Шăл пастиллĕ питпе вăранни... асран тухмасть
Çуллахи вăхăтра вожатăйсем лагерьте канакан ачасемшĕн тус-юлташ çеç мар, атте-анне те пулса тăраççĕ. Вĕсем çывăх çынсем пекех арçын ачасемпе хĕрачасемшĕн яваплă-çке. Апатне çителĕклĕ çиеççĕ-и, пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ-и... - вожатăйăн йăлтах сăнамалла. Хальхи вăхăтра çак ĕçе студентсем те явăçаççĕ. Экзаменсене тытнăскерсемшĕн кану лагерĕ - опыт пухмалли шкул. Унта кашниех хăйне тĕрĕслеме пултарать. Республикăри аслă шкулсенче вĕренекенсем Чăваш Енри çеç мар, Хура тинĕс хĕрринчи кану лагерĕсенче те вожатăйра тăрăшаççĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл-и?