçленекен çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене тишкеретпĕр. Вĕсене 2015 çулхипе танлаштармалла.

Тĕп кăтарту — çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ — пĕлтĕр 3,7% чакнăччĕ. Кăçал та чакать, анчах аплах мар — 0,5-0,6% пулать- тĕр. Чÿк уйăхĕнче ВВП кăштах ÿснине куртăмăр. Машиностроенире, химире, çăмăл тата тирпейлекен промышленноçра ÿсĕм пур. Тата, паллах, ял хуçалăхĕнче — унта ÿсĕм пушшех курăмлă. Çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарнипе те сăлтавланчĕ. Çавна май инфляци те кăçал пачах урăхла пулать — 5,5% шайĕнче. Ку — инфляцин рекорд шайĕнчи пĕчĕк шайĕ.

Çивĕч ыйтусем пур-и? Паллах, пур. Пирĕн экономика ÿсĕмне тивĕçтермелле. Халăх тупăшĕ те чакнă. Çапах юлашки уйăхсенче экономикăн чăн секторĕнче ĕç укçи ÿсни палăрать, çакă шанăç кÿрет.

Социаллă сферăна илес тĕк — демографири ырă туртăмсене палăртмалла. Халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пырасси упранса юлать. Ача çуратасси кăшт чакнă, анчах çынсем вилессин кăтартăвĕсем те пĕчĕкленнĕ.

Ял хуçалăхĕ тенĕрен — юлашки вăхăтра эпир ял çыннисемшĕн савăнтăмăр. Пухса илнĕ тĕштырă калăпăшĕ 119 миллион тоннăран иртет — питĕ лайăх кăтарту. Ял çыннисене çак ĕçшĕн тав тăватăп.

Немцов ĕçĕ, коррупци

Паллах, эпĕ резонанслă мĕнпур ĕçе сăнаса тăратăп. Немцова вĕлернипе çыхăннă преступлени пеккисене — пушшех. Следстви лару-тăрăва уçăмлатас, айăплисене тупса палăртас енĕпе пурнăçлакан ĕçе пулăшатăп.

Сумлă должноçсенчи çынсем преступлени тунинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Кунашкалли пирĕн çĕршывра та, чикĕ леш енче те пайтах. Турцире пирĕн посола вĕлернипе çыхăннă хăрушă инкекех илер. Ăна кам вĕлернĕ? Çавăнпа та кунта нимĕнле çĕнĕлĕх те çук, эпир мĕнпур преступнике явап тыттарас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр.

Ĕçсене вăрах тĕпчесен те следстви юлашкинчен ĕç-пуçа уçăмлататех. Сăмахран, Старовойтовăна вĕлернипе çыхăннă ĕçпе, ытти тĕслĕхпе çапла пулчĕ. Шел те, эпĕ туслă пулнă Михаил Маневича вĕлерекенсем тĕлĕшпе хальччен те уçăмлăх çук.

Резонанслă ĕçсем пирки — Бельянинов тĕлĕшпе. Ун тĕлĕшпе следстви умĕнхи ĕçсем кăна пулнă. Çав шутра — ухтарусем. Анчах çав ĕç кăтартăвĕсене массăллă информаци хатĕрĕсене кăларни — юрăхсăр пулăм. Ку кирек хăш çыннăн ят-сумне сиенлет. Улюкаева илес тĕк — эпĕ унпа калаçман. Ман шутпа, оперативлă службăсем панă материалсем ăна шанăçа çухатнине кура должноçран хăтармашкăн çителĕклĕ пулчĕç. Ĕç-пуç мĕнле вĕçленĕ — ăна судра тишкернин кăтартăвĕсем тăрăх пăхăпăр. Халех пĕтĕмлетÿсем туни вырăнсăр тата сиенлĕ.

Бюджет тата нефть

Бюджета илес тĕк — питĕ консервативлă никĕсе, нефть баррелĕ çитес çул 40 доллар пулассине, тĕпе хуратпăр. Бюджетăн тăкак пайĕ 18-тан 16 триллион таран чакать. Анчах социаллă обязательствăсене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенке туллин хывса хăварнă.

Промышленноçа пулăшасси упранса юлать — ВППн 2,6% чухлĕ пулĕ, кăçалхинчен те кăшт ытларах. Перекетĕн тĕп пайĕ «Наци оборони» сыпăка пырса тивĕ. Эпир 2011 çулта ун валли ВВПн 2,7% тăкакланă, юлашки пилĕк çулта çак тăкак-сене пысăклатнă. Вĕçленекен çулталăкра — 4,7% шайĕнче. Çитес çул — 3,3, 2019 çулта — 2,8% пулĕ. Çав шая тухсан ăна темиçе çул тытса пырăпăр. Ку пирĕн оборона хăватне çирĕплетмелли плансене хавшатмĕ, мĕншĕн тесен иртнĕ çул-сенче чылай укçа уйăрнă.

Пирĕн шутпа, 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче ытлашши нефть рынокран çухалĕ, çакă хаксене йĕркелеме май парĕ — вĕсем паянхи шайра пуласса шанатпăр. Эпир кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче нефть кăларассине куллен 300 пин баррель чакаратпăр, çакă халех нефть хакне пысăклатрĕ. Ку бюджета 1,75 триллион тенкĕ хушма тупăш кÿрĕ. Çапла вара нефть кăларассине чакарни пурне те усă кÿрĕ.

Крым

Крым кĕперĕ йышши проектсем патша вăхăтĕнче те, совет саманинче те пулнă. Кайран оккупантсем ăна тунă-ха, анчах япăх тунă — ăна пăр илсе кайнă. Иккĕленместĕп, хăçан та пулин Украинăпа Раççей хутшăнăвĕсем йĕркеленеççех, çакă икĕ еншĕн те усăллă пулĕ, кĕпер вара питĕ кирлĕ инфратытăм элеменчĕ пулса тăрĕ, вăл туристсен юхăмне кăна мар, экономикăна та пулăшĕ.

Крым интеграцийĕ пирки калас тăк — çурутрав аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн ăна Раççей саккунĕсем тĕлĕшпе çăмăллăхлă режимсем панă, ирĕклĕ экономика зонисем йĕркеленĕ. Анчах çакă ансат çул мар. Федераци укçа парать, анчах унпа тухăçлă усă курмалла. Ку енĕпе те вырăнти влаçсемшĕн йывăрлăхсем пур — хăйсен утăмĕсене Раççей саккунĕсемпе çураçтармалла-çке. Çакăн валли вăхăт кирлĕ.

Крымра промышленноç производствин ÿсĕмĕ лайăх — 6%. Севастопольте — 25. Ĕçсĕрлĕх шайĕ те Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Крымшăн карапсем тăвассипе, юсассипе, хими промышленноçĕпе çыхăннă производствăсем малашлăхлă. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсем те аван. Паллах, туризм. Керчь кĕперне хута янă хыççăн туристсен юхăмĕ тăруках пысăкланасси пирки иккĕленместĕп. Ĕç укçин шайĕ Крымра пĕчĕк-ха. Раççейре вăтамран 35 пин тенкĕ патнелле, Крымра 24 ытларах. Ку енĕпе те шайлашу пуласса шанатăп.

Пĕрлешÿллĕ Штатсем

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен хальхи администрацийĕ, Демократи партийĕн ертÿçисем хăйсен мĕнпур йăнăшĕшĕн айăпа тулашри факторсем çине йăвантарма тăрăшаççĕ.

Демократи партийĕ президент суйлавне кăна мар, сенат суйлавне те выляса янă — конгресра республиканецсен йышĕ пысăкрах. Çакна та эпĕ витĕм кÿнĕ-и? Апла мар. Ку ĕçлекен админи-страцире шала кайнă çивĕч ыйтусем пуррине кăтартать. Республиканец- суйлавçăсенчен нумайăшĕ Раççей Президенчĕ майлă пулни те манăн тава тивĕçлĕ ĕç мар. Ман шутпа, Америка халăхĕн пысăк пайĕ тĕнче мĕнлерех пулмалли пирки манашкал шутлать. Вĕсем пире килĕштерни лайăх, çакă хăватлă икĕ çĕршыв — Раççей тата Пĕрлешÿллĕ Штатсем — лайăх хутшăнусем йĕркелемелли никĕс пулса тăма пултарать.

АПШн паянхи администрацийĕ вара нацие пĕрлештермест, уйăрать кăна. Суйлавçăсене вăл е ку кандидатшăн сасăламалла мар тесе чĕнсе калани — нацие пайласа ярас çулпа кайни. Сăмах май, Трампшăн икĕ суйлавçă сасăламан, Клинтон госпожашăн вара тăваттăн сасăламан — вĕсем кунта та выляса ячĕç. Мĕнпур фронтра парăнаççĕ, айăплисене айккинче шыраççĕ. Манăн çĕнĕрен суйланă президентпа та, Демократи партийĕн пулас лидерĕпе те ĕçлĕ, конструктивлă хутшăнусем йĕркелес килет, çакă икĕ патшалăх халăхне усă кăна кÿрĕ.

Допинг

Пирĕн çĕршывра спортри допинг системине никам та йĕркелемен, допинга хÿтĕлеместпĕр. Анчах ытти çĕршыври пекех çивĕчлĕх пирĕн патра та пур. Пирĕн çакна йышăнмалла, допинг ан пултăр тесе пĕтĕмпех тумалла. Çак тĕллевпе Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕпе, ВАДАпа, ытти организаципе çыхăну тытса ĕçлемелле — çапла тăвăпăр та. Йышăнакан мерăсем асăннă тĕллеве пурнăçлама пулăшасса шанатăп. Унсăр пуçне Следстви комитечĕ, прокуратура допингпа çыхăннă ĕç-пуçа тĕпчеççĕ — ĕçе вĕçне çитереççех.

Манăн ВАДА ĕçне хакламалли право пур тесе шутламастăп, ку — Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн тивĕçĕ. Анчах çакăн пирки иккĕленместĕп: допингпа кĕрешекен кирек хăш агентствăн ĕçĕ уçă, ăнланмалла пулмалла, пирĕн унăн ĕç кăтартăвĕсене пĕлмелле. Вĕсем мĕншĕн вăрттăн ĕçлеççĕ? Ăнланмалла мар. Пире яланах уçă пулма хистеççĕ- çке. Çавăнпа та эпĕ пирĕн çĕршывра пысăк ăмăртусем ирттерме хирĕçленипе килĕшме пултараймастăп. Кунта политика сĕмĕ пурах. Спорта та, культурăна та политикăран тасатмалла, мĕншĕн тесен вĕсем çынсене пĕтĕçтерме тивĕç.

Пенси

90-мĕш çулсенче, 2000 çулсен пуçламăшĕнче пенси тивĕçтерĕвĕн шайĕ стажран, ĕç укçин шайĕнчен уйрăлса кайнă. Ку сферăра пĕрешкел шайлашу çуралнă, çакăн çинчен мана çынсем пĕрре кăна мар каланă — ку тĕрĕс мар.

Пысăк улшăнусем туса ирттертĕмĕр. Паян пенси тытăмĕ виçĕ элемент — стаж, ĕç укçин шайĕ тата çын миçе çулта пенсие кайма шут тытни — çинче тытăнса тăрать. Пенси тытăмне лайăхлатас ĕçре çак никĕсе тĕпе хурăпăр. Ку сферăра улшăнусене тĕплĕ сÿтсе явнă хыççăн тин пурнăçа кĕртмелле, питĕ асăрхануллă пулмалла. Çулталăк пуçламăшĕнче мĕнпур пенсионера вĕсен пенси виçине пăхмасăр 5-шер пин тенкĕ тÿлĕпĕр. Çитес çул валли нарăсăн 1-мĕшĕнчен ватлăхшăн паракан пенсие инфляци виçи чухлĕ индексацилемешкĕн укçа çителĕклĕ хывса хăварнă. Эпĕ астунă тăрăх, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене те индексацилемелле.

Украина

Украина çыннисем Раççей пирки оккупант тесе шутласси пирки калас тăк — Украина çарне хăйне Донбасра, тăван çĕршывĕнче, оккупант тесе ан хаклаччăр — акă мĕн пирки шухăшламалла. Эпир икĕ енчи тыткăнри çынсене пурне те ирĕке кăлармашкăн пĕтĕмпех тăватпăр. Вĕсене пĕр-пĕринпе улăштарни мĕн чухлĕ туллирех пулать — çавăн чухлĕ лайăхрах. Хăй вăхăтĕнче Порошенко президент «пурне те пуринпе те» улăштарас шухăша çĕкленĕччĕ. Çакăнпа килĕшетĕп. Анчах кайран çак формула хыçĕнче кăткăс самантсем пурри палăрчĕ. Ку Украина влаçĕсем Донбасра тыткăна лекнисене саккуна пăсса ирĕксĕр хăварнисем вырăнне хунипе çыхăннă. Анчах Украинăри тĕрмесенче те çын пайтах, Украина влаçĕсен шучĕпе, вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн айăпланă, çав çынсене улăштармалли списока кĕртесшĕн мар. Чăрмавĕ çакăнта. «Пурне те пуринпе» тĕк — вĕсене каçармалла, унсăрăн калаçса татăлаймăпăр.

Украинăн Крымра тытса чарнă çар служащийĕсем пирки. Вĕсене никам та асаплантарман, хĕнемен. Вĕсем ят- шывне, хăш подразделенисенче службăра пулнине, мĕнле заданипе ĕçленине пĕтĕмпех каласа параççĕ. Журналистсемпе кинорежиссерсене илес тĕк — вĕсем хăйсен ĕçĕпе кăна ĕçлесен кунта никам та тытса тăрас çук. Анчах кинорежиссер, çакна суд ĕнентернĕ, те-рактсем тума хатĕрленнĕ пулсан? Ăна режиссер пулнăшăнах ирĕке ямалла-и? Паян пĕрисене ярăпăр та, ыран теприсем килĕç. Кунашкалли ан пултăр тесе калаçса татăлмалла, çакăн хыççăн кăна амнисти пирки шухăшлама пулать — эпĕ çакна хирĕç мар.

Налуксем ÿсмĕç

Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук — 13%. Тупăша кура налук виçине тĕрлĕ тума пулать-и? Пулать. Хăçан та пулин çапла тăвĕç те, анчах хальлĕхе ку, ман шутпа, вырăнсăр. Мĕншĕн тесен çапла тума тытăнсанах пĕрремĕш утăм хыççăн иккĕмĕш, виççĕмĕш утăмсем пулĕç, юлашкинчен вара çакă хăшĕсем налук тÿлессинчен пăрăнасси патне илсе çитерĕ.

Социаллă тĕрĕслĕхе çак налук виçине ÿстермесĕрех тивĕçтерме май пур. Калăпăр, хаклă транспорт хатĕрĕсемшĕн илекен налука пысăклатса — эпир çапла тунă та ĕнтĕ. Хаклă куçми пурлăх тĕлĕшпе те çапла тунă.

ЖКХри тарифсене пĕр шайра тытмалли мел — инфляцие чакарасси. Вăл кăçал пĕчĕк пулать. Çак енĕпе ĕçлесен, инфляцие 4% шайне антарсан тарифсемпе çыхăннă лару-тăру та йĕркеленĕ.

Н.ДМИТРИЕВ хатĕрленĕ

kremlin.ru сайт сăнÿкерчĕкĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.