Хĕлхен чейĕ сиплĕ
Хĕлхене /кипрей, иван-чай/ авалтанах чей хатĕрлеме усă курнă. Унăн сиплĕхĕпе техĕмлĕхĕ пирки аван пĕлнĕ.
Хĕлхенре йÿçеклĕх сахал, ăна ахаль чей пекех хатĕрлесе ĕçме юрать. Халăх медицининче хĕлхенĕн çулçипе çеç мар, чечекĕпе, тымарĕпе те усă кураççĕ. Чей валли хĕлхен çулçине чечек çурнă вăхăтра пуçтарса хатĕрлемелле.
Хĕлхенре танин, углевод, пектин, биофлавоноидсем, витаминсем, микро-, макроэлементсем чылай. Пектин организмран йывăр металсене, пестицидсене кăларать, веществосен ылмашăвне лайăхлатать, сиенлĕ холестерина хăвалать, вар-хырăм ĕçне лайăхлатать.
Биофлавоноидсем юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, атеросклероз, рак клеткисем аталанассине сиреççĕ. Хĕлхенре тимĕр, пăхăр, марганец нумай. Бор, молибден, титан, цинк пур.
Тимĕр гемоглобин тума кирлĕ. Вăл иммун тытăмне çирĕплетет, нерв импульсне йĕркелеме хутшăнать.
Çавăн пекех хĕлхен организма пăхăрпа, марганецпа тата ыттипе тивĕçтерет.
Макроэлементсем - кальций, натрий, фосфор, калий т. ыт. - пур хĕлхенре. Вĕсем йăлтах организм ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыма кирлĕ веществосем.
Хĕлхен чейĕ чир микробĕсене хирĕç кĕрешет, ыратнине ирттерме пулăшать, ÿт температури ÿссен чакарать, лăплантарать, кăмăла çĕклет. Вар-хырăм ĕçне лайăхлатать. Унра йÿçеклĕх çук. Гастрит, колит чухне ĕçме сĕнеççĕ.
- Хĕлхенре С витамин лимонринчен те, хурлăханринчен те нумайрах.
- Онкологие хирĕç витĕмлĕ.
- Юн пусăмне йĕркелет.
- Вăйлă антиоксидант.
- Пуç ыратнине, мигрене лăплантарать.
- Иммунитета çирĕплетет.
- Вар-хырăм ĕçне йĕркелет.
Татах çырма пулать хĕлхен усси пирки. Ун сиплĕхĕпе пĕрлех чей техĕмлĕ те тутлă. Ăна ачасене те ирĕклĕ ĕçтерме юрать.
Сиплев тĕлĕшпе усă курас тесен хĕлхене ятарлă мелпе хатĕрлемелле, сиплев йĕркине пăхăнмалла. Тухтăрпа канашлани те аван.