Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх

21 Утă, 2015

Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши: унăн вăхăтĕнче кама тата мĕне шута илеççĕ?

И.ИВАНОВ.

Чăвашстатăн çырав енĕпе ĕçлекен координаторĕ Галина Иванова хуравланă тăрăх - 2016 çулхи июлĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртмелле. Унăн слоганĕ - "Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх". Пысăк пĕлтерĕшлĕ кампани ял хутлăхĕсене кăна мар, хула тăрăхĕсене те пырса тивет: ялхуçалăх таварĕ туса кăлараканран, харпăр хăй хушма хуçалăхĕнчен, дача-пахчаран пуçласа пысăк предприятисем таранах.

Вĕсем пирки кăтартусем пухнă чухне хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе - Росстатăн статистика информацийĕсене илмелли Интернет сечĕн web-пуху тытăмĕпе, планшетлă компьютерсемпе /респондентсен хуравĕсене унта тÿрех кĕртеççĕ/ - усă кураççĕ. Çавна май çыравçăсен йышĕ пысăках пулмĕ, вĕсен ĕçĕн пахалăхĕпе оперативлăхĕ вара самаях ÿсĕ.

Техника çĕнĕлĕхĕсемсĕр пуçне çырав ыйтăмне улшăнусем кĕртнĕ, ăна çĕнĕ пунктсемпе пуянлатнă: хуçалăха тытса пырас енĕпе ялхуçалăх организацийĕсем малта пыракансен мелĕсене алла илнипе, вĕсем кредитпа, бюджет субсидийĕпе, дотаципе усă курнипе кăсăкланĕç.

Çакна уйрăммăн палăртмалла: ыйтусене хуравлакан кам пулнине вăрттăнлăхра тытнă май хуçалăх пуçлăхĕсен çырав хыççăн хăйсене хушма налук тÿлеттерĕç тесе шикленме кирлĕ мар.

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ кампанин кăтартăвĕсене 2017 çулхи тăваттăмĕш кварталта пĕтĕмлетмелле.

Çырав ирттерме хатĕрленнĕ май хальхи вăхăтра тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче ăна халалланă "Манăн Раççей" фотоконкурс старт илчĕ. 2016 çулхи апрель уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлаканскере хăй тĕллĕн вĕреннĕ тата профессионал фотографсем хутшăнма пултараççĕ /18 çул тултарнисем/. Конкурс призĕн пĕтĕмĕшле фончĕ 150000 тенкĕпе танлашать.

Унта хутшăнас текенсен хăйсен ĕçĕсене организатор адресĕпе /foto@vshp2016.ru/ электронлă почтăпа "Профессиллĕ сăнÿкерчĕк конкурсĕ" /е "Хăй тĕллĕн вĕреннисен сăнÿкерчĕк конкурсĕ" пулнине палăртса ярса памалла.

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче, çырав пуçланиччен пĕр çулталăк маларах, Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унта ăна хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă çĕнĕ хыпарсемпе, çырав программипе, ыйтăм хучĕсемпе, саккунсемпе, норматив докуменчĕсемпе, инфографикăн тата мультимедин интереслĕ материалĕсемпе паллашма пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.