Комментари хушас

13 Çурла, 2015

Шĕкĕне мĕнле пĕтермелле?

Килти мунча шултра ăвăс пĕренерен. Пĕр-икĕ çул каялла унăн пĕренисене шĕкĕ ерчĕ. Пĕрене шăтарса сиенлекен нăрăсене мĕнле пĕтермелле?

Н.АБДУЛКИН.

Елчĕк районĕ.

Эсир çырса кăтартнă тăрăх сирĕн мунчана йывăçа çиекен шĕкĕ ернĕ. Вĕсем темиçе çул хушшинче çирĕп урай хăмисемпе уратисене юрăхсăра кăларма пултараççĕ.

Йывăçа сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă çĕр ытла тĕслĕ шутланать. Вĕсем ÿсекен йывăçа тата купана типĕтме хунă пĕренесене, çуртăн йывăç пайĕсене тата сĕтел-пукана сиен кÿреççĕ. Кил-çурт таврашĕнче ытларах йывăç çурта тата сĕтел-пукана çиекен шĕкĕ тĕл пулать.

Шĕкĕне аталанма çакăн пек условисем юрăхлă: сывлăш кĕмелле, унăн температури нуль градусран çÿллĕрех, йывăçра сухăр хисепĕ сахал тата йывăç типĕ /унăн нÿрлĕхĕ 20 процентран ытла мар/ пулмалла.

Йывăçа çиекен шĕкĕ темиçе тапхăр аталанать. Вĕсен пĕтĕм аталанăвĕ пĕр çулталăк хушшинче пулса иртет. Çитĕннĕ шĕкĕ нăрри çуллахи вăхăтра йывăç çурăкĕсене е кивĕ шăтăксене çăмартасем хурать. Çăмартасенчен шĕкĕн личинкисем тухаççĕ, унтан вĕсем йывăçа шăтарма пуçлаççĕ. Хуртсем пĕренене çинĕ май йывăç çăнăхĕ кăлараççĕ. Шĕкĕсем май уйăхĕнче е июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче йывăçа шăтарса тухаççĕ. Шĕкĕ тунă шăтăкăн диаметрĕ - 3 миллиметр, тарăнăшĕ - 10 миллиметра яхăн пулать. Шĕкĕ хура-хăмăр тĕслĕ, унăн тăршшĕ - 4,5 ... 5 миллиметр, çурăмĕ çинче икĕ сарă пăнчă пур, çавăнпа вăл сĕтел-пукана çиекен хурт-кăпшанкăран уйрăлса тăрать. Ăшă кунсенче сехет шакканă евĕр сасă кăларать.

Пĕренене çиекен шĕкĕ çуртăн аялти, чÿрече айĕнчи тата кĕтесри пĕренесене, урай хăмисемпе уратисене, мачча хăмисемпе каштисене, чартакри йывăç япаласене сиенлет. Урăхла каласан, кун йышши шĕкĕ сивĕ, йывăçăн температури тата нÿрĕлĕхĕ улшăнса тăракан вырăнсенче ĕрчет.

Сĕтел-пукана çиекен шĕкĕ, пĕренене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă пекех, темиçе тапхăр аталанать, сехет шакканă пек сасă кăларать. Унăн тăршшĕ - 3-4 миллиметр, вăл тунă шăтăкăн диаметрĕ - 1,5-2 миллиметр. Ун йышши шĕкĕ сĕтел-пукана кăна мар, çуртри тĕрлĕ йывăç япаласене, çавăн пекех стенасене сиен тума пултарать.

Шĕкĕне вăхăтра тупса пĕтерес тесен кил-çуртри йывăç япаласене вăхăтран вăхăта тĕрĕслемелле. Шĕкĕ ĕрчеме пуçланине асăрхама йывăр мар. Йывăç çинчи пĕчĕк шăтăксем, вĕсенчен кăларса тăкнă йывăç çăнăхĕ тата шĕкĕ кăларакан сасă тăрăх пĕлме пулать. Çавăн пекех ăна çуркунне чÿрече кантăкĕсем çинче курма пулать.

Шĕкĕ çинĕ йывăç пахалăхне лайăх тĕрĕслемелле. Япала юрăхсăра тухнă пулсан çĕннипе улăштармалла. Шĕкĕ ытти çĕрте аталанса ан кайтăр тесен шĕкĕ ернĕ йывăçа пĕр çĕре пухса çунтарса ямалла. Шĕкĕ йывăçа кăшт кăна çинĕ пулсан, вĕсене химикатсемпе сĕрсе пĕтерме пулать. Скипидарпа краççын /3:1/, бензинпа нафталин хутăшĕпе, шывра ирĕл­­тернĕ 3 процентлă фторлă натри е кремни-фторлă натри растворĕпе, çавăн пекех ятарлă шĕвексемпе усă курма юрать. Вĕсене хуçалăх таварĕсем сутакан лавккасенче туянма пулать. Çак шĕвексемпе усă курас умĕн инструкципе тĕплĕн паллашмалла. Шĕвексене шĕкĕ çинĕ йывăçа киçтĕкпе сĕрмелле е сăрă сирпĕтмелли хатĕрсемпе пĕрĕхмелле. Хутăша икĕ-виçĕ хут сĕрсен аван. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш хучĕсене 2-3 эрнерен кăна пĕрĕхмелле. Хутăша çуркунне е кĕркунне сĕрсен аван, мĕншĕн тесен ку вăхăтра шăтăкри нăрăсем çывăхра пулаççĕ.

Йывăçа шĕвекпе сĕрнĕ чухне пÿлĕмри температура 15...20 градус ăшă пулмалла. Ун хыççăн алăксене, сывлăша уçăлтармалли пăрăхсене хупмалла. Иккĕмĕш кунне пÿлĕме лайăх уçăлтармалла.

Кил-çуртра шĕкĕ ан ĕрчетĕр тесен çакна асра тытмалла: пÿрт тунă е ăна юсанă чухне çирĕп те типĕ тата шĕкĕ ермен йывăçпа усă курмалла, шĕкĕ тапăннă сĕтел-пукана пÿрте илсе кĕмелле мар. Пÿлĕмре сывлăш çаврăнăшне лайăхлатмашкăн шифоньерсене, шкафсене, сĕтел-пукана стенасем çумне хушăк хăварса лартмалла. Пÿртре йывăçран тунă тĕрлĕ япала - ещĕксем, хăма татăкĕсем, вут-шанкă тата ытти те - упрамалла мар. Шĕкĕ çутă, типĕ çуртра ĕрчеймест, çавăнпа пÿлĕмсене тăтăшах уçăлтармалла, типĕтмелле.

Василий ИВАНОВ,

инженер-строитель.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.