«Ырă кăмăллă Рая» вулакансемпе тĕл пулма хатĕр

13 Çурла, 2015

Валентина Тарават çыравçă ятне ватти те, вĕтти те пĕлет. Мĕншĕн тесессĕн вăл вулакан кăмăлне шута хурса, ăна мĕн кирлине чунпа туйса ĕçлет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупаять. Пурнăç хура-шурне астивнĕ хисеплĕ ватăсем-и, ура çинче çирĕп тăракан кил хуçисемпе мăшăрĕсем-и, çутă малашлăх çинчен ĕмĕтленекен яш-кĕрĕм-и, чарусăр та хаваслă шăпăрлансем-и - Валентина Николаевна кашнинпе уйрăм калаçнăн туйăнать, кама мĕн канăçсăрлантарнине йăлт курса-асăрхаса тăрать.

Урăхла пултараймасть те вăл. Ара, çыравçă тивĕçĕ çавăнта-çке-ха: вулакана тĕрĕс çул-йĕр кăтартасси, кирлех тĕк шырава пĕрле илсе тухасси, пăшăрхантаракан ыйту хуравĕсене тупма пулăшасси, шухăша ярасси... Ахальтен мар Плиний Кĕçĕнни: «Литература - чун эмелĕ», - тенĕ. Эппин, çыравçă - чун сиплевçи. Валентина Тарават - поэт, прозаик, куçаруçă, композитор. Малтанхи хайлавĕсене вырăсла çырнă, кĕнекисем те çак чĕлхепех пичетленсе тухнă. 1989 çултанпа вара чăвашла та шăрçалать Валентина Николаевна. Чăваш кĕнеке издательствипе тачă çыхăнса ĕçлет вăл. 1991 çулта «Ĕçчен мăнук» /сăвăсем/, 1994 çулта «Хура хăлха» /калавсем/ кĕнекесем кун çути курнă кунта. Çавăнтанпа издательствăпа автор хушшинчи туслăх çирĕп-леннĕ çеç. «Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ кашни кĕнеке мана пысăк хавхалану кÿрет. Хамăн пултарулăха тивĕçлипе хакланăн туйăнать», - тет Валентина Николаевна.

Нумай пулмасть вара асăннă издательствăра 1000 экземплярлă тиражпа Валентина Тараватăн çĕнĕ кĕнеки - «Ырă кăмăллă Рая. Добрая Рая» - пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Наталия Васильева. Кĕçĕн çулти шкул ачисене валли хатĕр-ленĕ кăларăма çирĕм пĕр сăвă кĕнĕ. Чи пахи - вĕсене чăвашла кăна мар, вырăсла та вулама май пур. Тепĕр чĕлхене сăвăсене тăлмачă куçарман, автор хăех шăрçаланă. Тĕп шухăша вулакан патне автортан лайăхрах кам илсе çитертĕр-ха ĕнтĕ?

Хамăр сăмаха сăвăпа çирĕплетер-ха. Вырăсла та, чăвашла та яка вуланать вăл. Ăна савăк кăмăлпа çырни тÿрех сисĕнет. Унра ăшăлăхĕ те, ырă кулăшĕ те пур.

«Вăрмана çырлана»:
Вăрмана çулсем чупаççĕ...
Макçăмпа Антун васкаççĕ.
Икĕ тусăн - ик пурак.
Васкама сăлтав пурах.
 
Юнтарать Антун:
- Канар!
- Çук, Антун, атя васкар.
Юратмасть кĕтме çырла.
Пиçнĕ - тат юрла, юрла...
 
«В лес по ягоды»:
По извилистой дорожке
В лес спешат Максим с Антошкой.
У обоих по лукошку.
- Отдохнем, Максим, немножко.
 
- Нет, - сказал Максимка строго, -
Ягоды не любят ждать.
Подождут еще немного -
И бегом других искать...

Чылай сăвăри сăнарсем - хастар та маттур ачасем. Вĕсем çумăртан та /«Шиксĕр. Храбрая»/, çил-тăманран та /«Хĕлле. Зима»/ хăрамаççĕ, ырă кăмăла мала хураççĕ /«Ырă кăмăллă Рая. Добрая Рая»/, шухăшĕсене пурнăçа кĕртме ĕмĕтленеççĕ /«Пăрахут. Пароходик»/, алă ĕçне хăнăхаççĕ /«Ăстасем. Мастерицы»/, ÿсен-тăраншăн,йывăç-курăкшăн пăшăрханаççĕ /«Пысăк ÿс. Расти большой», «Хăва. Ивушка»/. Аслисене итлеменни мĕн патне илсе çитернине «Тÿсме тивет. Потерпеть придется» сăвă кăтартса парать. «Пулăпăр туссем. Будем друзьями» ятли вара Атăлпа туслашма, анчах унăн хушăвĕсене асра тытма хистет. «Çумăр. Дождь» сăвă та тимлĕхе çухатмалла мар тесшĕн:

Кĕмсĕртетрĕ аслати:
«Эй, итле, этем ачи!
Çиçĕм çиçнĕ вăхăтра
Аякка тăр йывăçран.
Шыв ислетнĕ йывăçа
Пултарать çапма аçа».

Кĕнекере кушак сăнарĕ те час-часах тĕл пулать. Вăл е наян /«Наян кушак. Ленивый кот»/, е мăн кăмăллă /«Кÿренÿ. Обида»/, е хаваслă /«Каçару. Прощен»/.

«Ырă кăмăллă Рая. Добрая Рая» кĕнеке хула шкулĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче те усăллă пулĕ. Сас паллисемпе тин кăна паллашма пуçланисене вара сăвăсене çитĕннисем вуласа параяççĕ. Çумра аслисем пулман хушăра та шăпăрлансем кичемлĕх ытамне путмĕç, кăларăмри ÿкерчĕксене пăхса киленĕç. Ара, страницăсене илемлетекен ÿкерчĕксем çутă та ĕлккен-çке-ха. Вĕсене курсассăн хăвăн та алла кăранташпа хут тытса ÿкерме пуçăнас килет.

«Ырă кăмăллă Рая» вулакансемпе тĕл пулма хатĕр. Тантăшăмăрсем, эсир вара хатĕр-и?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.