Комментари хушас

2 Утă, 2015

Аякри тăвансене пуçтарчĕ «Эткер»

Çак кунсенче пирĕн республикăри «Кĕрен парăс» кану çуртĕнче тĕрлĕ регионта пурăнакан чăваш ачисене çулсерен пуçтаракан «Эткер» лагерь уçăлчĕ. Чăваш чĕлхипе литератури олимпиадисенче, юрă-ташă, ăс-хакăлпа литература пултарулăх ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ тата палăрнă Пушкăртстанпа Тутарстанра, Ĕренпур, Чĕмпĕр, Тюмень, Сарă Ту, Пенза облаçĕсенче, Мускавра тата Чăваш Енре пурăнакан 35 маттур шкул ачи кунта килме тивĕçлĕ пулчĕ.

Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ачасене паллă пулăмпа саламлама килнĕ хăнасем хĕрачасемпе арçын ачасене тĕрлĕ ăмăртупа вăй-хал вăййисенче маттур та сатур пулма, пĕр-пĕрне пулăшма, чăвашла илемлĕ калаçма вĕренме, вăхăта усăллă ирттерме, сывлăха çирĕплетме ырă сунчĕç. Пушă вăхăтра вулама тата тавракурăма ÿстерме К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине, Ф.В. Искендеровăн, И.Ф. Искендеровăн, Е.Ф. Костинăн «Азбука чувашских орнаментов и эмблем» кĕнекине, «Тантăш», «Чăваш тĕнчи» хаçатсемпе «Самант» журнал пурне те парнелерĕç. Хăнасем, лагерь ачисене тупа сăмахĕсене каланă хыççăн Чăваш Ен тата Раççей символĕсене ÿкернĕ галстуксене çыхса ячĕç, мĕн смена вĕçленичченех вĕсем «Туслăх» ушкăн хастарĕсем пулнине пĕлтерсе саламларĕç.

Чăнах та, «Туслăх» ушкăна чи маттур та мал ĕмĕтлĕ ачасем пуçтарăннине вĕсен пултарулăхне курсан туйса илетĕн. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕскерсем, хăйсен енчи тата тăрăхĕнчи чăваш юрри-ташшипе, Константин Ивановăн «Нарспи» Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкĕсене вуланипе, шăхлич ăста каланипе, такмаксем шăрантарнипе куракансене савăнтарчĕç.

«Эткер» лагерьте ачасем утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен канаççĕ. Лагерь ертÿçи И.А. Диарова тата А.М. Степанов, Л.В. Кудрявцева воспитатель ĕçтешсем вĕсен канăвне усăллă ирттерме интереслĕ те кăсăк программа хатĕрленĕ. Аякран килнĕ чăваш ачисем Шупашкар хулин историллĕ вырăнĕсемпе музейĕсене, Атăл ГЭСĕн музейне, Андриян Григорьевич Николаев космонавт çуралса ÿснĕ Шуршăл ялне çитĕç, Муркаш районĕпе паллашĕç. Чăваш Республикинчи чи ватă юмана пуç тайĕç. Паллă поэтсемпе, писательсемпе тата ÿнер ăстисемпе тĕл пулма та палăртнă. Ăсталăх урокĕсенче сăвă-калав çырма, тĕрĕ тĕрлеме тата çĕнĕ ташă-юрă вĕренĕç, кашни кун чăваш чĕлхине вăйă урлă ăса хывĕç.

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: «Аякран-аякран килсе çитрĕмĕр «Кĕрен парăса»!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.