Архив - 21 Июл, 2015
Кунта хастар, пуçаруллă халăх пурăнать
Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх
Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши: унăн вăхăтĕнче кама тата мĕне шута илеççĕ?
И.ИВАНОВ.
«Тĕкĕнме юраманнисем» çук
Пирĕн ыйтусене ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Сергей ПАВЛОВ хуравлать
- Сергей Петрович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи çур çулта республикăра коррупципе çыхăннă преступленисене нумайрах регистрациленĕ. Çакă коррупци Чăваш Енре вăй илсех пынине кăтартать-и?
Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?
НУМАЙ ЧУХНЕ ЭПИР «ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ПĔР ПУЛАР!» ЛОЗУНГА КАЛАМА ЮРАТАТПĂР. ПĔРЛĔХĔ ĂÇТА? ОРФОГРАФИ ТАВРА ÇАПĂÇНИНЧЕ-И? ВĔРЕНТŸ ИНСТИТУЧĔН ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА КАФЕДРИНЧИ ХĂШПĔР ÇЫНСЕМ ТĂТĂШАХ ПĔР АВТОРСЕНЕ УРА ХУРСА ВĔРЕНŸ КĔНЕКИСЕНЕ ВĂХĂТРА ШКУЛ АЧИСЕМ ПАТНЕ ИЛСЕ ÇИТЕРЕССИНЕ ЧАРСА ТĂНИНЧЕ-И? |
Иван Андреевич Андреев профессора Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре те аван пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе филологи наукисен докторĕ сумлă та курăмлă ĕçсем туса хăварчĕ. Анчах та юлашки вăхăтра И.А.Андреев профессор çырнă чăваш чĕлхи учебникĕсенче Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин хăшпĕр членĕсем йăнăшсем тупма пуçларĕç. Тĕслĕхрен, кăçалхи июнĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ вĕренÿпе меслетлĕх канашĕнче И.А.Андреевăн 6-мĕш класс учебникĕнчи «Хамăр тăрăхри пахчаçимĕçсем» пай ятне тĕрĕс мар çырнă, пая «Хамăр тăрăхри пахча çимĕç» тесе тÿрлетмелле терĕ Ю.М.Виноградов. Герман Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче ĕçленĕ Г.Л.Никифоров та унпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Вĕсен шучĕпе, «пахчаçимĕç» нумайлă хисеп форминче тăма пултараймасть иккен. Эппин, «пахчаçимĕçсем» тесе усă курни Иван Андреевичăн йăнăшĕ пулса тухать.
Патшалăх пурлăхĕ хыснана тупăш кÿрет
"Хыпар" ыйтăвĕсене ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Иванович КУЗЬМИН хуравлать.
- Республика пурлăхне мĕншĕн çине тăрсах приватизацилеççĕ?
- Патшалăхăн экономикăри тÿпине пĕчĕклетес тата унти йышĕпе тытăмне кирлĕ чухлĕ çеç хăварас тĕллевпе.
- Приватизацилемелли программа кăçал мĕнле пурнăçланать?
Асра юлĕç лагерьти кунсем
Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çу кунĕсенче те ачасемпе çыхăнăва татма васкамасть. Шкул çумĕнче уçăлнă вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетекен "Непоседы" лагерĕн ĕçĕ-хĕлĕ çакна çирĕплетет.
Константин Иванова халалласа Турцире те конференци иртнĕ
Пурнăçра тем те курăн тесе ваттисем ахальтен каламан. Лайăххи те, япăххи те тĕл пулать. Эпĕ, Тутарстанри чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ хĕрача, пурнăçăмра çавăн пек кĕтмен çитĕнÿсем пуласса пĕрре те шухăшламан. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлÿ илекенскере мана кăçал пурнăç ăнсăртран питĕ пысăк шанăç пачĕ. Турцие вĕренме чĕнсе пирĕн пата йыхрав ячĕç, факультетран икĕ студента ют çĕршыва кайма ирĕк пачĕç.