Archive - 13 Çурла, 2015
"Тăван Атăл" журнал, 7 №, 2015 çул.
«Кама кирлĕ вăл...» Николай АНДРЕЕВ
Вениамин ТИМАКОВ. Сăвăсем
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 13.08.2015
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 32 /829/ №, 13.08.2015
ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /августăн 12-мĕшĕ тĕлне/
Сысна - тупăшлa выльăх
Килте сысна ĕрчетесси хăшĕ-пĕри шухăшланă пек кăткăс ĕçех мар. Сысна усрама тупăшлă тата кăсăк.
Сысна - тĕрлĕ апата çиекен выльăх. Вăл хăвăрт ÿсет, апат тиркемест, пысăк вите кирлĕ мар. Ĕнепе танлаштарса пăхар-ха юриех. Ĕне çулталăкне пĕр пăрушка парать, лайăх сысна ами вара пĕрре çăвăрланă чухне 10-12 çура тăвать. Çурасем хăвăрт ÿсеççĕ. Çулталăкне сысна икĕ хутчен çăвăрлать. Çак сăлтавсемех сысна тупăшлă иккенне çирĕплетеççĕ.
Хĕлхен чейĕ сиплĕ
Хĕлхене /кипрей, иван-чай/ авалтанах чей хатĕрлеме усă курнă. Унăн сиплĕхĕпе техĕмлĕхĕ пирки аван пĕлнĕ.
Хĕлхенре йÿçеклĕх сахал, ăна ахаль чей пекех хатĕрлесе ĕçме юрать. Халăх медицининче хĕлхенĕн çулçипе çеç мар, чечекĕпе, тымарĕпе те усă кураççĕ. Чей валли хĕлхен çулçине чечек çурнă вăхăтра пуçтарса хатĕрлемелле.
Хĕлхенре танин, углевод, пектин, биофлавоноидсем, витаминсем, микро-, макроэлементсем чылай. Пектин организмран йывăр металсене, пестицидсене кăларать, веществосен ылмашăвне лайăхлатать, сиенлĕ холестерина хăвалать, вар-хырăм ĕçне лайăхлатать.
Шĕкĕне мĕнле пĕтермелле?
Килти мунча шултра ăвăс пĕренерен. Пĕр-икĕ çул каялла унăн пĕренисене шĕкĕ ерчĕ. Пĕрене шăтарса сиенлекен нăрăсене мĕнле пĕтермелле?
Н.АБДУЛКИН.
Елчĕк районĕ.
Эсир çырса кăтартнă тăрăх сирĕн мунчана йывăçа çиекен шĕкĕ ернĕ. Вĕсем темиçе çул хушшинче çирĕп урай хăмисемпе уратисене юрăхсăра кăларма пултараççĕ.