Комментари хушас

27 Раштав, 2016

Ертÿçĕсен шанчăклă пулăшуçи

“Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра Раççей Президенчĕн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне анлăн сÿтсе яваççĕ. Унпа Владимир Путин раштавăн 1-мĕшĕнче — шăпах “Единая Россия” парти 15 çул тултарнă кун — паллаштарни хăйнеевĕрлĕ символ. Парти çак тапхăрта çĕршыври ертсе пыракан политика вăйĕ тата пирĕн наци лидерĕн Владимир Путинăн шанчăклă тĕрекĕ пулса тăчĕ”, — терĕ “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн XXV отчет-суйлав конференцийĕнче  регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.

Çак конференцире регион уйрăмĕн 2012 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи раштавăн 23-мĕшĕчченхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Тăватă çулта мĕн тума май килни тата хăш тĕллевсене пурнăçа кĕртсе çитерейменни пирки Николай Малов каласа кăтартрĕ. «Питĕ тухăçлă ĕç тата вăй хурса тăрăшнă тапхăр пулчĕ ку. Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев ялан тенĕ пекех пĕрешкел — экономика аталанăвне парти-политика енчен тивĕçтересси, çак никĕсе тĕпе хурса социаллă пĕтĕм обязательствăна пурнăçласси, пурнăç пахалăхне лайăхлатасси», — терĕ Николай Владимирович. Вăл ЧР Патшалăх Канашĕнчи «Единая Россия» фракцийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн шанчăклă пулăшуçи — чи малтан, паллах, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне саккунсем тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес енĕпе — пулнине палăртрĕ.

Докладçă «Единая Россия» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕ республикăра пурăнакансене партин регион уйрăмĕпе, пĕтĕм шайри влаç органĕсемпе çыхăнтаракан сыпăк тесе пĕлтерчĕ. Унта граждансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Министрсен Кабинечĕн тата Патшалăх Канашĕн Председателĕсем, министрсем, депутатсем йышăннине çирĕплетрĕ. 2012 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа йышăну пÿлĕмне пĕтĕмпе 4643 çын хăйне пăшăрхантаракан ыйтусемпе килнĕ, вĕсенчен 1644-шне /35,4%/ татса пама май килнĕ, 2966-шне хурав-сĕнÿ панă, 33-шне хальхи вăхăтра пăхса тухаççĕ. Унсăр пуçне 683 çыру килнĕ. Халăха ытларах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн, çурт-йĕрпе тивĕçтерессин, социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлавĕн, промышленноçпа строительство, транспортпа çыхăну, ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен тата ытти ыйту канăçсăрлантараççĕ.

Николай Малов пăшăрхантаракан самантсем çинче те чарăнса тăчĕ. Унăн шухăшĕпе — регион уйрăмĕн Халăх фрончĕпе тачă çыхăну тытмалла, парти дисциплинине ÿстермелле, унăн членĕсен хушшинче система вĕренĕвне ĕçе кĕртмелле, кадрсем хатĕрлессине лайăхлатмалла. Çывăх вăхăтри тĕллевсем пирки калаçнă май секретарь Раççей Президенчĕн 2018 çулта иртекен суйлавне палăртрĕ.

Доклад пирки хăйсен шухăшне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Леонид Черкесов, партин ĕç тăвакан тĕп комитечĕн ФАОри департаменчĕн ертÿçи Лариса Жаркова пĕлтерчĕç. Конференцире регион уйрăмĕн секретарьне суйларĕç: вăрттăн сасăлав кăтартăвĕсемпе хальхинче те Николай Малов çĕнтерчĕ. Форума пухăннисем çавăн пекех «Единая Россия» партин съездне — вăл 2017 çулхи кăрлач вĕçĕнче иртĕ — каякан делегатсене суйларĕç.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.