Çул çинчи иномарка

13 Çурла, 2015

Августăн 6-мĕшĕнчи "Юратупа наркăмăшри" "Савнă хĕр чĕкеç пек" çырупа паллашсан алла ручка тытмасăр чăтаймарăм. Çав çыру авторĕпе хирĕç ларса калаçас, чуна уçас килчĕ. Унăн кÿренĕвне питĕ аван туятăп. Хам та çавăн пек лару-тăрăва лексе курнăран çыру авторĕпе пĕрле пулнăнах кулянтăм. Анчах манпа пачах тепĕр май - этемлĕхĕн вăйлă çуррипе çапла пулса тухрĕ...

Сашăпа Шупашкарти хулаçум автовокзалĕнче паллашнăччĕ. Ĕç хыççăн яла каяс ĕмĕтĕмпе васкаса çитрĕм унта. Анчах юлашки автобусран та тăрса юлнине ăнлансан кăмăлăм хуçăлчĕ. Ку нумая пымарĕ. Вокзал çумĕнче пĕр-пĕрне пÿлсех хăйсен хаклă машинисене ларма сĕнекен арçынсем самантрах яла çитес ĕмĕте тепĕр хут çĕклерĕç. Самаях йывăр сумкăна машина багажникне хума хыçалти ларкăч çине вырнаçнă манран чылай çамрăк арçын пулăшрĕ. Анне патне çемçе батонпа çăкăр ялан илсе кайма вĕреннĕ те... Тата, июнь пуçламăшĕ кăначчĕ ун чухне, хăяр-помидорне те илес килчĕ, хаклă кăлпасси - сумка тулчĕ те.

Упăшкаран уйрăлнă эпĕ. Вăтăр çулта кăна качча тухрăм пулсан та упăшки арăмĕшĕн нихăçан та тăван пулманнине ир тавçăртăм. 10 çулти ывăлăма кашни каникултах пĕччен кун кунлакан анне патне хăваратăп. Уншăн тунсăхланипех кашни эрнере яла васкатăп. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.