Асра юлĕç лагерьти кунсем
Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çу кунĕсенче те ачасемпе çыхăнăва татма васкамасть. Шкул çумĕнче уçăлнă вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетекен "Непоседы" лагерĕн ĕçĕ-хĕлĕ çакна çирĕплетет.
21 куна тăсăлнă смена нумай ачаллă, тулли мар, сахал тупăшлă çемьесенчи çирĕм ачана пĕр ушкăна пĕрлештернĕ. Лагерь ертÿçин тивĕçĕсене Роза Скворцовăна шанса панă. 7-11 çулхи вĕренекенсем валли хатĕрленĕ программăпа килĕшÿллĕн шăпăрлансене шкулта икĕ хутчен вĕри апат çитернĕ, пылак çимĕçсемпе, шывпа тивĕçтернĕ. Çак тĕллевпе патшалăх хыснинчен кашни ача пуçне пĕр куна 76 тенкĕ уйăрнă. Тĕрлĕ вырăнсене илсе çÿрерĕç, интереслĕ çынсемпе паллаштарчĕç. Ю.Алексеева, А.Яковлева, Л.Иванова воспитательницăсем чунне парса ĕçлени, ачасене хавхалантарма пултарни палăртнă ĕçсене ăнăçлăн пурнăçлама пулăшрĕç. Вĕсем тăрăшнипе лагерĕн кунĕсем кăткăс маршрутсемпе, уявсемпе, конкурссемпе пуянланчĕç.
Шăпăрлансем палăртнă тăрăх, Мăн Явăш ял тăрăхне велосипедсемпе çÿресе тĕпчени - асра юлакан самантсенчен пĕри. Сывлăха çирĕплетнĕ май ачасене тăван тавралăхри илемĕпе, ÿсентăран, чĕрчун тĕнчисемпе, ялсем пуçланса кайнă вырăнсемпе паллашрĕç. Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсем пĕрлешнĕ вырăна та çитрĕç "тимĕр утсемпе", Хурашаш шывĕ хĕрринче канса вăй пухрĕç.
Шкул автобусĕпе "Непоседы" маттурĕсем кÿршĕ ялсене ирĕклĕн тухса çÿрерĕç. Ачакра вырнаçнă XIX ĕмĕрти чăваш хресчен хуçалăхĕн музейĕнче сăнамалли, тĕпчемелли материал туллиех. Пысăк Шемертен, Çуткасси ялĕсенчи çветтуй çăлкуçсене те çитсе курчĕç ачасем. Яракасси ялĕнчи уçă вырăнти музей комплексĕ мăнаçлăхĕпе тыткăнларĕ. Аслă вăрçăн паттăрĕсене, тылра вăй хунă ĕçченсене хисеплесе йĕркеленĕ стендсем умĕнче çамрăк ăру нумай вăхăт тăчĕ. "Валак" этнопаркра ĕлĕкхи картасен тĕслĕхĕсене курма интереслĕ.
Мăн Явăшри тĕп библиотека ачасемпе таччăн ĕçлет çуллахи вăхăтра. Вулавăш ертÿçи Лидия Скворцова "Непоседы" хастарĕсем валли ятарлă куравсем, вăйăсем, викторинăсем хатĕрленĕ /"Юмахсен сукмакĕпе", "А.С.Пушкина юрататпăр", "К.В.Иванов çулталăкĕ" т.ыт.те/, мультфильмсемпе ача-пăча киновĕсене кăтартса кăмăла çĕкленĕ. Кружоксем йĕркелени ачасене вĕтĕ шăрçапа тĕрлес, пластилинран кÿлепесем ăсталас, сăрăсемпе илемлĕ ÿкерес ăсталăха туптама пулăшрĕ. Ăмăр е сивĕрех çанталăкра "Выла" культурăпа спорт комплексĕ кĕтрĕ ачасене. Залра вĕсем сывлăха çирĕплетме пултарчĕç. Вĕрентекенсем пуçарнипе шыва кĕнĕ чухнехи сыхлав йĕркисемпе, шăрăх çанталăкри хĕвел айĕнче çÿремелли, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене шĕкĕлчерĕç. Тĕрлĕрен вăйăсем - футбол, пионербол, лапта, "Салтакла", "Сутмалла", "Камăн пушмакĕ?", "Кĕтесле" чăваш вăййисем - ачасенче ушкăнлăх туйăмне аталантарма хăнăхтарчĕç.
Выляса-чупса çÿренипе çеç иртмест ялти ачан кунĕ: яра куна ĕç çумне çыпăçмасăр епле ирттерĕн? Шкулта вĕренекенсем йăрансене шăварчĕç, çумларĕç, усăллă ÿсентăрансем пухса типĕтрĕç. "Таса юханшыв валли таса çыран" акци картинче вĕсем Выл юханшыв çыранĕсене çÿп-çапран тасатрĕç. Тăван тăрăхри çăлкуçсене тирпейлени те ял çыннисемшĕн усăллă пулчĕ.
Енкĕмушкăнь ялĕнче вырнаçнă фермăна çитсе курни ялта ĕçлекен çынсен хакне туйса илме пулăшрĕ. Ферма ертÿçи Нина Васильева ачасене выльăх валли хĕллене утă хатĕрлес ĕçпе, пăрусене пăхса ÿстермелли йĕркепе паллаштарчĕ. Кунта çĕнĕ технологипе усă курса ĕçлени ачасемшĕн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. "Выльский" колхоз председательне В.Боброва тав туса вĕренекенсем çав кун килĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç.
Сменăн юлашки кунĕнче вĕренекенсемпе ачасем Етĕрне хулине экскурсие тухрĕç. Ача-пăча паркне, Афган паттăрĕсен палăкĕ патне çитсе курчĕç, чăн-чăн бронетранспортера тĕпчерĕç. Тавракурăм музейĕнче Етĕрне тăрăхĕнчи ÿнерçĕсен ĕçĕсемпе, паллă ентешсен пурнăçĕпе паллашрĕç. Л.Жукова каласа панисем нумайччен асра юлĕç.
Алина ИСАКОВА.
Шупашкар хули