Архив - 2 Июл, 2015

2 Июл, 2015

«Тантăш» 27 (4441) №, 02.07.2015

2 Июл, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 26 (6067) №. 2.07.2015

Шыв хĕрринче хĕртĕнекен амăшĕ ачи çуккине 1 сехетрен çеç асăрханă.

Чăваш чĕлхине вĕренме Люксембургран килнĕ Томас - пирĕн хăна.

Çул çитмен ачана ют çĕршыва аслисемсĕр яма май пур-и?

2 Июл, 2015

Волонтер ĕçĕ кăсăклă çеç мар...

Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă çамрăксене патшалăх премийĕ парса чысларĕ. Çак йышра И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Арина Максимова та пур. Наградăна мĕншĕн тивĕçнĕ-ха вăл?

2 Июл, 2015

Этем çăмăлттайлăхне витĕм кÿрĕ-и?

Форумсенче кăçалхи июль уйăхĕ хĕрÿ пуçланнине сÿтсе яваççĕ. Сăмах шăрăх çанталăк пирки маррине чухларăр пулĕ. Çуллахи иккĕмĕш уйăх пачах тепĕр май - сивĕрех кунсемпе пуçланчĕ-ха. Форумсенче çĕршыври чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - çул-йĕре пырса тивекен çĕнĕ саккунсене - сÿтсе явма тытăннă. Водительсемпе çуран çÿрекенсен тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ йĕркесем июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

2 Июл, 2015

Вaрмана - çырлана

Вăрмана çырла е кăмпа пуçтарма каяс тесессĕн чи малтан тумтиртен пуçламалла. Тăхăнасси, паллах, çанталăк мĕнле тăнинчен те килет. Шăрăх çанталăк тăрсан та кĕске йĕмпе /шорты/ кĕске çанăллă футболка вăрманта юрăхлă мар. Никамăн та вăрăмтуна-ÿпре апачĕ пулас килмест ĕнтĕ. Вăрăм çанăллă кĕпе, шăлавар тăхăнмалла. Çирĕп пусмаран çĕленĕ спецовка пулсан аван. Пуçа хÿтĕлесси пирки те манмалла мар: хĕрарăмсене тутăр юрать, арçынсен кепка е капюшон пулмалла. Вăрманта çÿренĕ чухне сăвăс лекме пултарасса та ан манăр. Вăхăт-вăхăт пĕр-пĕрин пит-куçне ÿт-пĕвĕн ыти уçă вырăнĕсене пăхкаласа тăмалла.

2 Июл, 2015

“Эдик алăк уçса кĕрессĕн туйăнать...”

Вăрмар районĕнчи Чĕкету ялĕнче кун кунлакан Надежда Сорокина пĕртен-пĕр ывăлне Эдуарда салтака ăсатнăранпа 21 çул хыçа юлнă. Çимĕк каçхине ывăлне алшăлли çакса, каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çиттĕр тесе пил парса ăсатнă чухне амăшĕ, чĕри уйрăлăва сиссе канăçсăррăн тапнă пулсан та, усала сисмен. Çÿллĕ те тĕреклĕ салтакăн киле чĕрĕ-сывă çаврăнса çитмеллеччĕ те... Чечня вăрçи мĕн чуль амăшĕн чĕрине куççульпе çăвăнтарчĕ. Малалла вулас...

2 Июл, 2015

“Анне мана фермăна ĕçлеме ярасшăнччĕ”

Пĕр вăхăт сцена çинчен çухалнă Елена ОСМАНОВА юрăç халăх умне тепĕр хут тухсан чылайăшĕ вăл çĕнĕрен çĕкленесси пирки самай иккĕленчĕ. Унпа мана Александр Мингалев юрăç 25 çул каялла паллаштарнăччĕ. Пултарулăх çулĕпе пĕрле утма тивнипе Еленăн пурнăçĕпе интересленсех тăтăм.

2 Июл, 2015

“Çамрăксен хулинчен” урăх çын пулса таврăнтăм

«Эпĕ хамăн «Çамрăксен хулине» манмăп»... Çапла çыраççĕ социаллă сетьре Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче 5 кун иртнĕ мероприятие хутшăннисем. Кăçалхи «Çамрăксен хули» хăйĕн ытамне республикăри тĕрлĕ район-хуларан çеç мар, федерацин Атăлçи округĕнчи регионĕсенче пурăнакан 1300 çамрăка пухнă. Июнĕн 2-7-мĕшĕсенче иртнĕ форумра вĕсем çĕннине чылай пĕлнĕ.

Страницы