Комментари хушас

13 Çурла, 2015

Манăн икĕ асанне - пуç таятăп вĕсене!

Паян ир-ирех вăранчĕ Сашук. Ыйхине çĕнтерес тесе куçне сăтăркаларĕ те сарайне васкарĕ. Черетпе тăратса тухнă вăлтисене пĕр хушă пăхса тăчĕ те: «Вăлти нумай-ха пирĕн, анчах паян çĕннипе, Мускавран туяннипе пĕве хĕррине каям-ха. Пысăк хулара темиçе кун пурăнса пĕвешĕн, унти пулăсемшĕн тунсăхларăм вĕт», - терĕ савăнăçлăн арçын ача.

Утрĕ те мар, чупрĕ вăл... Чун васкать, чĕре васкать, алă васкать... Ури çеç вĕсемпе тан ĕлкĕрсе пыраймасть. Хăш чух шăва-шăва каять. Ял йыттисем те, кăнтăрла иртекене туртса çурасла вĕрсе ăсатаканскерсем, Сашук иртсе кайнă чухне ыйхине татса сасă парас темерĕç.

Хулккан хăйĕн «характерĕ». Е чĕкеç пек çăмăллăн вылянать, е наяннăн пĕр вырăнта çеç тăрать. Çапах вăлтана пулă кĕрсессĕн хулкка «чунланать». Çавăн чухне тин вăл хăйĕн илемĕпе йăлтăртатма тытăнать.

Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тенĕн, çĕнĕ вăлта пулăсене хăй патне туртать те туртать. Шыври пысăк карассене çыран çине савăнăçлăн кăларать те кăларать Сашук.

- Ир тăракан кайăк тутă пулнă тесе асанне ялан калать çав. Чăнахах, кур-ха, кĕçех витре тулать те вĕт! - тет савăт-ри пуллисене тытса пăхнă май.

Етĕрне районĕнчи Килтĕшри Александр Охотников çумне ахальтен мар ялти чи чаплă пулăçă ят çыпăçман-тăр çав. Кашни кун пĕве хĕрринчен пысăк хутаçпа е тулли витрепе таврăнать вăл. Паян та авă ĕç ăнăçрĕ унăн. Вăлтана шыва ямассерен хулкка путать, е çÿлелле çĕкленет, е хăяккăн выр-тать те ишсе вĕл-вĕл хумсем çийĕн каять...

- Тем тесен те çак кунсенче нумайрах пулă тытмалла манăн, - тет вăлта йĕппинчен пуллисене вĕçертнĕ май.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Советски шкулĕн пиллĕкмĕш класне кайма хатĕрленекен Сашук ку сăмахсене ахальтен каламасть. Ара, ыран мар, тепĕр кун юратнă асламăшĕ, Анна Александровна, шăп та лăп 80 çул тултарать. Хăнасем пуçтарăнаççĕ. Арçын ачан вĕсене пĕве кучченеçĕпе савăнтарас килет-çке.

Унăн асламăшĕ тăхăр ачаллă çемьере çуралнă, йывăр пурнăçа пула пĕртăванĕсем умлă-хыçлăн вилсе пĕтнĕ. Вĕсем йăмăкĕпе, хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕн Зинаида Александровнăпа, çеç юлнă. Çавăнпа Сашук яланах: «Манăн икĕ асанне! Эпĕ вĕсене иккĕшне те пĕр пекех юрататăп! Пурнăçра хура-шуррине нумай курнă, çапах вĕсем пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе çак çула çитни - пирĕншĕн калама çук пысăк телей! «Ватă çын - тăватă çын», - тени пурнăçăн чăнлăхĕпе килĕшсе тăрать мар-и-ха? Вĕсем пире ăса вĕрентнине, кирлĕ чухне сĕнÿ-канаш панине эпир яланах асра тытăпăр» - тесе çирĕп-летет.

Савăк кăмăллă Сашук пулăран киле юрласа таврăнчĕ. Пÿрте кĕрсен тĕпел кукринчи асламăшĕпе мăнаккăшне курсан йăл кулчĕ. Тулли витрене вĕсен умне лартса хăпартланчĕ.

- Кăшт тăхтăр, сире пулă ăшаласа çитерĕп, - тесе каллех ĕçе пуçăнчĕ.

Пĕве кучченеçне юрла-юрла тасатрĕ те пĕр пайне холодильнике хучĕ, юлнине çатмара ăшаларĕ. Ташласа тенĕ пек пиçрĕç пулăсем, сарă тĕс çапсан вĕсене турилккене хурса асламăшĕпе мăнаккăшĕ умне вырнаçтарчĕ.

- И-и-и, ачам, хăв пĕчĕк пулсан та маттурах çав, - терĕç юратнă çыннисем хаваслансах.

Ку сăмахсем арçын ачана çунатлантарчĕç, сарă хĕвел пек ăшшăн йăл кулчĕ те вĕсене икерчĕ ăшаласа, унтан çĕрулми пĕçерсе çитерме васкарĕ. Акă пушанчĕ вăл. Малти пÿрте диван çине кайса ларчĕ. Капла кичем пулнăн туйăнчĕ ăна. «Сашук, çип туянса çитерейместĕп вĕт! Мĕн туса пĕтеретĕн эсĕ вĕсене?» - тесе амăшĕ асăрхаттарни хăлхарах-ха, пĕрех вĕсене упракан курупка еннеллех утăмларĕ. Хуппине уçрĕ, чăнах та, пĕр çип те юлман иккен. «Анне ятлать-ха, анчах чун уççине хирĕç каяймастăп вĕт-ха. Манăн ахаль ларнă чухне мĕн те пулин çĕлемеллех. Чим, çилĕм ăçтарахчĕ-ши? Пурччĕ-ха вăл, килтехчĕ. Э, каллех амăшĕн сăмахĕсем аса килчĕç: «Эс, ачам, çилĕме шыв вырăнне ĕçместĕн пулĕ те? Ăна та туянса çитерейместĕп вĕт». Шухăша путрĕ арçын ача. Ара, юратнă асламăшне юбилей ячĕпе хăй ăсталанă япала парнелес тет-çке. «Лавккаран туянни урăхла вăл, хам алăпа тăрăшса пурнăçланине нимĕн те çитес çук», - тесе унталла та кунталла уткалама тытăнчĕ.

Çаплипех асламăшĕ валли хитре парне ăсталас тесе çилĕмпе çип шырарĕ. Шкапсемпе çÿлĕксем çине пăхрĕ, чÿрече саккисем çинелле тинкерчĕ. Стенка сунтăхне уçса ячĕ те - йăл кулчĕ Сашук! Унта шăпах ăна кирлисем выртаççĕ те.

 

Пĕр чĕптĕм савăнăçсăр, пĕр çутă самантсăр иртрĕ çамрăклăх

Тĕпел кукринче ларакан пĕртăван Анна Александровнăпа Зинаида Александровна Сашук пĕçернĕ апатсемпе сăйланнă май калаçу çăмхине сÿтрĕç те сÿтрĕç.

- Ах, Анна, кур-ха, халĕ сĕтел çинче тем те пур... Ĕлĕк, ĕлĕк çакăн пеккисене тĕлĕкре те тĕлленеймен-çке эпир, - терĕ Зина аппа.

Анна аппа ассăн сывларĕ. Пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн ÿсĕркелесе илчĕ.

- Эй, мĕн калăн ĕнтĕ... Пурнăçĕ такана çинчи шыв пек тăкăнса тăратчĕ çа-а-ав. Сивĕ хĕлсенче вăрмантан пĕр патак йăттармастчĕç вĕт. Турат çĕкленĕшĕн çурăм тăрăх чăпăрккапа ислетнине те илтсеччĕ. Астăватăн-и, эпир пухнă хăрăк-шанка тарăхнипе вăрман хуралçи пĕрре мар куç умĕнчех чĕртсе çунтарнине? Мĕн тери усалскерччĕ. Ăш-чикĕ унăн юхса-çĕрсе тăратчĕ ахăртнех. «Ку этемпе калаçса тăнинчен усси çук, ăна витрене ярса кивсен те, хырса çусан та кăштах та тасалас çук», - тетчĕç ун пирки нумайăшĕ. Çапла марччĕ-им, йăмăкăм? Паянхи лайăх пурнăçа курасса ĕмĕтленме те пултарайман вĕт. Халĕ авă пÿртрех юхать шывĕ. Сивви кăна мар, ăшши те. Ĕнтĕ вут-шанкă пирки кулянма-и? «Кăвак çулăм» кунĕпех пÿлĕмсене ăшăлăх парнелет. Астăватăн пулĕ, пÿртре сивĕ пулнăран кантăксем йăлтах пăрпа хупланатчĕç. Пÿрт кĕтессине те сивĕ тÿнк! тутаратчĕ. Мĕншĕн пулать-ши çакăн пек шартлама тесе пĕрре мар шухăшланă. Кивелнĕ, сап-лăклă çÿхе пиншак та хăш чухне пушшех шăнтатчĕ. Улăмпа хутса ăшăтнă пÿрт ăшши вăхăтлăх кăначчĕ çав. Пасарнă маччасенчен тумла юхса ĕлкĕретчĕ çапах... Пăт та пат тумлатчĕ вăл урайне çуркуннехи йĕпе кун пек... Пĕр чĕптĕм савăнăçсăр, пĕр çутă самантсăр çамрăклăх иртсе кайнăшăн чун тÿсмелле мар ĕсĕклет. Ара, çăлтăрсем те пĕр пек çутатмаççĕ вĕт. Хăшĕ çутă, хăшĕ аран-аран кăна мĕлтлетсе ялкăшать. Çын пурнăçĕ те çав çăлтăрсем пекех. Пĕрисем - пуян, теприсем - чухăн... Эх... Ун чухне чи йывăр вăхăтра ĕне усраман пулсан, ларнă пулăттăмăр-ши халĕ çак сĕтел хушшинче? Ĕне пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулчĕ. Е тата çурхи вăхăтăн ăшă тапхăрне епле кĕтеттĕмĕр. Кунĕсем сивĕччĕ. Ĕнен апачĕ те пĕтсе пыратчĕ. Вутă мĕнне пĕлмен кăмакан çăварĕ те хăрушшăн карăлнă пек туйăнатчĕ. Анне вилсен... Пурнăçри мĕнпур йывăрлăхĕ пирĕн çине тиенчĕ...- каласа пĕтереймерĕ сăмахне Анна аппа, макăрса ячĕ.

- Атя, аппа, куççульна шăлсам... Кассан - турпас, калаçсан - сăмах, тенĕ пек паян ĕлĕкхине аса илсе чуна ыраттартăмăр ĕнтĕ. Юрĕ, иртни иртнĕ вăхăтпах юлтăр, çав хăрушă самана урăх çаврăнса çеç ан çиттĕрччĕ. Çавăнпа та паянхи телейлĕ куншăн Турра тав! Апла пирĕн, аппа, çĕр çула çитиччен пурăнмалла. Нуши-терчĕ тем чухлех пулчĕ, çапах нишлĕ пурнăç пире аваймарĕ вĕт! Ĕнтĕ халĕ пире хĕвел пек ăшăтаканĕсем - ачасемпе мăнуксем. Вĕсене аса илсенех ывăнса суранланнă чĕре лăшах пулать. Хуйхăпа супса ытла ир пĕркеленнĕ сăн-пит те тикĕсленнĕн туйăнать, - терĕ Зина аппа.

Акă вĕсен сăн-пичĕ хĕвел çинче ялтăракан чие çулçи евĕрлĕн йăлкăшса илнĕн туйăнчĕ. Куçĕсенчен пăчăртанса тухнă вĕри куççулĕ - савăнăç куççулĕ - питçăмартисем тăрăх юхса анчĕç...

- Çиçĕм пек вĕçекен шухăшсем пĕр самантра таçта та илсе çитерчĕç çав, - терĕç пĕртăвансем.

 

Пурнăç йÿçĕ... Куççуль йÿçĕ...

Александр Архиповичпа Надежда Афанасьевна Охотниковсен ачи-пăчи сак тулли пулнă. Тăхăр пепкене кун çути парнеленĕ вĕсем, анчах выçăпа та, чирпе те вĕсенчен çиччĕшĕ умлă хыçлăн çут тĕнчерен уйрăлнă. Кĕçĕннисен, Аннăпа Зинăн, шăписем урăхларах пулнă. Вĕсене йывăр пурнăç темле лăскаса силленĕ пулин те, чĕрĕ юлнă.

Икĕ пĕртăван çумне пĕчĕклех куршанак çыпçăннă. Аслисемпе кирек епле ĕçе пĕр турткалашмасăр пурнăçланă. Çимелли пултăр тесе ашшĕ çулсерен ял кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Ултă уйăх, кашни кун, уйра ирттернĕ вăл. Тепĕр чухне амăшĕ Аннăпа Зинăна шкула пырса илнĕ. «Аçу унта пĕччен, пулăшакан кирлĕ», - тенĕ час-час класа кĕрсе.

Кун пек сăмахсем уйрăмах Зинăна хăпартлантарнă. Ара, пуян ачисем яланах кÿрентернĕ чухăн ывăл-хĕрне. Çавăнпа тăхтавра парта айĕнчен тухайман Зинăпа тусĕсем. Куштан арçын ачасенчен тем те кĕтсе илме пулнă-çке: йĕкĕлтешнĕ, çивĕтсенчен туртнă, тĕрткелешнĕ... Урок ларсан, пÿлĕме вĕрентекен кĕрсен çеç çăмăллăн сывласа янă вĕренекенсем. Тинех парта айĕнчен йăраланса тухнă... Çакăн пек пурнăç, паллах, Зинăна килĕшмен. «Кунта нуша куриччен аттепе уйра ирĕккĕн çÿретĕп. Çитменнине унăн кутамккинче çимелли те пур. Ан тив, хăш чухне уйра витрелетсе çумăр çутăр, çил ачи хÿтлĕх ыйтса макăртăр... Пурпĕрех аттепе пулатăп. Унта йĕкĕлтешекен çук. Çапла çав, хăшĕ ĕмĕрĕпех ĕçпе пиçĕхет пулин те, çукпах пурăнать. Тепри пилĕк авмасăрах пуян. Улпутла кун-кунлать. Пирĕн пеккисене çÿп вырăнне хумасть», - тесе амăшĕнчен маларах чупса çитнĕ кĕтĕве.

Пурнăç шăпи икĕ пĕртăвана ачашласа, пуçран шăлса ÿстермен. Çак тем анлăш тĕнчере йÿççине те, хурапа шуррине те сахал мар тÿснĕ. Хырăм выççи те авă тем те çитернĕ. Кĕркуннесерен уя çĕрĕк çĕрулмисем пуçтарма çÿренĕ хĕрачасем. Анчах унта кайни усси пулайман хăш чухне. Уй хуралçи самантрах хăвалама тытăннă. Пылчăк тăрăх унран тарнă чухне çăпатисем хывăнса юлни те пĕрре мар пулнă. Ĕсĕклесе пырса кĕнĕ вĕсем киле: пĕрре çĕрулмиллĕ пулайманшăн, тепре çăпата çухатнишĕн.

- Юрĕ ĕнтĕ, ан ĕсĕклĕр. Çĕннине хуçăпăр çăпатине, кантрине те лайăхраххине тăвăпăр. Ураран хывăнса ÿкмелле маррине, - лăплантарнă ашшĕ тĕпренчĕкĕсене.

Çапах та тепĕр чух çĕрĕк çĕрулмине илсе килме хевте çитернĕ пĕртăвансем. Çавна сĕтпе çăрса çинĕ. Е тата пуян ачисем вĕсен çумне куршанак пек çыпçăннă.

- Сире çăкăр парăпăр, эсир пире çĕрĕк çĕрулми çитерĕр-ши? Çавна уйра питĕ нумайăн пуçтараççĕ, тутлă-шим вара вăл? - тесе вĕсен патне пĕрре мар килекен пулнă.

Ĕне те, лаша та тытнă Охотниковсем. Утти-улăмне ăçта май килнĕ, çавăнтан пуçтаркаланă.

- Картишре выльăх-чĕрлĕх пулмасан, мĕнпе пурăнмалла? Сĕчĕ паха, анчах ăна куркана яриччен мĕн чухлĕ тертленмелле-çке. Атя, ирт, ирт шалалла. Ăшăнма кĕрсем. Мухтав Турра, эсĕ пур пирĕн, мăклашка. Ачасене телей кÿрсем, - тенĕ амăшĕ хĕл кунĕсенче ĕнене пÿрте хăваласа кĕртмессерен.

Ах, пуян çын ачисен тетте тавраш тем чухлех пулнă, Аннăпа Зинăн та çавнашкаллипе выляс килнĕ. Анчах çук пурнăç ура хунă-çке... Пĕр кунхине Зина ашшĕн пушăтне ыйтмасăр вăрттăн илнĕ, тăрăшса лаша-тетте ăсталанă. Çăпатине те çыхма хăтланса пăхнă. Çакăншăн ашшĕнчен лайăхах лекнĕ ăна.

- Эй, ачу-пăчу! Кур-ха эсĕ ăна! Лайăх япалана сая яни çеç вĕт ку! Çулсем иртсен, пурнăç улшăнĕ. Çынсем çăпатана манĕç, атă-пушмак тăхăнса çÿрĕç. Анчах çав ырăлăха эпир кураяс çук. Çăпата хуçма вĕренни те ахалех пулĕ, - тенĕ ашшĕ хĕремесленсе.

«Лайăх пурнăç тет-ха атте, анчах... Еплерех-ши вăл? Сĕтел çинче нумай-нумай çăкăр выртни е курăк çинчен манса тăраниччен çĕрмен çĕрулми çини-и? Ăнланма пултараймастпăр. Ĕненме те йывăр тата», - пăшăлтатнă хĕрпĕрчисем пĕр-пĕринпе.

Амăшĕ куç чирĕпе аптăранă, операци тунă хыççăн каллех тырă вырма çÿренĕ. Йывăр пулнă хĕрарăма, чир шала кайнине пула сарăмсăр вилнĕ. Кил-çурт кĕске хушăрах вăрă пăлхатса хăварнă пек пушанса, арăш-пирĕшленсе юлнă. Сÿнтернĕ çурта пек лапах сÿннĕн туйăннă пурнăç ашшĕпе хĕрĕсене.

- Пурнăç йÿçĕ... Куççуль йÿçĕ... Пĕтĕмпех йÿçĕ... Макăрнипе аннене тăратса лартаймăн та çав. Ах, пĕр кĕтмен çĕртен, сасартăк ванчĕ пирĕн телей. Паянхи тÿпе пек... Авă тÿпе янкăр тăратчĕ, хĕвелпе ялкăшатчĕ. Тепре пăхнă çĕре типме çакнă саплăклă пиншак пек хура пĕлĕтсем карса илме те ĕлкĕрнĕ. Анчах тÿпене çынпа танлаштарни вырăнсăр. Тÿпе, çил вăйлăрах вĕрме пуçласан, хăйне хупăрласа илнĕ пĕлĕтсенчен хăтăлать, уçăлать. Пирĕн хуйха вара нимĕнле те ирттереймĕн, - хÿхленĕ Аннăпа Зина.

Пушшех йывăр тапхăр пуçланнă. Çемьене çăмăллăх паракан ĕнене сутма тивнĕ. Çимелли те хĕсĕкленнĕ. Ашшĕ хĕрĕсене ир-ирех вăратнă.

- Ачамсем, çав мучи тахçанах ура çинче ахăртнех, чĕлĕмне те туртса ячĕ пуль. Каçса йывăç кăмпине тивертсе килĕр, кăмака хутма вăхăт çитнĕ, - тесе куллен урам урлă пурăнакан ватă патне янă.

Ара, унăн хĕлхем кăлармалли вутчулĕсем пулнă-çке. Хăй патне пыракана яланах хапăл туса кĕтсе илнĕ мучи, кашнинех кăмпасене тивертсе панă.

Тем пек тăрăшса ĕçлесен те пурнăç лайăхланни сисĕнмен. Ĕне усранă вăхăтсене час-час аса илнĕ Охотниковсем. «Савăта янратмаллах пĕрĕхсе, сирпĕнсе анакан сĕт хăйне май кĕвĕ калатчĕ, чуна савăнтаратчĕ. «Сире валли! Сире валли!» - акă епле илтĕнетчĕ сĕт кĕвви-такмакĕ. Ун чухне сĕт те, турăх та пурччĕ... Халĕ вара?» - куляннă чухăн çемье.

Пĕр кунхине ялти хĕрарăм Зинăна Ростов облаçĕнчи пĕр колхоза ĕçлеме илсе кайнă. Маруç ĕне сунă, хĕрача лашапа пĕр ялтан тепĕр яла сĕт турттарнă. Çуна çинчен бидона йăтса илме вăйĕ те пулман Охотниковсен кĕçĕн хĕрачин. Çакна кура ял çыннисем ăна тĕрлĕ кучченеçпе хăналама тытăннă. Хуран кукли, икерчĕ, хăяр сĕнекен те пулнă. Çынсем хĕрхеннине кура куçĕ куççульпе тулнă чăваш хĕрачин. «Тавтапуç, тавтапуç», - тенĕ шăппăн кашнине.

 

Çил ачисем «хăнана» кĕреççĕ

Ростов пристанĕ. Зина тăван тăрăха кайма хатĕрленнĕ. Шупашкара çул тытакан пăрахута кĕтсе ларнă. Урине кантарас тесе пушмакне те хывнă... Ыйха путнине сисмен те, ара, тăван тăрăха хăвăртрах çитес ĕмĕтпе хăпартланнăскере ырă ĕмĕт сăпкара утьăкка сиктернĕ-çке. Кăштахран шарт! сиксе вăраннă. Чăматанĕсемпе пушмакĕ çуккине курсан ирĕксĕрех куççулĕ пăчăртанса тухнă. Тăварлăскер питçăмарти тăрăх шăпăртатса юхнă. «Киле, киле епле таврăнмалла капла? Аттене мĕн тесе каламалла?» - тесе чунтан куляннă. Ниçта кайса кĕреймен енне пристань хĕррине чупса пынă. «Шыва чăмсан?.. Пĕтĕм хуйхи-суйхи пĕтĕ. Нивушлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлас? Эх, пурнăç! Ку таранччен ют çын япалине хапсăнман. Хам ĕçленипех тăранса пурăнннă. Ĕнтĕ манăн умра пĕр шанчăк çути те çук. Ăçта пăхсан та сĕм тĕттĕм хÿме», - тесе ассăн сывласа шухăшланă. «Чим-ха, чим... Тăхта, ан васка», - тесе хăлхи патĕнче такам пăшăлтатнăн туйăннă... Зина хăйпе хăй: «Тен... Тен, чăнах та... хăçан та пулин мана та çутă кун курăнĕ. Хăшĕ-пĕри лайăх пурнăç пулатех тесе ĕнентерет-çке...» - тесе калаçнă. Çакăн пек кулянса ларнă вăхăтра чул евĕр сивĕ те çÿçенчĕк шухăша сирсе такам: «Кам чăматансем çухатнă!?» - тесе кăшкăрса янă. Вăрт çаврăннă сасă еннелле чăваш хĕрĕ, ют çын хайхи чăматансемпе тăрать иккен. Хăй япалине самантрах палласа илнĕ. Çĕр çинче ырă çын сахал мар пулнине ăнланнă, ăна пушмак вырăнне çемçе йышши пысăкрах атă тăхăнтартса янă.

«Таçта çитсен те, темле çутçанталăк куçа тыткăнласан та чун тăван ялах туртăнать. Кунта чечексем те хитререх, кăтра пĕлĕтсем те çăмăллăнах шуса иртеççĕ, çумăрĕ те ăшăрах, сывлăшĕ те сиплĕрех...» - шутланă вăл Килтĕше таврăнсан.

Тăван кил алăкне уçса ярсан пушшех хĕпĕртенĕ. Ашшĕне уринчи атта парнеленĕ. Хайхискер унччен хытă кирзă атăпа çÿрекенскер çав тери савăннă.

- Ах, хĕрĕм, ку япалана тĕкрен тунă пулĕ, ытла çăмăл, - хĕпĕртенĕ парнене тыткаласа пăхнă май.

...Урама тухмассерен ашшĕ улăм витнĕ çурчĕ çине пăхса ассăн сывланă.

- Эккей, пÿрте шыв та анакан пулчĕ... Хĕллесенче çил-тăман кĕмен-тухман çурăк хăвармасть. Шăхăрать, урса кайнă евĕр. Йĕрет, темшĕн кÿреннĕн. Выçă кашкăртан та хăрушăрах улать. Кивĕ пÿрт пĕренисен хушшинчен çил ачисем йăпăр-япăрах кĕрсе тухаççĕ пирĕн пата «хăнана». Пÿрт-çуртри пур-çук ăшша урамалла хăвалаççĕ. Мăрье те татти-сыпписĕр улать... Пĕренесен хушшинчен те çил ачисем чупакан пулчĕç... Мĕнле вăй çитерсе çĕнĕ пÿрт лартмалла-ши, ачамсем? - тесе хуйхăрнă вăл ниçта кайса кĕрейми. - Тен, кăна пăсса тăпăл-тăпăлли, пĕчĕкреххи хăпартса лартма май килĕ?

Çак калаçу хыççăн кашниех тарăн шухăша путнă. Пурте асапланнă, чунне ыраттарнă. Шухăшланă чухне вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте юрлă-пăрлă çиле хирĕç пынăнах туйăннă.

Каланă - тунă. Ишсе тăкнă çĕрĕшнĕ çурта. Тем пек тăрăшсан та вара çĕннине тума вăй çитереймен.

- Ых, паянхи самана вăл! Шухăшланă ĕмĕте пурнăçа кĕртме памасть иккен. Ĕнтĕ ни пĕчĕкки, ни пысăкки пулаймарĕ. Мĕн тумалла малашне? - тесе çаплипех хуйхăрнă кил пуçĕ.

Çитмен пурнăç икĕ пĕртăвана инçе çула хăваланă. Зина маларах Волгограда тухса кайнă. Шăп çавăнта пĕрремĕш хут шурă кулачă çисе курнă вăл. «Ах, мĕн тери тутлă-ă-ă! Çăвара хыпсанах юр пек ирĕлсе каять», - тесе хĕпĕртенĕ.

Кăштахран Анна та ялти çынсемпе вербовкăпа Мускава çул тытнă... Ялтан тухса аслă çул çине пăрăннă. Утнă та... каялла çаврăнса пăхнă. Каллех утнă. Каллех çаврăнса пăхнă. Пĕчĕкçĕ пÿрт умĕнче хăйне ăсатакан амăшне курнăн туйăннă ăна... Тăван ялĕ çав тери инçете, çичĕ тинĕспе çичĕ ту хыçнех тăрса юлнăн туйăннă...

Мускав... Ют çĕрте, ют çĕртех... Çыннисем те, çурт-йĕрĕ те, вĕçен-кайăкĕсем те, ирпе каç та, халичченхи шăрăх та... Каялла каяс ĕмĕчĕ те пуçра амаланнă, анчах килĕн-чи пăсса хунă пушă çурт вырăнĕ куçĕ умне тухнă та... çав шухăш çийĕнчех сирĕлнĕ. «Укçа тумалла, аттене пулăшмалла», - тесе çирĕп тĕллев лартса йывăр ĕçе кÿлĕннĕ.

Çул тунă çĕрте вăй хунă Килтĕш çамрăкĕсем. Çăмăл пулман. Ĕç кунĕ вĕçленсен Мускав урамĕсем тăрăх уçăлса çÿреме вăй-хал та юлман. Çак йывăрлăха чăтаймасăр çирĕм пилĕк çамрăкран çирĕм иккĕшĕ каялла яла таврăннă. Анна, кирек епле ĕçе те тирпейлĕ пурнăçлама хăнăхнăскер, вĕсемпе кайма килĕшмен. Вăл хăйне шаннине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. «Ырă ут хыççăн пин ут шыв ĕçет, теççĕ. Ырă çыннăн ырă тĕслĕхĕ теприн чун-чĕринче яланах пархатарлăх çуратать, ăна маттуртарах, лайăхрах пулма пулăшать», - тенĕ ĕçчен Анна пирки.

Çăкăр 9-18 пус, пĕр килограмм какай 2 тенкĕ пулнă-тăк, уйăхри ĕç укçи 110-120-шер, чи пултаруллисен 130-шар тенке ларнă. Ашшĕне яла укçа, тĕрлĕ япала ярса пама тăрăшнă вăл. Çурт хăпартса лартас шухăш та пуçран кайма пĕлмен... Пĕррехинче яла курма кайма пуçтарăннă Анна. Çакна сиссе пĕрле вăй хуракан пике, Женя, кучченеç тата калуш тыттарса: «Çаксене, тархасшăн, ÿркенмесĕрех киле кĕртсе пар-ха», - тенĕ. Анна килĕшнĕ. Ивановсем патне пырса кĕрсен ĕçчен те пултаруллă хĕре Женьăн шăллĕ, Михаил Иванович, тÿрех куç хывнă... Каччăшăн Турă çырни хапха умне килнĕ евĕрех пулса тухнă.

 

Шăматкун: пуçтарăнсан атте-анне килĕнче...

Кĕçех çамрăксем çырăнмасăрах пĕрле пурăнма тытăннă. 1960 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Михаил Ивановичпа Анна Александровнăн пĕрремĕш пепки Зоя çуралнă. Хыççăн Юрий, Алина, Сергей тата Луиза та кун çути курнă. Ача çуратнă хыççăн Анна аппа вĕсене нумаях утьăкка сиктереймен, тÿрех ĕçе тухнă. Колхозра, стройкăра, çăкăр заводĕнче хăйне шанса панă ĕçсене тивĕçлĕн пурнăçланă. Кирек ăçта та ĕç кунне ытлашшипех тултарнă вăл.

Дояркăра Аннăпа Зина та ĕçленĕ. Ĕçе ирхи виççĕрех васканă. 20 ĕне таранччен алăпа сунă вĕсем. Сĕт лартнă шыва сивĕт-ме тесе вакла-вакла пăр янă. Тислĕк тасатнă, кĕтÿçĕсемпе кĕтĕве тухнă.

Алă ĕçĕпе те ăста пулнă Анна Александровна. Ачисем валли вăхăт тупса тĕрлĕ япала çĕленĕ. Пĕррехинче Зоя хĕрĕ валли Çĕнĕ çул тумĕ хатĕрленĕ. Çак çи-пуçа пысăк хак панă шкулта, вăл пĕрремĕш вырăна тухни амăшне те савăнтарнă.

Зина вара Анна аппăшĕн тĕпренчĕкĕсене хăй ачисем пекех юратнă. Тутлисемпе хăналанă, тум-юм та туянса панă, ăса та вĕрентнĕ...

Унтанпа шыв-шур нумай юхнă. Ĕнтĕ Михаил Иванович çĕре кĕни те чылай вăхăт иртнĕ. Çын кăмăлĕнчен нихăçан та иртеймен вăл... Кама кăна ырă туман пуль тата: пĕрне пÿрт тăрри витме пулăшнă, теприне - качча каяс хĕрне арча ăсталаса панă, виççĕмĕшĕ валли çăматă тĕпленĕ. Чăн та, тытман-пултарман ĕçĕ пулман унăн: алăк янахĕ касмалла - каснă, хуран сапламалла - сапланă, çава туптамалла - туптанă... Хăех платник, тимĕрçĕ пулнă. Ашшĕне кура ывăлĕсем те, Юрăпа Сергей, пĕчĕкренех пăчкă-мăлатукпа усă курса кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама хăнăхнă.

Ывăл ача - йăхри ылтăн юпа, теççĕ. Паян килти вучах вутне тытса тăраканĕ - Сергей. Хăй çемйипе кил ăшшине упраканĕ. Çитес кунсенче 80 çул тултаракан Анна аппа та ахаль лармасть. Ялан пахчара кăштăртатать. Аякран ачисем килсен куçĕ савăнăç куççулĕпе тулать. Ун пек чухне Анна аппапа пĕрле Зина аппа та хĕпĕртет! Пĕр-пĕринчен аякрах пурăнмаççĕ те, вăшт çеç çитсе ларать йăмăкĕ аппăшĕ патне.

- Аннан ывăл-хĕрĕпе савăнса ларатăп ĕнтĕ, Турри хама ача пÿрмен те. Халĕ авă хама пулăшаççĕ. Хавхалантараççĕ те вăй тапса тăрать пек! Ара, 78 çулта пулин те тата та тата пурăнас килет. Ĕне ĕмĕрĕпех усранă, паян та картишре пур вăл! Кăçал çитменнине йĕкĕреш пăруларĕ. Мишкăпа Маруç. Ай, мĕн тери юрататăп эп вĕсене! Пĕрре çапла урама тухса пăрусене çепĕççĕн йыхăртăм: «Мишка, Маруçка!» - терĕм. Урампа иртсе пыракан ача тăп чарăнчĕ те: «Эсир мĕншĕн пăрăвăра манăн анне ятне хунă?» - терĕ кăмăлсăрланса. «Ара, аннÿне мар, хăвна та палламастăп. Пĕлнĕ пулсан-и? Апла хăтланмăттăм», - хуравларăм кула-кулах. Паянхи пурнăçпа кăмăллă эпĕ. Çиме çăкăр пур, çумра çывăх та юратнă аппампа ачисем пур. Вĕсен сывлăх пултăрччĕ çеç. Унтан ытла тата мана мĕн кирлĕ? Тата йăпанăçăм, картише илем парнелекенсем - ĕнепе пăрушĕсем. Ĕне ĕлĕкех çемьене тăрантараканĕ пулнă, сăваплă чун пек шутланнă. Паян та çавах, - тет Зина аппа ялан.

...Пĕртăвансем шăматкуна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ара, уявĕшĕн мар, чун юратнă ачисем атте-анне кĕрекине пуçтарăнаççĕ вĕт-ха. Тен, чуна пырса тивекен, халăх юратакан «Пĕррехинче, çурхи лăпкă каç, пуçтарăнсан анне килĕнче...» юрă сăмахĕн-чен пуçлĕç ăшă тĕлпулăва...

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Етĕрне районĕ,

Килтĕш.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.