Комментировать

21 Июл, 2015

Константин Иванова халалласа Турцире те конференци иртнĕ

Пурнăçра тем те курăн тесе ваттисем ахальтен каламан. Лайăххи те, япăххи те тĕл пулать. Эпĕ, Тутарстанри чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ хĕрача, пурнăçăмра çавăн пек кĕтмен çитĕнÿсем пуласса пĕрре те шухăшламан. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлÿ илекенскере мана кăçал пурнăç ăнсăртран питĕ пысăк шанăç пачĕ. Турцие вĕренме чĕнсе пирĕн пата йыхрав ячĕç, факультетран икĕ студента ют çĕршыва кайма ирĕк пачĕç.

Кам шутланă, кам ĕненнĕ ялти чăваш ачисем ют çĕршыври университета пĕлÿ пухма каясса? Эпир, Дарья Мочаловăпа иксĕмĕр, 2015 çулхи февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнчен Мевлана вĕренÿ программипе 4 уйăхлăха Турцие кайса Кыркларели университетĕнче гуманитари ăслăлăхĕсен факультетĕнче турккă чĕлхипе литература уйрăмĕнче пĕлÿ пухрăмăр. Унта эпир ытти вĕренекенсемпе пĕрле лекцисене çÿрерĕмĕр, практика ĕçĕсене хутшăнтăмăр, турккă чĕлхине вĕрентĕмĕр. Йăнăшсăр калаçма, çырма хăнăхрăмăр. Чи пахи - ют çĕршывра çĕнĕ çынсемпе паллашни, юлташсем тупни, чăвашла пĕлекенсемпе тĕл пулни. Ытти халăхсем чăваш чĕлхине пĕлнишĕн питĕ савăнтăмăр. Урăх çĕршыва кайнă тесе эпир хамăр чăваш пулнине манмарăмăр, ыттисене те тăван халăхăмăрпа кăсăклантартăмăр, Шупашкара килсе курма чĕнтĕмĕр.

Пирĕн паллă классик Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Кыркларели университетĕнче конференци те ирттертĕмĕр. Факультетăн деканĕ Сечааттин Турал, Бюлент Байрампа Огузхан Дурмуш преподавательсем тата пирĕн чăваш филологи факультечĕн доценчĕ Оксана Сорокина Константин Ивановăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, эпир Дашăпа иксĕмĕр "Нарспи" поэмăна чăвашла вуласа патăмăр. Çапла ют çĕршывра та чăваш йĕрне хăвартăмăр.

Вĕренÿсĕр пуçне эпир Турцире культура енĕпе те ăс пухрăмăр. Тĕрлĕ концертсене, куравсене, тата паллă вырăнсене çитсе куртăмăр. Люлебургаз, Бабаески, Эдирне, Стамбул, Чанаккале хулисенче пултăмăр, Хура, Мрамор тата Эгей тинĕсĕсене курса килентĕмĕр, унти тĕлĕнтермĕшсемпе паллашрăмăр. Çапла пуян пĕлÿ пухса, çутă шухăшсемпе çунатланса хамăрăн Тăван çĕршыва таврăнтăмăр.

Турцире пире пулăшса пынăшăн, пире хăйсен тăван ачисем пек кăмăлласа пăхнăшăн Бюлент тата Венера Байрамсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвас килет.

Линда ВЛАДИМИРОВА,

ЧПУ студентки

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.