“Çамрăксен хаçачĕн” редакцине Раççей шайĕнче чысларĕç

Вулаканăмăрсем, йăлтах куç умĕнче. 2009-2010 çулсенче "Çамрăксен хаçачĕ" республикăри, йăхташăмăрсем пурăнакан ытти тăрăхри 5500-6000 çемьене кăна пырса тăратчĕ. Глобализаци тапхăрне пăхмасăр, Интернет тĕнчене хупăрланине шута хумасăр пирĕн кăларăма вулакансен йышĕ ÿснĕçем ÿссе пырать. Хĕллехи уйăхсенче вăл 8500 ытла экземплярпа саланать. Халĕ, ял çыннисем пахчара пуç çĕклемесĕр ĕçленĕ вăхăтра, ăна 8200 яхăн çемье çырăнса илсе е туянса вулать. Пичет продукцине халăхра саракан ассоциаци çак кунсенче пире Мускава йыхравларĕ. Сăлтавĕ те чуна хумхантараканни, хăпартлантараканни: "Çамрăксен хаçачĕн" тиражĕ ÿснĕрен пире чысласшăн. Тÿрех палăртар: пысăк хавхалану кÿчĕ Раççейĕн тĕп хулинчи "Аргументы и факты" Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприяти. Çĕршыври регионсенче тухса тăракан 10 пичет кăларăмĕ кăна 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли вулакансен йышне хушма пултарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ /!/ - Чăваш Республикинче пичетленекен кăларăмсем. Вĕсенчен пĕри, каларăмăр ĕнтĕ, - "Çамрăксен хаçачĕ". Унсăр пуçне "Хыпар" Издательство çурчĕн "Хресчен сасси" хаçачĕпе "Тăван Атăл" журналĕ те çак наградăна тивĕçрĕç. Кăсăклă тепĕр пулăм: регионсенчи вулакансен йышне ÿстернĕ 10 кăларăмран 5-шĕ çеç наци чĕлхипе тухса тăраççĕ, 3-шĕ кăна - обществăпа политика хаçачĕсем. Вĕсенчен иккĕшĕ вара Чăваш Республикинче пичетленеççĕ.

Сумлă чыслава РФ Патшалăх Думин Информаци политикин, информаци технологийĕсемпе çыхăнăвĕн комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Туманов, РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин пичет кăларăмĕсемпе полиграфи пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Часовская, Пичет, кĕнеке кăларас тата полиграфи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Кудий, Хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе ĕçлекен института пулăшакан альянсăн координаци канашĕн председателĕ Вячеслав Керов, Раççей почтин çырăнтару ĕçĕ-хĕлне аталантаракан департаменчĕн ертÿçи Михаил Казаков, почта çыхăнăвĕн управленийĕсен пуçлăхĕсем, Мускаври Издательство çурчĕсен директорĕсем, тĕрлĕ регионти пичет кăларăмĕсен редакторĕсем хутшăнчĕç.

2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен йышне пысăклатнăшăн çавăн пекех почта çыхăнăвĕн 10 управленине, çĕршыв шайĕнче тухса тăракан 10 кăларăм редакцине Дипломпа чысларĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ кил-çурт хушма хуçалăха, дачăна аталантарма, алĕçĕ тума, сывлăха упрама вĕрентекен кăларăмсем: "1000 советов", "Целебный образ жизни - вестник ЗОЖ", "Хозяйство", "100 лет здоровья"...

"АиФ" Издательство çурчĕн хăтлă залĕнче Диплом илме виççĕмĕш хут тухсан /ăнланмалла сăлтавсене пула кашни редакциренех каяймарăмăр/ зал тăвăллăн алă çупрĕ. Çĕршыври урăх нихăш Издательство çурчĕн те ун чухлĕ кăларăмăн тиражĕ ÿсмен. Раççейри пичет кăларăмĕсен тиражĕ çак çур çул валли вăтамран 22 процент чакнă вăхăтра Чăваш Республикинчи икĕ хаçатпа пĕр журнала илсе тăракансен йышĕ ÿсни тĕлĕнмелле пулăм иккенне Вячеслав Керов та хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ, обществăпа политика хаçачĕсен тиражне хăпартма майсем тупнăшăн ырларĕ, пирĕнтен тĕслĕх илмеллине çирĕплетрĕ.

Паллах, ку редакци тивĕçĕ кăна мар. Çакă сирĕнпе, "Çамрăксен хаçатне" чунран кăмăлласа вулакансемпе, пĕрле тунă пысăкран та пысăк çитĕнÿ. Халăх, уйрăмах чăвашсем, вулама пăрахманни савăнтарать. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче чăваш çамрăкĕсем валли уйрăм хаçат тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Шăпах çавăнпа ку наградăна юбилейлă çул илме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Хисеплĕ вулаканăмăрсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Туслă çыхăнăва малашне те татас марччĕ. Пурне те - пысăк тав.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Дмиитрий МОИСЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.