Archive - 13 Çурла, 2015
Кĕçех шкула!
Ерипен те пулин çу кунĕсем иртсе пыраççĕ. Тин çеç тавралăх ешĕл тум пĕркеннĕччĕ, халь, акă, кĕçех хăйĕн çине ылтăн тĕслĕ тутăр уртса ярĕ. Вун-вун тĕслĕ çулçăсем йывăçсене ахахăн-мерченнĕн илем кÿрĕç. Улма-çырла пахчисем хăйсен сĕтеклĕ çимĕçĕсемпе тавралăха ырă шăршă сарĕç…
Шăпах çакăн пек тулăх кĕркуннен пĕрремĕш кунĕн-че хавас кăмăллă, ырă туйăмлă ачасем тăван шкулăн алăкне уçса пĕлÿ тĕнчине çул хываççĕ. Паян вара пĕлÿ çурчĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр те.
Купăста: сухан: укроп…
«Ырă кăмăллă Рая» вулакансемпе тĕл пулма хатĕр
«Тĕлĕнтермĕш тăван ен»... Çакна пĕлмен халиччен
Манăн икĕ асанне - пуç таятăп вĕсене!
Паян ир-ирех вăранчĕ Сашук. Ыйхине çĕнтерес тесе куçне сăтăркаларĕ те сарайне васкарĕ. Черетпе тăратса тухнă вăлтисене пĕр хушă пăхса тăчĕ те: «Вăлти нумай-ха пирĕн, анчах паян çĕннипе, Мускавран туяннипе пĕве хĕррине каям-ха. Пысăк хулара темиçе кун пурăнса пĕвешĕн, унти пулăсемшĕн тунсăхларăм вĕт», - терĕ савăнăçлăн арçын ача.
«Çамрăксен хаçачĕ» 32 (6073) №. 6.08.2015
“Çамрăксен хаçачĕн” редакцине Раççей шайĕнче чысларĕç
Çĕршыври регионсенче тухса тăракан 10 пичет кăларăмĕ кăна 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли вулакансен йышне хушма пултарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ /!/ - Чăваш Республикинче пичетленекен кăларăмсем. Вĕсенчен пĕри, - "Çамрăксен хаçачĕ". Унсăр пуçне "Хыпар" Издательство çурчĕн "Хресчен сасси" хаçачĕпе "Тăван Атăл" журналĕ те çак наградăна тивĕçрĕç.
Улталамасан сутуçăн ыйхă та килмест-ши?
Çул çинчи иномарка
Августăн 6-мĕшĕнчи "Юратупа наркăмăшри" "Савнă хĕр чĕкеç пек" çырупа паллашсан алла ручка тытмасăр чăтаймарăм. Çав çыру авторĕпе хирĕç ларса калаçас, чуна уçас килчĕ. Унăн кÿренĕвне питĕ аван туятăп. Хам та çавăн пек лару-тăрăва лексе курнăран çыру авторĕпе пĕрле пулнăнах кулянтăм. Анчах манпа пачах тепĕр май - этемлĕхĕн вăйлă çуррипе çапла пулса тухрĕ...
Икĕ хусах хĕл каçакан ялта
Журналистсене ури ăçта кăна илсе çитермест-ши, мĕн кăна кăтартмасть-ши? Нумаях пулмасть вăл пире Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Акчурана çитерчĕ. Тĕлĕнмелле ял. Кăнартан инçех те мар вырнаçнăскере çăтмахпа та танлаштарма пулать. Ялăн пĕр енче вăрман кашлать, унта кăмпа та, çырла та туллиех. Урам варринчех пĕве илемĕпе илĕртет. Кил-çурт умĕсем таса, тирпейлĕ. Кунта мулкачсемпе тилĕсене те курма пулать. Анчах Çĕнĕ Акчурара икĕ хусах çеç хĕл каçать. Ахăртнех, çакă ял пурнăç аталанăвĕнчен юлнипе çыхăннă. Унта çутçанталăк газĕ те çитмен, шыв пăрăхĕ те хуман. Яла асфальт çул мар, сукмак çеç илсе çитерет.